Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юлашкинчен, вӗсем сывӑ та чипер сӑнлӑ, пичӗсем вӗсен калама ҫук ҫемҫе — акӑ сире мӗнпур Санин.Наконец, свежесть, здоровье — и мягкость, мягкость, мягкость, — вот вам весь Санин.
XIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӗсен сивӗ пичӗсем пӗр-пӗрин ҫумне сӗртӗнеҫҫӗ.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Сирӗн патӑрта ташлама юрать-и? — ыйтрӗҫ хӗрачасем, сивӗрен тин ҫеҫ кӗнипе хӑйсен пичӗсем хӗп-хӗрлӗ, куҫӗсем нимӗн те курмаҫҫӗ.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пичӗсем хура, пит шӑммисем сарлака, ухмахрах сӑнлӑ, сӑмсисем хурчканни пек, кашниех хӗрӗхелле ҫитнӗ ҫынсем; начар тумланнӑ, тусанланса пӗтнӗ, тарланӑ; сӑнран пӑхсан — ӑстаҫӑсем — ӑстаҫӑсем мар, господасем — господасем мар, турӑ пӗлет мӗнле ҫынсем вӗсем.
XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл ӑна чӑлт шурӑ простыньпе витнӗ, таса минтер пичӗсем тӑхӑнтарнӑ, витӗнме нимӗҫсен яланхи мамӑк утиялне хунӑ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Хӑйсем хаваслӑ, пичӗсем хӗвелпе пиҫӗхнӗ, тахӑшӗ хуткупӑс янраттарать.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Сӑмах май каласан, преступнике илсе кайнӑ хыҫҫӑн, вӗсем питех те салхулланса юлчӗҫ, вӗсен пичӗсем ҫине пӑхсанах, нимӗнле шанӑҫ та ҫуккине таҫтанах пӗлме пулчӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсен лӑпкӑ та мӑнаҫлӑ пичӗсем тӑрӑх вӗсем вилме хатӗрленсе тӑни ним чул та палӑрмасть, Гленарвана итлесе вӗсем туземецсем умӗнче хӑйсене нимӗн те пулман пек тыткалама шутларӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсен сарлака ҫамкаллӑ та чакӑр куҫлӑ чӑмӑр пичӗсем ытла та ыррӑн курӑнаҫҫӗ.Их закруглённые морды с широким лбом и выразительными глазами имели добродушное выражение.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пысӑк хупах Гленарван пичӗсем ҫинче ӗмӗрне пулман салхулӑх йӗррисене кӑтартрӗ.Горе придало чертам лица Гленарвана выражение необычайной суровости.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тӗксӗм ҫутӑра ҫынсен пичӗсем курӑни-курӑнми мӗкӗлтетеҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Йӗри-таврах киревсӗр ют ҫынсен пичӗсем.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унӑн пичӗсем ҫинче шикленӳ йӗрӗсем ярӑмланса иртрӗҫ, анчах, Элен ҫине пӑхсан, вӑл ҫавӑнтах лӑпланчӗ.Мимолётное выражение страха отразилось на его личике, но, взглянув на Элен, он успокоился.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫакӑнпа пӗрлех тӑхӑннӑ кӗпипе шухӑша кайнӑ пичӗсем ҫак ача Европӑри вӗренӳсемпе паллашнине астутараҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тимӗрҫӗ текенни, сарлака хулпуҫҫиллӗ те тӗреклӗ ҫын, анчах лутра ҫамкаллӑ тата пичӗсем ҫине пӑхсан темӗскерле тискерлӗх курӑнать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл чӑтса тӑрайман енне, Айртона пӳлме тытӑнсан, Элен ӑна Мэрин телейлӗ пичӗсем ҫине кӑтартса тытса чарать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫиҫӗм ялтӑртатса кайсан пӗрре Мак-Набсӑн лӑпкӑ пичӗ, пӗрре Паганелӗн чӑлтӑркка та хаваслӑ куҫӗсем, пӗрре Гленарванӑн хастарлӑ сӑнӗ, пӗрре Робертӑн хӑранӑ пичӗ, пӗрре матроссен нушасӑр пичӗсем тӗксӗмлӗхрен ҫуталса тухаҫҫӗ те ҫавӑнтах курӑнми пулаҫҫӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсен сивлек пичӗсем кашниннех пӗр пек пулнӑ; капралӗ те хӑйне пӑхӑнса тӑракансемпе пӗр сӑнлӑ пулнӑ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ик пӑрҫа пек куҫҫуль тумламӗсем унӑн пичӗсем ҫине йӑрӑлтатса анчӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл тӳремлӗхӗн шавӗсене итлеме пикенчӗ, унта ӑна ыйӑхран вӑратнӑ темӗнле кӑшт ҫеҫ илтӗнекен сасӑ пур пек туйӑнать, Талькавӑн яланхи пек лӑпкӑ тӑракан пичӗсем ҫинче часах темӗнле хӑрушлӑха систерекен ӗмӗлке ярӑмланса иртрӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.