Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Куҫса ҫитетӗн — каҫ пулнӑ ҫӗре ӗҫ пӗтет темелле; ҫук, тата тепӗр икӗ эрне аппаланатӑн.— Переехал — к вечеру, кажется бы, и конец хлопотам: нет, еще провозишься недели две.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗн пуласси, виҫ-тӑватӑ эрне, тен, кӗркуннеччен пурӑнкалӗ-и, кайран… кӑкӑрӗ шыҫнӑ: пӗтесси паллах.— Что: недели три-четыре, а может быть, до осени дотянет, а потом… водяная в груди: конец известный.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пиллӗкмӗш эрне ҫумӑр ҫумасть: ҫӳлти турра кӳрентертӗмӗр пулӗ, ҫавӑнпа ҫумӑр ҫук.Пятую неделю нет дождей: знать, прогневали Господа Бога, что нет дождей.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Виҫӗ эрне ҫитет ӗнтӗ! — ассӑн сывласа каларӗ Волков.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӑрҫӗмрен Кронштадтпа Ораниенбаум хушшинче пӑрлӑ шывра ҫӳресе навигацие темиҫе эрне вӑрӑмлатма пултарнӑ.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Тӗрӗсси тӗрӗс пуль-ха, Симпсон меслечӗпе икӗ эрне шутланӑ, ҫамрӑк моряк вара Сирӗн меслетпе усӑ курса ҫавнах 6 сехет хушшинче шутласа тупнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Алексей эрне мӗнле иртни, вӗренӳре мӗнле оценкӑсем илни, вуласа тухнӑ кӗнекесем, юлташӗсем ҫинчен каласа панӑ.
Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пӗр эрне иртрӗ.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мӑнкунччен икӗ эрне маларах Куликово уйне йывӑҫ кӳрсе килчӗҫ, платниксем, десятниксем, ҫӗр чавакансем килсе тулчӗҫ.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗр эрне иртнӗ, тепри те иртнӗ — ҫаплах кукамӑшӗнчен посылка килеймен.
XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Виҫӗ эрне хушши ача пӗр ӳркенмесӗр хӑйӗн вӗренӳ хатӗрӗсене лайӑх йӗркелесшӗн тӑрӑшнӑ.Три недели мальчик с неслыханным терпением занимался улучшением своего научного хозяйства.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Чи юлашки — эрне кун!
XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Катакомбӑсене пӗтӗмпех шыраса тухма вӑхӑт сахалтан та икӗ эрне кирлӗ.Чтобы обыскать все катакомбы, надо по крайней мере недели две.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тӳррипе каласан, икӗ эрне хушши тарӑхмалла пулчӗ пирӗн Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинче.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Базӑран базӑна вӗҫсе ҫӳресе эпир икӗ эрне те ирттертӗмӗр.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Летчикӗ, Карякин майор, нимӗҫсен рейдерӗ хыҫҫӑн хӑй епле икӗ эрне хушши йӗрлесе ҫӳрени ҫинчен каласа пачӗ — ӑҫта тесе шухӑшланӑ пулӑттӑрччӗ эсир?
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Самолет пуласса виҫӗ эрне кӗтрӗм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапла пулатчӗ ӗнтӗ Ленинградра — «шысӑк ҫӗр» ҫинчен ик-виҫӗ эрне хушши никам та пӗр хыпар илтейместчӗҫ, унтан сасартӑк темиҫе ҫыру килетчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах пӗр эрне иртнӗ, иккӗ иртнӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чи малтан ӗҫме-ҫимене йӗркене кӗртмеллеччӗ, хӗпӗртесех калама пултаратӑп вара, ҫул ҫинче — эрне хушши пытӑмӑр эпир — выҫӑхса вилекенни пӗр ҫын та пуймарӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951