Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗлетӗн-и, асатте нимӗне те юрами пулчӗ.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах пур премӗксем те ҫавӑн пекех нимӗне те тӑманнине унӑн ниепле те килӗшес килмен.Но трудно было примириться с мыслью, что все остальные пряники тоже никуда не годятся.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Премӗк, тӳрех каламалла, нимӗне те тӑмасть; хытӑ, ыраш чусти тути калать, пысӑк та мар, пӗтӗмпех патка шӑрши ҫапнӑ.Пряник был просто отвратительный: тугой, житный, несладкий, с сильным запахом патоки.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл чӳрече янаххи ҫине хӑпарса ларчӗ: Халӗ ӗнтӗ нимӗне те тӑман мундир ун чӗркуҫҫийӗ ҫинче выртнӑ.
XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах Гаврик, ҫулҫӳрекен чемпион пек, нимӗне пӑхмасӑр хула тӑрӑх хавассӑн ҫӳреме пӑрахмасть.Однако Гаврик не прекращал своей таинственно увлекательной жизни странствующего чемпиона.
XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах, илемлӗ пулсан та, вӑл нимӗне те тӑмасть, — ытла та ҫӑмӑл.Несмотря на всю свою красоту, она никуда не годилась: была слишком легкая.
XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл пӗлнисем умӗнче Петя каласа панисем нимӗне те тӑман!Перед тем, что знал он, Петины приключения не стоили выеденного яйца!
XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Паллах ӗнтӗ, хуҫалӑхра парус пулмасан, старикӗн вӑйӗ кашни кун чакса пырсан, вӑлта ҫине тирме аш илме укҫа ҫук пулсан, темиҫе хут таса святой та нимӗн те тӑваймасть — вӗтӗ те нимӗне юраман пулӑ ҫеҫ лекет вара…
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку машина кивелнине, вӑл нимӗне те юраманнине пурте пӗлнӗ, анчах, ун пек пулсан та, вӑл хӑйӗн вӑйӗпе тӗлӗнтернӗ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Нимӗне те курмалла мар!
V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Николай Иваныч, ку нимӗне тӑман ӗҫех, — хыттӑн каларӗ Ромашов таҫти тепӗр пӳлӗмрен, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн япалисене ҫурӑм миххине чикетчӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑш чухне тата шурӑмпуҫ хӑпарнӑ чух ӑна эпӗ кӳршӗри койка ҫинче кураттӑм, вӑл куклетнӗ урисене хӑй айнелле туса ларатчӗ, ҫурма хупӑ тӑрӑхла куҫӗсем нимӗне уямасӑр чалӑратчӗҫ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ан тив, пулнӑ пултӑр, — терӗ вӑл нимӗне хуман пек.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл вилтӗр те мана вара телей килӗ тенӗ хамӑн айван шухӑшӑм нимӗне те пӗлтерменнине ӑнланса илтӗм эпӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Саньӑпа сиртен урӑх никам та ун пек юратма пӗлес ҫук пулас, эсир нимӗне пӑхмасӑр та хӗрӳллен, пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ӑна савса тӑма пӗлетӗр.Больше никто, кажется, и не умеет так любить, только вы и Саня. Так сильно, так упрямо, всю жизнь.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку нимӗне те пӗлтермест.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Полина Аркадьевна хыпаланать, математика часрах вырӑнлӑ тӑвасшӑн тӑрӑшать, лешӗ васкамасть, телейлӗ куҫӗсемпе, сасартӑках нимӗне те тавҫӑрса илеймесӗр, учительски тавра пӑхкалать, шкафсене сӑнать, пире, хӑйне курнӑ-курман ура ҫине сиксе тӑнӑскерсене, тинкерет.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ку нимӗне те пӗлтермест-ха.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара вӗсем, нимӗне пӑхмасӑр, тусем урлӑ ҫынсем патне хӑйсем анма шут тытнӑ, пӗтӗм тӗнчене «ахӑр самана» юнаса тӑнине пӗлтересшӗн пулнӑ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗшеленсе сӑмахлакан Дема Стрижаков — Водолей (Шывтӑкан); ҫынна тӑрӑхлама юратакан Минаев, нимӗне те ӗненсех пӗтерменскер, Скорпион ятне илме тивӗҫлӗ пулчӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950