Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Урхамах вӑйне пӑхмасть Вӑл, этем ҫӑмӑл ураллӑ пулнине те кӑмӑл тумасть — 11. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнчен хӑракансене, Хӑйӗн ырӑлӑхне шанакансене кӑмӑллать.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, ӗҫе тӳррипе тӑвать, хӑй ӑшӗнче чӑннине калать, 3. кам чӗлхипе элеклемест, суймасть, ҫывӑх ҫыннине усал тумасть, ӑна хурласа калаҫнине те йышӑнмасть — унта ҫавӑ пулать; 4. кам пӑрахӑҫа юлнӑ ҫынран йӗрӗнет, Ҫӳлхуҫаран хӑракансене мухтать, ҫывӑх ҫыннине панӑ сӑмахне улӑштармасть, 5. кам хӑйӗн кӗмӗлне усламла памасть, айӑпсӑр ҫынна хирӗҫ тӑрса сӗрев илмест — унта ҫавӑ пулать.
Пс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Чӑнах, Турӑ тӗрӗсмарлӑх тумасть, Пурне те Тытса Тӑракан сута тӳнтер кӑтартмасть.12. Истинно, Бог не делает неправды и Вседержитель не извращает суда.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа та, Унран ҫӑлӑнӑҫ кӗтсе, Ӑна хамӑра пулӑшма йӑлӑнӑпӑр, кӑмӑлӗ пулсан, Вӑл пирӗн сасса илтӗ, 18. мӗншӗн тесессӗн этем алли тунӑ турӑсене пуҫҫапни пирӗн йӑхра пулман, хальхи вӑхӑтра та пӗр йӑх та, пӗр ӑру та, пирӗн пӗр халӑх та, пӗр хула та ун пек тумасть, вӑл унччен ҫавӑн пек пулнӑ, 19. ҫавӑнпа та пирӗн аттесене хӗҫ айне ӳкернӗ, ҫаратнӑ, хамӑрӑн тӑшмансем умӗнче вӗсем хӑрушла пӗтнӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. [Ионафан] ӑна каланӑ: ҫук, эсӗ вилместӗн; мана каламасӑр атте пысӑк ӗҫ те, пӗчӗк ӗҫ те тумасть; ку ӗҫе те мӗншӗн манран пытармалла-ха унӑн? кун пекки пулас ҫук, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсенчен е вӗсен йӑхӗнчен кам та пулин вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ пулсассӑн е инҫе ҫула кайнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла; 11. ун пеккисем иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине Пасха туччӑр, ӑна вӗсем тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсемпе, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр; 12. ирччен унран нимӗн те ан хӑварччӑр, унӑн шӑммисене ан ватчӑр; ӑна вӗсем Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрке тӑрӑх туччӑр; 13. кам та кам таса халлӗнех е [инҫе] ҫула кайман чухнех Пасха тумасть, ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана вӑхӑтра парне кӳмерӗ: ҫав ҫын хӑй ҫине ҫылӑх илӗ; 14. сирӗн патӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла: вӑл ӑна Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ йӗрке тӑрӑх, унӑн йӑлине кура тутӑр; ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗр ҫыннишӗн те Пасха тӑвас йӗрке сирӗн пӗрре пултӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те кам та пулин хӑйӗн хӗрне чуралӑха сутсассӑн, вӑл арҫын чура тухса кайнӑ пек тухса кайма пултараймасть; 8. эхер те ҫав хӑрхӑм хӑйӗн хуҫине килӗшмест пулсассӑн, хуҫи ӑна ҫураҫмасть пулсассӑн, ӑна каялла тӳлесе илме ирӗк патӑр; ӑна хӑй тиркенӗ пулсассӑн, [хуҫан] ӑна ют халӑха сутма ирӗк ҫук; 9. эхер те вӑл ӑна хӑйӗн ывӑлӗ валли ҫураҫсассӑн, ӑна хӑйӗн хӗрӗ вырӑнне хутӑр; 10. эхер те ывӑлӗ валли урӑх арӑм илсессӗн, ӑна апатсӑр, тумтирсӗр хӑвармалла мар, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси те сыхланса юлтӑр; 11. эхер те хуҫа уншӑн ҫакӑ виҫӗ япалана тумасть пулсассӑн, вӑл ун патӗнчен ахалех, тӳлемесӗрех, тухса кайтӑр.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.