Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна ӑсласа кӑларнӑ асамҫӑ, ҫак тӗнчере янрама пуҫличчен ӑна чӗринче ҫеҫ илтнӗ этем, пӗлнӗ пулас: кашни пиртен ҫак ӑрӑмлӑ сассене илтсе, вӗсене, вӑхӑтне кура, мӗнле кирлӗ — ҫапла ӑнланасса, ассӑн-ассӑн сывлан кӗпҫесем тата сӗрме купӑссем пире мӗн ҫинчен каласса.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫепӗҫӗн пуҫларӗҫ сӗрме купӑссем, чӗре ҫумӗнчи, чи ҫывӑххи, чи хакли ҫинчен этем калайми чӗлхепе калаҫма пикенчӗҫ.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ астӑваймарӑм, хӑҫан пуҫланчӗ пуль симфони, анчах вӑл пуҫланчӗ — чӗмсӗрлӗхрен пӗр систермесӗр тухрӗ, этем ӑсӗнче шухӑш ҫуралнӑ пек ӑрӑмлӑн ҫуралчӗ, унтан сарӑлса-сарӑлса пычӗ, ҫунат туянчӗ, мачча патне ҫити ҫаврӑна пуҫларӗ, зал тулли тулса ларчӗ.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗлесчӗ эсир, унти этем чӗри епле Мускавшӑн хыпса ҫуннине!Эх, если бы вы знали только, как там человек за Москву сердцем горит!
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑнланатӑн-и, Сима: ку вӑл — этем обстоятельствӑсен хистевне пӑхмасӑр хӑй шутласа хунӑ пек тунине пӗлтерет.Понимаешь, Сима: значит, человек поступает так, как он решил сам, не под влиянием обстоятельств.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир унпа паттӑрлӑх ҫинчен, этем тивӗҫлӗхӗ ҫинчен пайтах сӳтсе яврӑмӑр.И мы с ним долго толковали о храбрости, о человеческом достоинстве.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Революци — пӗтӗм халӑх этем тивӗҫлӗхӗшӗн ҫапӑҫни.Революция — это борьба за человеческое достоинство всего народа.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Этем хӑй те паян лайӑхрах, тасарах, вал шухӑш-кӑмӑлри тӗрлӗрен ҫӳп-ҫапа шӑлса кӑларнӑн туйӑнать.И мне казалось, что и сами люди делаются лучше, чище, выкидывая из своих душ все ненужное, мусорное.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Капитан Малинин, сарлака кӗре этем, эпир пынӑ чухне кутамккине майлаштаратчӗ.Капитан Малинин, сутулый, скуластый, склонился над вещевым мешком, когда мы вошли к нему с Игорем.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗрре вӗсем ҫӗр патнелле темӗнле пӗлӗт япали вӗҫсе пынине курнӑ, ҫӗрпе ҫав япала тӗкӗнессе, вара пӗтӗм этем тӗнчи пӗтессе шутласа пӗлнӗ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эсир те вӗт — этем чунӗ инженерӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Писательсем — этем чунӗн инженерӗсем теҫҫӗ-ха.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл этем пӗлмен вӑй-хӑватпа ҫеҫ хӑйне хӑй сыватрӗ, сыватрӗ мар, вилесрен ҫӑлӑнса юлчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен, ҫакӑн пек сыватни вӑл ырӑ япала та мар пулӗ, анчах та, ман шутпа, ҫакӑ вӑл, этем тени пурнӑҫ шанчӑкне ҫухатиччен кирлӗ япала пек туйӑнать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Калӑн, эпӗ темиҫе ҫултан хамӑн чунӑм ҫине лӑпкӑн кӑна пӑхса, пурне те — хамӑн ҫӗр ҫинчи чи хаклӑ япалана — этем чӗрине пырса тивекен ӗҫри кирлӗ мар вӗрилӗхӗме, хама хам шанманнине, хама, тен, чӗлхесӗр ача чухнех, тӗнче маншӑн ӑнланма пӗлмелле мар йывӑр япала пек туйӑннӑ чухне те хыҫран йӗрлесе пынӑскерне, хакланӑ пек тесе.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗн тӑвас тен, Николай Антоныч мана чи ирсӗр элекпе, этем ывӑлӗ-хӗрӗ мӗн таран элек тума пултарать, ҫав таранах элеклесе пӗтерчӗ, «вӑл таса мар юнлӑ ача», «ун пирки санӑн аннӳ вилсе выртрӗ» тесе те ӗнентерчӗ пулӗ ӗнтӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑлхисем хӑйсен хупах пек, пичӗсем те этем пичӗ евӗрлех.лопоухие, с какими-то странными, почти человеческими мордами.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«…Ҫак задача этем ӑс-хакӑлне чӑннипех те ҫавӑрса илчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Этем пек, педагог пек.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эпир этем обществинче пурӑнатнӑр, — ҫемҫен каларӗ Николай Антоныч.— Мы живем в человеческом обществе, — мягко продолжал Николай Антоныч.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951