Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хыҫӗнче (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кунта чи инҫетри участок ҫав — Ораниенбаум леш енче, Гостилица хыҫӗнче, Копорье таврашӗ.

Но здесь был самый отдалённый участок — за Ораниенбаумом через Гостилицы, по направлению к Копорью.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте лайӑхчӗ-ха, питӗ те лайӑхчӗ, такам хам ҫурӑм хыҫӗнче кулянтаракан юрӑ юрлать-и е йӑнӑшать-и, ҫавӑ кӑна ан илтӗнтӗрччӗ…

Всё было хорошо, очень хорошо, только хотелось, чтобы не было этого унылого долгого стона или песни, которую кто-то завёл за спиной…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ лашан илемлӗн каҫӑрӑлса тӑракан пуҫӗ хыҫӗнче ҫӑмламас ҫӗлӗке куртӑм.

Я вижу косматую шапку за вскинутой красивой головой коня.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Таҫта, горизонт хыҫӗнче, ҫапӑҫу ялкӑшать.

Где-то за горизонтом полыхал бой.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эх, Сима, мӗнле эс, — илтрӗм эп хамӑн хӑлха хыҫӗнче.

— Ох, Сима, какая ты… — услышала я за своим ухом.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кун хӑвӑрт тӗттӗмленсе килет, анчах парк хыҫӗнче, станци тӗлӗнче, пӗлӗт вут-кӑвар ҫутипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ.

Очень быстро темнело, но за парком, по направлению к станции, небо стало багровым от близкого зарева.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ав ҫав сӑрт хыҫӗнче вӑл, хайхискер, эпир нихҫан асран яманскер, халь-халь уҫӑлассӑн тӑрать, унта хӑрушлӑх тӗнчи пуҫланать, унта мӗн пурӗ вилӗмпе пӗр каварлӑ, ячӗ унӑн — Вӑрҫӑ.

Вот сейчас, вон там, за пригорком, откроется то, о чем мы все беспрестанно думали, и я увижу огромный и страшный край, где все в сговоре со смертью и который зовется: война.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Куратӑр-и, ав ҫав тавар сакки хыҫӗнче аслӑ приказчик тӑрать?

Видите, вон у того прилавка старший приказчик стоит?

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Итлесе пӑхатӑп, — алӑк хыҫӗнче шӑп.

Прислушиваюсь — за дверью тишина.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вагон сӗмлӗхӗнче, клемеллӗ хурҫӑ пӑрӑссенчен тунӑ решетке хыҫӗнче, эпир хӑмӑртарах тӗслӗ хутлам-хутлам куштӑркка ӳт-тирлӗ тем пысӑкӑш чӗрчуна куртӑмӑр.

В сумраке вагона за толстой решеткой из тавровых стальных балок мы увидели что-то огромное, серое, все в обвисших, морщинистых складках.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку оваци мӗн пурӗшӗн — кисренми дотсен, ҫӗр укрепленисен, хӑйӑр миххисен хыҫӗнче пирӗн халӑх мӗн упрать — ҫавӑншӑн, кӑвак шторӑсен хыҫӗнче пытанса тӑракан ҫутӑсемшӗн…

Это была овация всему, что наш народ оберегал за толщей дотов, земляных укреплений, песочных мешков, овация тому свету, который мы прятали за синими шторами.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӑн та, пиртен инҫех мар, чи ҫӳллӗ те нумай этажлӑ ҫурт ҫинче, ҫивитти тавра купаланӑ чул барьер хыҫӗнче темӗнле хатӗрсем чӑсӑлса тӑраҫҫӗ.

Правда, на самом высоком, многоэтажном доме возле нас из-за каменного барьера вокруг крыши торчали какие-то длинные предметы.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каҫ пулсан киносене ҫӳреҫҫӗ е, хӑй ҫутине пытарса, кӑвакпа карнӑ кантӑксен хыҫӗнче килте лараҫҫӗ.

Вечерами ходили в кино и жили за опущенными синими шторами, упрятав внутри квартир жилой свет.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пушкин палӑкӗ хыҫӗнче, бульварта, йывӑҫ ешӗллӗхӗ витӗр темӗнле кӳпшек кӳлепе, кӗмӗл тӗслӗскер курӑнать, — чӑтлӑха кӗтмен ҫӗртен темӗн пысӑкӑш пулӑ килсе ҫакланнӑ тейӗн.

За памятником Пушкину на Тверском бульваре сквозь зелень деревьев виднелось круглое серебристое туловище, словно туда, в заросли, заплыл какой-то огромный кит.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сулахайра, тӗмӗсем хыҫӗнче, чаштӑртаттарни, чупни тата пулӑҫӑ ҫиллессӗн мӑкӑртатни илтӗнет.

Слева за кустами слышались шаги, голоса ребят и ворчливый голос рыбака.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шӑп ҫакӑ самантра Водохранилище хыҫӗнче горизонт тулса ҫитнӗ пӗве талнӑ пек, татӑлчӗ: ялтӑркка ылтӑн тӗс куҫа йӑмӑхтарса ячӗ, вара мӗнпур тавралӑх ялтӑрама пуҫларӗ, чӗрӗлчӗ — хаваслӑ, ирӗклӗ ҫутӑпа тулчӗ.

За водохранилищем в этот самый миг горизонт прорвался посередине, как запруда: слепящее золото ожгло глаза, и все вокруг нас вдруг засверкало, ожило, заполнилось радостным и властным светом.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пытармашкӑн килнӗ Сковородников старик ун хыҫӗнче тӑрать, унӑн хулӑн та вӑрӑм кӑвак мӑйӑхӗ ҫине мӗнле кӑна чарас тесен те куҫҫуль шӑпӑртатса анать.

Старик Сковородников, накануне приехавший на похороны, стоял за ним, и слёзы нет-нет, да и скатывались по щекам в его большие, аккуратные седые усы.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тухтӑр манӑн ҫурӑм хыҫӗнче темскер мӑкӑртатса тӑчӗ, анчах та эпӗ итлемерӗм ӑна, вӑл мана урана сӗрме спирт сӗнет, суратӑп эпӗ унӑн спирчӗ ҫине.

Доктор бормотал что-то за моей спиной, но я не слушал его, и мне наплевать было на этот спирт, которым он велел растирать мои ноги.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аллине вӑл пӑлансене хӑратмалли хорей-патак тытнӑ, унӑн хыҫӗнче нартӑна кӳлӗннӗ пӑлансем.

Он держал в руках хорей — палку, которой направляют оленей, и за его спиной стояли олени, запряжённые в нарты.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Алӑк хыҫӗнче юнаса калаҫнисем, усал сӑмахсем, ылханусем илтӗнсе кайрӗҫ.

За дверьми раздавались угрозы, брань и проклятия.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней