Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Сулӑнса (тĕпĕ: сулӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулахаялла сулӑнса илсе, Мишка кӗсйинчен наган туртса кӑларчӗ, пеме хатӗрлесе тытрӗ.

Качнувшись влево, Мишка вытащил из кармана наган, взвел курок.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каштанка хӗпӗртенипе ҫухӑрса янӑ, анчах ҫав вӑхӑтра ватӑ аҫа кушак анасланӑ та, сулӑнса кайнипе хур ҫинчен персе аннӑ.

Каштанка взвизгнула от восторга, но в это время старик кот зевнул и, потеряв равновесие, свалился с гуся.

IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Таня килпетсӗррӗн сулӑнса илчӗ те ҫатлаттарсах ҫупса ячӗ Сергее питӗнчен.

Таня неловко замахнулась и хлестко ударила Сергея по щеке.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ярса пусасшӑн пулса, урине хускатрӗ, анчах пусаймарӗ, сулӑнса кайрӗ те вырӑн ҫине халсӑррӑн персе анчӗ.

Дернул ногой, намереваясь выбросить ее вперед, зашатался и беспомощно упал на постель.

12 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Аялти картлашка ҫинче Григорий, сулӑнса кайса, сулахай аллипе лӑнк-ланк силленсе тӑракан карлӑкран ярса тытрӗ, сылтӑммипе хӑвӑрт гимнастерка ҫухине вӗҫертсе хучӗ.

На нижней ступеньке он качнулся и ухватился левой рукой за шаткое перильце, а правой — проворно расстегнул воротник гимнастерки.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Калинккерен тухсан, вӑл сулӑнса илчӗ, карттусне пусса лартрӗ, урисене тӑнк-танк сӗтӗркелесе, урампа сӗнкӗлтетсе утрӗ.

Выходя из калитки, он качнулся, нахлобучил фуражку, — волоча ноги, пошел по улице.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лейтенант сулӑнса кайнӑ, куҫлӑхӗ сӑмси ҫинчен шуса аннӑ, анчах вӑл ӑна илме пӗшкӗнмен, ҫаплах спекулянта хытӑ тытса тӑнӑ.

Лейтенант качнулся, с носа его соскользнули очки, но он не бросился их поднимать, а продолжал цепко держать спекулянта.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ара, вӑрланӑ какай пулнине ӑҫтан пӗлнӗ-ха эпӗ ун чухне? — ҫапнӑ пек, каялла сулӑнса, аран хирӗҫлерӗ Черкашина.

— Да откуда ж я тогда знала, что мясо ворованное? — отшатываясь, как от удара, слабо возразила Черкашина.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл ҫывӑхрах ҫурӑлнӑ пирки Григорий йӗнер ҫинче сулӑнса кайрӗ.

Близкий грохот разрыва заставил Григория качнуться в седле.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дарйӑна курса, ӑна палласа илнӗ хыҫҫӑн, вӑл пӗр утӑм ярса пусрӗ те сулӑнса кайрӗ.

Увидев и узнав Дарью, шагнул, качнулся.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеец сулӑнса илчӗ, сӑнӗ хӗремесленсе кайрӗ.

Красноармеец качнулся, вспыхнул.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тачанка хыҫӗнчен ун ҫинелле винтовка кӗпҫин хура куҫӗ тӳррӗн тӗллесе пӑхать, Григорий кӳлепипе ялт кӑна сулахаялла тайӑлчӗ те, йӗнер аяккалла шуса кайрӗ, хӑркӑлтатса сывлакан тӑнран тухнӑ лаши сулӑнса илчӗ.

Прямо в лицо ему смотрел из-за тачанки черный глазок винтовочного дула, Григорий с силой швырнул себя влево, так, что двинулось седло и качнулся хрипевший, обезумевший конь.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чун ыратрӗ, тӗрлӗ еннелле сулӑнса пӑхрӑм…

Душой болел, туда-сюда качался…

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вил-ӳсӗр Аникушка Григорие ҫулӑхрӗ, анчах лешӗ ун ҫине урса кайнӑ пек тирӗнсе пӑхрӗ те, вӑл, аллисене сарса пӑрахса, аяккалла сулӑнса кайрӗ.

Пьяный в дым Аникушка прилип к Григорию, но тот глянул такими глазами, что Аникушка растопырил руки и шатнулся в сторону.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий хӑйне хирӗҫ тӑракан хӗрлӗармеец патӗнчен пӑрӑнса иртрӗ, алӑк патӗнче ӳсӗр ҫын пек сулӑнса кайрӗ.

Григорий обошел стоявшего против него красноармейца, пошел и качнулся в дверях, как пьяный.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сулӑнса кайнине туйрӑм, унтан… вӗрилентерсе ячӗ…

Ощущение толчка и ожог…

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Богаевский сулӑнса кайса чӗркуҫҫи ҫине ларать те, хӑлхипе Калединӑн ӑшӑ та ҫемҫе кӑкӑрӗ ҫумне лӑпчӑнса итлеме пуҫлать.

Криво качнувшись, Богаевский упал на колени, ухом припал к теплой и мягкой груди Каледина.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӑрӑнса пӗтнӗ унран фронтовиксем, большевиксен енне сулӑнса кайнӑ, — ҫавӑнпа турра чунне панӑ та атаман.

— Откачнулись от него фронтовики, в область большевиков напущали, — вот и ушел атаман.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утсем тӑвайкки ҫинчен йӑлттаммӑн чупса анчӗҫ; ҫуна, енчен-енне сулӑнса, хӑвӑрт анаталла анса кайрӗ.

Лошади резво бежали с горы, сани шли под раскат, виляя из стороны В сторону.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл такӑна-такӑна ун патнелле утса кайрӗ, амӑшӗ, хӑйне кӑшкӑрса чӗннине илтсе, такам чышса янӑ пек сулӑнса кайнине курчӗ: ахӑртнех унран тарасшӑн пулчӗ пулас вӑл, анчах вӑйӗ ҫитмерӗ курӑнать, — ҫиле хирӗҫ утнӑ пек хевтесӗррӗн тайкаланса, аяккалла утса кайрӗ.

Спотыкаясь, он шел к ней, видел, как мать качнулась от его крика, словно от удара, — хотела, видно, бежать, но силы изменили, и она пошла толчками, будто преодолевая сопротивление ветра.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней