Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑвӑл сăмах пирĕн базăра пур.
тӑвӑл (тĕпĕ: тӑвӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑвӑл иртсе каять, шӑплана пуҫлать…

Шквал пронесся и стал затихать…

V // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Утрав ҫине, шавласа та кӗрлесе, ҫӗнӗ тӑвӑл килсе ҫапӑнать…

Новый шквал с воем и грохотом налетал на остров…

V // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Куратӑн-и, тӑвӑл епле хаяр!

Видишь, какая буря!

II // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Пӗлӗтсем, пӗр вӑрӑм тӑрӑха тӑсӑлса, тухӑҫран анӑҫ еннелле ыткӑнаҫҫӗ, лере вара, тӑвӑл вӗсене тем тери пысӑк та хӗрӳ кӑмакана пӑрахнӑ пек, хӗмленсе ҫунма тытӑнаҫҫӗ.

Облака, вытянувшись длинными полосами, летели от востока к западу и там загорались одно за другим, как будто ураган кидал их в жерло огромной раскаленной печи.

I // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Чӑнах та, тӑвӑл ҫывхарса килет.

Действительно, близилась буря.

I // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

— Ҫапла, капрал, вӑйлӑ тӑвӑл пулать.

— Да, капрал, будет сильная буря.

I // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Тӑвӑл пулать, юлташ.

— Будет буря, товарищ.

I // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Тӑвӑл та тупӑ-сасси кӗрлерӗ ушкӑн-ушкӑн.

Бурлили бури. Плюхали пушки.

Плюшкин // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 126–128 с.

Режиссер икӗ хура тӑвӑл икӗ артиста мӗнле ҫӑтса янине, вӑл вырӑнта юр епле хӗрелсе юлнине хӑех курнӑ.

Режиссер сам видел, как два черных смерча поглотили их и как покраснел снег на том месте.

7. Тӗлпулу // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

— Ҫапла, ырӑ ҫыннӑм, — терӗ Дик Сэнд, — тӑвӑл карапа айккинелле илсе кайма пултарнӑ, вӑл ӑҫтине пӗлме манӑн май пулмарӗ.

— Да, сударь, — ответил Дик Сэнд, — потому что буря могла отнести корабль в сторону, а я не имел возможности определить его место.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ту айккинче чупса ҫӳренӗ чух вӑл ӑнсӑртран аслӑ, икӗ стеналлӑ ту шӑтӑкне кӗрсе кайнӑ иккен — ку вӑл тинӗс шывӗ тӑвӑл вӑхӑтӗнче хум ҫапса шӑтарнӑ ҫӗр хӑвалӗ пулчӗ.

Бегая у подножия скал, он случайно обнаружил просторную пещеру с гладко отполированными стенами — один из тех гротов, какие море вымывает в скалах, когда волны прибоя налетают на них во время бури.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пуринчен ытла тӑвӑл вӑхӑтӗнче хытӑ ишрӗ карап: Дик Сэнд шутланӑ тӑрӑх, карап талӑкра вӑтамран икҫӗр мильӑран кая мар турӗ.

Особенно велика была скорость хода во время урагана: Дик Сэнд считал, что судно проходило в среднем не менее двухсот миль в сутки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫил вӑйлине пӑхмасӑрах, «Пилигрим» команди тӑвӑл пуҫланиччен илсе хума ӗлкӗрнӗ фокпа кливера та пӗр йывӑрлӑхсӑрах вырӑнне лартрӗ.

Что же касается фока и кливера, которые удалось убрать до начала бури, то их команда «Пилигрима», несмотря на сильный ветер, поставила без особого труда.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Тусӑмсем, — терӗ Дик, — рей ҫумне тепӗр парӑс хушса ҫыхӑпӑр — пирӗн марселе тӑвӑл татса кайрӗ вӗт.

— Начнем с того, друзья мои, — сказал Дик, — что привяжем к рею запасной парус — ведь наш марсель унесло бурей.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тӑвӑл вӑхӑтӗнче ӗҫ пулманнипе мана тунсӑх пуса пуҫларӗ.

 — В бурю нам нечего было делать, и я начал уже покрываться ржавчиной.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Тӗрӗс, эп итлемерӗм сана, анчах мана тӑвӑл чарӑннӑ пек е чарӑна пуҫланӑ пек туйӑнчӗ, — тӳрре тухрӗ Уэлдон миссис.

— Да, я ослушалась тебя, — призналась миссис Уэлдон, — но почему-то мне показалось, что буря успокоилась или успокаивается.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Уэлдон миссис, Дик хушнипе тӑвӑл вӑхӑтӗнче ниҫта тухмасӑр ларнӑскер, каютӑран чи малтан тухрӗ.

Миссис Уэлдон первая покинула каюту, где она по требованию Дика просидела взаперти все время, пока длилась буря.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах сахалтан та тепӗр ҫирӗм тӑватӑ сехетрен тӑвӑл парӑсӗсене те пулин ҫӗклеме пулать пуль тесе шанчӗ ҫамрӑк капитан.

Но он надеялся, что меньше чем через двадцать четыре часа можно будет поднять хотя бы штормовые паруса.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тинӗс хытӑ хумханать пулсан та, тӑвӑл, ахӑртнех, лӑпланса пырать, ҫил вӑйсӑртарах вӗре пуҫларӗ, хӗвеланӑҫ еннелле ҫаврӑнчӗ.

Буря, очевидно, шла на убыль, и хотя волнение на море оставалось еще очень сильным, можно было заметить, что ветер спадает и заходит к западу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тӑвӑл ҫӗкленчӗ, йӗп чиксен те куҫ курмасть.

Поднялся буран, зги не видно.

Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней