Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн ҫуралса кайнӑ вулли шӑнӑр туртса лартнӑ пек авкаланнӑ, турачӗсем, канатсем пекех пӗтӗрӗнсе ларнӑ, пӗчӗк турачӗсен чармак пӳрнисемпе сывлӑшри курӑнман япаласене тытса, силеннӗ, темрен хӑранӑ пек, вулӑран аяккалла кармашнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Флигель умӗнче йывӑҫсем йӑвӑ ӳссе ларнӑ пӗчӗк пахча пур, хваттерӗн виҫӗ пӳлӗмӗн чӳречисенчен шалалла сирень, акаци турачӗсем, ҫамрӑк тополӗн кӗмӗл ҫулҫисем ачашшӑн вӑштӑртатаҫҫӗ.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Йывӑҫ турачӗсем ӑна питӗнчен ҫапрӗҫ, вара ҫав пӑрпа витӗннӗ калама ҫук ҫивӗччӗн тирекен туратсене вӑл аллисемпе сире-сире утрӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Фара ҫутинче чӑрӑшсен турачӗсем хӑлаҫланса юлаҫҫӗ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫӗре ӳкнӗ чӑрӑш турачӗсем урасем айӗнче ҫемҫен авӑна-авӑна илеҫҫӗ.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫуллахи хӗрелнӗ пакша типсе кайнӑ ватӑ чӑрӑш турачӗсем ҫине типӗтме кӑмпа апатне ҫакса янӑ.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Акӑ ҫыран хӗрринче ватӑ чӑрӑш ларать, лишай пусса илнипе вӑл пӗтӗмпех мӑкланса, кӑвакарса кайнӑ, тӗпӗ патӗнче унӑн турачӗсем ҫӗр ҫумнех усӑнса аннӑ; туратсен серепи тӗксем шыв ҫинех усӑнса аннӑ та унӑн мӗлки шывра тӗкӗр ҫинчи пек курӑнать.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗрин ҫине кӑтра та сип-симӗс йывӑҫсем ӳкернӗ, йывӑҫҫисем хушшинче ҫӗр ҫинче тигр тӑсӑлса выртнӑ, йывӑҫ турачӗсем ҫинче кӗрен упӑтесем ларнӑ; ҫавра кӑвак кӳлӗрен крокодил хӑйӗн асавлӑ пысӑк ҫӑварне тӑсса кӑларнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Йӗкелсемпе хыр турачӗсем хурса, кӑвайт чӗртнӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Йӑмрасен усӑк турачӗсем йӗпеннӗ пек туйӑннӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Картишӗнче питӗ шӑрӑх пулнӑ; Санин апат хыҫҫӑн тухса каясшӑнччӗ, анчах ӑна кунашкал кун вырӑнтан тапранмасан лайӑхрах пулать терӗҫ те, вӑл юлма килӗшрӗ; вӑл хӑйӗн хуҫисемпе ларнӑ хыҫалти пӳлӗмре сулхӑн пулнӑ; чӳречесем акаци ӳссе ларнӑ пӗчӗк пахчаналла тухнӑ; вӗсен ылтӑн чечеклӗ ҫӑра турачӗсем ҫинче пыл хурчӗсем, сӑпсасем, тӗкӗлтурасем пӗр харӑссӑн сӗрленӗ: ҫурри хупнӑ чӳречесемпе антарса янӑ шторӗсем витӗр ҫак чарӑнма пӗлмесӗр сӗрлени илтӗннӗ, вӑл урамри сывлӑш вӗри иккенне пӗлтернӗ; ҫакна пула тирпейлӗ, хупӑ пӳлӗмӗн сулхӑнӗ пушшех те пылакрах пулса тӑнӑ.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Лутра кедр турачӗсем хумханчӗҫ те, ачасен умне ылтӑн пек сап-сарӑ тата симӗс тӗклӗ тем пысӑкӑш хир чӑххи персе анчӗ.Невысокий кедр взмахнул ветвями, и огромный фазан в зеленых и золотистых перьях упал к ногам детей.
XXI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Халӗ, ак йывӑр юр пуснипе ватӑ хырсен турачӗсем усӑннӑ, ҫамрӑк хурӑнсем кӑкӑр таранах юр ӑшне путса ларнӑ.А теперь от тяжести снега согнулись у старых елей ветви, молодые березы ушли в него по грудь.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Унӑн чӗрӗ турачӗсем пӗлӗтеллех кармашаҫҫӗ, хуппи хура.
X // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Хурӑн турачӗсем ҫинче ҫӗрлехи нӳрӗк тумламӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ-ха, вулли йӗпе — йывӑҫҫи хӑй ыйхӑран вӑранман.Еще ветви березы блестят от капель ночной сырости, ствол влажен — дерево еще не очнулось от сна.
IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Турачӗсем чӑрӑш лӑссисем пулчӗҫ, вӗсем ҫап-ҫутӑ ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, хӗлхемӗсем ҫатӑртатса ҫӳлелле вирхӗнеҫҫӗ.Это были еловые лапы, которые дают много света и искр, с гудением уносящихся вверх.
I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тул ҫутӑлас умӗн чарӑнатпӑр та — шыв лӑпкӑ тӗле, ҫыран айне, сулла кӑкаратпӑр, унтан ӑна хӑвапа тирек турачӗсем касса хуплатпӑр.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫӑка айӗнче уҫӑ та лӑпкӑ; сулхӑна вӗҫсе кӗрекен шӑнасемпе пыл хурчӗсем те майӗпен сӗрленӗн туйӑнать; ӗнчӗ тӗслӗ вӗтӗ те таса, ем-ешӗл курӑк чӳхенмест; вӗсен ҫӳлӗ тунисем, тӗлӗнсе хытса кайнӑ пек, ним хускалмасӑр лараҫҫӗ; ҫӑкан аялти турачӗсем ҫинчи сарӑ ҫеҫкесен пӗчӗк ҫупкӑмӗсем чӗтренмесӗр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Йывӑҫ турачӗсем хушшисемпе лутра тӗмесенче илемлӗ саслӑ какадусем, хӗрлӗ пӗсехеллӗ симӗс какариксем, йӑлтӑртатса тӑракан хура питлӗ таупӑсемпе кӑвакал пысӑкӑшне ҫитекен хӗрлӗ те кӑпӑш тӗклӗ попугайсем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Каҫӑн тӗттӗмӗнче эвкалипт йывӑҫҫисен хӑрӑк турачӗсем шатӑртатса кӑна хуҫӑлаҫҫӗ.Сухие ветви эвкалиптов стучали в темноте, как кости скелета.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.