Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, сӗтел айккине йывӑррӑн пырса ларса, сӗтел ҫинчи хутсене хӑйӗн умне шутарса хурать.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Куҫ умне мӗн пур япаласем — горницӑн малти кӗтессинче ларакан темӗн чухлӗ турӑш, кравать, пӗчӗкҫӗ сӗтел, кивелсе кайнипе йӗрленсе пӗтнӗ тӗкӗр, сӑн ӳкерчӗксем, пӗчӗкҫӗ сӗтел, ун патӗнчи тӗсӗ кайнӑ лӗнчӗр-ленчӗр венски пукансем, ҫӗвӗ ҫӗлемелли машина, кӑмака сакки ҫинче тахҫантанпа усӑ курмасӑр ларакан кивӗ сӑмавар — шӑвӑнса тухрӗҫ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫынсем сӗтел тавра ларса, апат хушшинче чух калаҫакан яланхи сӑмахсемпе шӑкӑлтатса ларчӗҫ, стакансене эрех тултарчӗҫ; Федор Лукич Хохлакова Сергей хӑйпе юнашар ларма сӗнчӗ, анчах вӑл Рощенскирен килнӗ ҫынсемпе ларма килӗшӳллӗрех терӗ, Рубцов-Емницкий грузовик тавра чупкаласа, унтан темле ещӗксем антарчӗ, — ҫапла ӗҫ хӑйне май юхса пынӑ вӑхӑтра эпир йӑпӑрт кӑна сӗтелсем ҫинче мӗн пуррине пӑхса илер…
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Канала чавнӑ тата электролини тунӑ чухнехи йӗркепех кашни станица уйрӑм сӗтел тавра ларчӗ, калас пулать, кашни станицӑн — хӑйӗн «участок», Марьяновскинчен килнисене анчах хисеплӗ вырӑн пачӗҫ, вӗсемпе Бойченко, Кондратьевпа арӑмӗ, Сергейпе Ирина (пурте курччӑр, ав епле унӑн арӑмӗ), Рагулин хайӗн Савишнипе, Тимофей Ильич Ниловнӑпа, Прохор Ненашев, Виктор Грачев ларчӗҫ, — Виктор хӑйпе юнашар Соньӑна та лартасшӑн пулчӗ, анчах лешӗ вӑтанса устьневинскисем ларакан сӗтел патне тарчӗ.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсем пысӑках мар пӳлӗме кӗчӗҫ, унта сарлака кровать, диван, сӗтел ларнӑ, сӗтел тӗлӗнче тӗкӗр ҫакӑнса тӑнӑ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Алӑк умӗнче хӗрлӗ ҫитти витнӗ сӗтел ларать, сӗтел умӗнче ӗлӗкхи пек черкескӑпа, аллисене ҫӑкӑр-тӑвар тытса, уяври пек, Тимофей Ильич тӑрать…
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шухӑшӗнче вӑл сӗтел умне тӑрса, хӑй умне тетрадьне хунӑ та пӑхмасӑр калама вӗреннӗ пуплеве шыранӑ, пӳрнисем ыратса кайичченех сӗтел хӗррине чӑмӑртанӑ.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Икӗ чӳрече хушшинче ҫитти витнӗ сӗтел ларать; сӗтел ҫинче, стенасем ҫинче темӗн чухлӗ фотоӳкерчӗк — пысӑккисем те, пӗчӗккисем те пур.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сӗтел ҫинче алшӑллипе чӗркенӗ ҫӑкӑр, сӗтел айӗнче эрех хатӗр тӑрать, сак ҫинче — ырӑ ҫынсем.На столе хлебина в рушнике, под столом наизготове горилка, а на лавке — добрые люди.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Федор Лукич ӑна кӑмӑллӑн кулса йышӑннӑ, сӗтел хушшине чей ӗҫме ларма чӗннӗ, Артамашов сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ, анчах ӗҫмен те, ҫимен те, Сергее ӳпкелеме пуҫланӑ.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унта сан дивансем, ҫаврашка сӗтел, сӗтел ҫинче чечексем, хаҫатсем — пурте пур, пӗр-пӗр пысӑк министерствӑри пекех…
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Казаксем саккӑрӑн картла хирсе ларакан пӗчӗкҫӗ сӗтел тӗлӗнче, хӑватлӑ табака вӗҫӗмсӗр мӑкӑрлантарнипе, сӗтел ҫине витмелли шерепеллӗ ҫи витти пек тӗтӗм ҫакӑнса тӑрать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ытти ҫерти пӗкех, «Т» саспалли евӗрлӗ вӑрӑм сӗтел, ун ҫине симӗс пустав витнӗ, ытти кабинетсенчи пекех сӗтел тавра кӑна мар, стенасем ҫумне те лартса тухнӑ йывӑр пукансем, икӗ диван — пӗрне сӑранпа тыттарнӑ, сӑранӗ чылаях шӑйрӑлса пӗтнӗ, тепри ҫӗнӗрех, тӗрӗллӗ пуставпа тыттарнӑскер, площаделле тухакан тӑватӑ чӳрече, чӳречерен тимӗр карта тытнӑ ҫамрӑк сквер курӑнать…
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей пӗчӗк сӗтел умне пырса тӑчӗ те шухӑша кайрӗ: мӗншӗн сӗтел ҫине те, урайне те, чӳрече сакки ҫине те курӑк сарса тухнӑ-ха?
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Савва Остроухов сӗтел хушшинче ларнӑ, сӗтелӗ ҫинче, ҫурӑлса пӗтнӗ кӗленче айӗнче, тӗрлӗрен пичетлӗ те штамплӑ циркулярсем выртнӑ.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӗтесре тӑрас вырӑнне пач урай варринче пӗр тӗттӗмрех юман шкаф тӑнӑ, унпа юнашар — сӗтел, сӗтелӗ умӗнче сарлака хулпуҫҫиллӗ, ҫӑра хӗрлӗ сухаллӑ ҫын ларнӑ.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Площадь варрине сӗтел лартнӑ, сӗтел хушшинчи писарь лашасене виҫсе сӑнаса пӑхнин результачӗсене ҫырса пырать.Среди площади поставили столик, где писарь записывал результаты осмотра и обмера.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Асатте куҫӗсем сӗтел ҫиттийӗн шурӑ пӗркеленчӗкӗсем ҫине чунсӑр хистевлӗхпе пӑхаҫҫӗ, вӑл ҫак самантра сӗтел ҫиттине мар, Кавказ тӑвӗсен куҫа шартарса яракан пӗркеленчӗкӗсене курать, тейӗн.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Малти кӗтесре — сӗтел, сӗтелне — хӑй умнелле тайӑнтарнӑ ялавсем ҫине юланутпала сиктерсе пыракан генерал Скобелев сӑнӳкерчӗклӗ клеёнкӑпа витсе хунӑ; икӗ пукан, ҫӳлте турӑшсем, — вӑл турӑшсем тавра элес-мелес хут ҫаврашкисем тыттарса пӗтернӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Эпӗ вӑл тетраде пӗчӗк сӗтел сунтӑхне чиксе хутӑм; эсир вӑл сӗтеле лайӑх пӗлетӗр пулӗ тетӗп: алӑкран кӗнӗ ҫӗрте кӗтесре ларать.
Иван Шпонькӑпа унӑн аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.