Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Асан ытти ӗҫӗсем ҫинчен, паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен, вӑл мӗн-мӗн туни ҫинчен, вӑл лартнӑ хуласем ҫинчен Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ, ҫав кӗнекере вӑл ватлӑхӗнче ури ыратнипе асапланни ҫинчен ҫеҫ асӑнман.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӗрарӑм алӑкран кӗрсессӗн, ун ури чӑштӑртатнине илтсе, Ахия каланӑ: кӗр, Иеровоам арӑмӗ; мӗншӗн-ха тумтирне улӑштарса тӑхӑнтӑн?
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон, Хирама ҫапла калама хушса, ҫав элчӗсене каялла янӑ: 3. эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ: манӑн Давид аттем, таврари халӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнине пула, Ҫӳлхуҫа вӗсене унӑн ури айне туса парӑнтаричченех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартаймарӗ; 4. халӗ вара мана Ҫӳлхуҫа Туррӑм лӑпкӑ пурӑнӑҫ пачӗ: йӗри-тавра нихӑҫта та хирӗҫ тӑракан ҫук, урӑх чӑрмав ҫук; 5. халӗ эпӗ Давид аттеме Ҫӳлхуҫа мӗн каланине: «Эпӗ санӑн аслӑ пукану ҫине лартас ывӑлу Ман ятӑмпа Ҫурт тӑвӗ» тесе каланине, тума шухӑшлатӑп, Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт лартас тетӗп; 6. ҫавӑнпа та ман валли Ливанран кедр касса кӑларма хушсамччӗ; ман чурамсем сан чурусемпе пӗрле пулӗҫ, эпӗ сана чурусемшӗн ху мӗнле каланӑ чухлӗ тӳлесе тӑрӑп; эсӗ пӗлетӗн: пирӗн Сидон ҫыннисем пек лайӑх каскалакансем ҫук, тенӗ Соломон.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Турӑ манӑн пилӗке вӑй-хӑват ҫыхать, мана тӗрӗс ҫул кӑтартать; 34. манӑн урасене пӑлан ури пек тӑвать, мана ҫӳллӗ ҫӗре тӑратать; 35. аллӑмсене вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентет, шӑнӑрӑмсене пӑхӑр ухӑ пек карӑнтарать.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл пӗлӗте тайӑлтарчӗ те — аяла анчӗ; Унӑн ури айӗнче — сӗм тӗттӗм; 11. херувимсем ҫине ларчӗ те — вӗҫсе кайрӗ, ҫил ҫуначӗ ҫинче вӗҫсе пычӗ; 12. тӳпери пӗлӗтсен шывне ҫӑралатса, сӗмлӗхе Хӑйӗн пӗркенчӗкӗ турӗ; 13. Ун умӗнче ялтӑртатакан ҫутӑран вутлӑ кӑвар хыпса ҫунчӗ.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Геф хулинче те ҫапӑҫу пулса иртнӗ; унта ҫӳллӗ те капмар пӗр ҫын пулнӑ; алли те, ури те унӑн ултшар пӳрнеллӗ пулнӑ, пурӗ — ҫирӗм тӑватӑ пӳрне, ҫавӑ та Рефаим тӑхӑмех пулнӑ, 21. вӑл израильсене усал сӑмахсемпе хӑртнӑ; ӑна вара Ионафан — Давид пиччӗшӗн Сафайӑн ывӑлӗ — вӗлернӗ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Давида курсассӑн, Авигея васкасах ашак ҫинчен аннӑ та Давид умне ӳпне ӳксе пуҫҫапнӑ; 24. унӑн ури умне ӳксе ҫапла каланӑ: хуҫамӑм, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм; хӑвӑн хӑрхӑмна хӑвна калама ирӗк парсамччӗ, хӑрхӑмун сӑмахӗсене итлесемччӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саул вӗсене каланӑ: мана хӗрхеннӗшӗн сире Ҫӳлхуҫа пиллӗх парӗ; 22. кайӑр, тӗплӗнрех тӗрӗслесе пӑхӑр, унӑн ҫулне-йӗрне, ури ярса пуснӑ вырӑна тӗпчӗр, ӑна ҫавӑнта курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлӗр — мана вӑл питех те чее пулни ҫинчен калаҫҫӗ; 23. вӑл пытанса пурӑнакан пӗтӗм хӳтлӗх вырӑна сӑнаса тӑрӑр, ман патӑма тӗрӗс хыпарпа килӗр, вара эпӗ сирӗнпе пӗрле кайӑп; вӑл ҫакӑ ҫӗр ҫинчех пулсассӑн, эпӗ ӑна Иуда ҫӗрӗнчи пин-пин ҫын хушшинче шыраса тухӑп, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем тепӗр кунне ирхине тӑнӑ та, Дагон акӑ каллех Ҫӳлхуҫа арчи умӗнче ӳпне выртать; Дагон пуҫӗ, [икӗ ури тата] икӗ алли, касса пӑрахнӑскерсем, уйрӑммӑн-уйрӑммӑн алӑк урати ҫинче [выртнӑ], Дагонӑн кӳлепи ҫеҫ юлнӑ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла Руфь унӑн ури вӗҫӗнче ирччен ҫывӑрнӑ, ирхине вара тул ҫутӑличченех — пӗр-пӗрне уҫӑмлӑн куричченех — тӑнӑ.14. И спала она у ног его до утра и встала прежде, нежели могли они распознать друг друга.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Вооз шартах сиксе вӑраннӑ та тӑрса ларнӑ: акӑ ун ури вӗҫӗнче хӗрарӑм выртать.8. В полночь он содрогнулся, приподнялся, и вот, у ног его лежит женщина.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Руфь ӗнтӗ, хуллен пырса, унӑн ури вителӗкне сирнӗ те ури вӗҫне выртнӑ.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ Вооз пирӗн хурӑнташ пулать, эсӗ шӑпах унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳрерӗн; кӗҫӗр вӑл анкартинче урпа сӑвӑрать; 3. ҫӑвӑнса тасал, сӗрӗшпе сӗрӗн, [капӑр] тумтирне тӑхӑн, вара анкартине кай, анчах вӑл ӗҫсе-ҫисе тӑраниччен унӑн куҫӗ умне ан курӑн; 4. вӑл ҫывӑрма выртсассӑн, ӑҫта выртнӑ вырӑнне пӗл; вара ҫавӑнта пыр та ури вителӗкне сирсе ури вӗҫне вырт; мӗн тӑвассине вӑл сана хӑех калӗ, тенӗ.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара вӑл вӗсен ури тунисене, пӗҫҫисене ҫапса ватнӑ та кайран Етам чул ту хӑвӑлне кайса пытаннӑ.8. И перебил он им голени и бедра, и пошел и засел в ущелье скалы Етама.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Лешӗ ун ури умне тайӑлнӑ, ҫӗре кайса ӳкнӗ, выртнӑ ҫапла, ун ури умне тайӑлнӑ, ӳкнӗ, ӑҫта тайӑлнӑ — ҫавӑнта вилсе выртнӑ.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах Гаваон ҫыннисем, Иисус Иерихонпа Гай хулисене епле пӗтерсе тӑкни ҫинчен илтсессӗн, 4. акӑ мӗнле чеелӗх тупнӑ: ашакӗсем ҫине ҫул валли кивӗ михӗсемпе ҫӑкӑр янтӑласа хунӑ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, саплӑклӑ тир хутаҫпа эрех илнӗ; 5. ури сырри те вӗсен кивӗ, саплӑклӑ пулнӑ, ҫийӗнчи тумтирӗсем те ҫӗтӗк пулнӑ; ҫул ҫине илнӗ ҫӑкӑрӗ те пӗтӗмпех типсе-кӑвакарса кайнӑскер, [тӗпренсе] пӗтнӗскер пулнӑ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иисус тата каланӑ: сирӗн хушшӑрта чӗрӗ Турӑ тӑнине, Вӑл сирӗн патӑртан ханаансене, хетсене, евейсене, ферезейсене, гергесейсене, аморрейсене тата иевусейсене хӑваласа ярасса эсир акӑ ҫакӑнтан пӗлӗр: 11. эсир Иордан урлӑ каҫнӑ чухне пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи сирӗн умӑртан пырӗ; 12. Израиль йӑхӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — суйласа илӗр; 13. Ҫӳлхуҫанӑн, пӗтӗм ҫӗр Патшийӗн, саккун арчине ҫӗклесе пыракан священниксен ури Иордан шывне ярса пуссассӑнах, Иордан шывӗ типсе ларӗ, тури енчен юхакан шыв чарӑнса хӳме пек тӑрӗ, тенӗ.
Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Левий ҫинчен те каланӑ: туммим — Санӑн, урим та — Санӑн, вӗсем Хӑвӑн сӑваплӑ ҫынну ҫийӗнче, Эсӗ ӑна Масса теекен вырӑнта сӑнаса пӑхнӑ, Эсӗ унпа Мерива шывӗ хӗрринче тавлашса курнӑ, 9. хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен вӑл: «эпӗ вӗсем ҫине пӑхмастӑп» тет, вӑл хӑйӗн тӑванӗсене те палламасть, хӑйӗн ывӑлӗсене те пӗлмест: вӗсем, левитсем, Санӑн сӑмахусене сыхлаҫҫӗ, Санӑн халална упраҫҫӗ, 10. Санӑн саккунусене Иакова, Санӑн ӳкӗтӳсене Израиле вӗрентеҫҫӗ, Санӑн умӑнта ырӑ шӑршӑ тӗтӗреҫҫӗ, парне кӳрекен вырӑну ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳреҫҫӗ; 11. эй Ҫӳлхуҫамӑм, унӑн вӑй-халне пилле, алли тӑвас ӗҫне кӑмӑлла, ӑна хирӗҫ тӑракансене, ӑна курайманнисене ури ҫине тӑмалла мар ҫапса салат.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫапла каланӑ ҫеҫ вӑл, лешӗсен ури айӗнчи ҫӗр кисренсе пута пуҫланӑ; 32. унтан ҫӗр ҫурӑлса кайса ҫав ҫынсене, вӗсен кил-ҫуртне тата Корейӗн пӗтӗм килне-йышне мулӗ-мӗнӗпе пӗтӗмпе ҫӑтса янӑ; 33. вӗсем пӗтӗм пурлӑхӗпе пӗрле чӗрӗллех ҫӗр тӗпне анса кайнӑ, ҫиелтен вӗсене ҫӗр хупланӑ, вара вӗсем халӑх хушшинчен ҫухалнӑ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 17. Аарона кала: сан йӑхӑнтан тухнӑ ҫыннӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче пӗр-пӗр кӑлтӑк пулсассӑн, ун пек ҫыннӑн нихӑшӗн те нихӑҫан та хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар; 18. ӳт-пӗвӗ ҫинче камӑн кӑлтӑк пур, ҫавӑн пек ҫын никам та пыма тивӗҫлӗ мар: суккӑрри те, уксаххи те, чӑлаххи те, 19. ури хуҫӑлса е алли хуҫӑлса аманни те, 20. асат хуҫни те, хӑрнӑ шӑмӑлли те, куҫне шурӑ илни те, кӗсен-ҫӑпанли те, кукшалли те, сиенленнӗ ҫӑмарталли те; 21. Аарон священник йӑхӗнчен тухнӑ ҫын, унӑн ӳт-пӗвӗ ҫинче кӑлтӑк пулсассӑн, пӗри те Ҫӳлхуҫана парне кӳме пымалла мар; ун ҫинче [кӑлтӑк] пур, ҫавӑнпа унӑн хӑйӗн Туррине ҫӑкӑр кӳме пымалла мар; 22. унӑн аслӑ сӑваплӑ парнесенчен, сӑваплӑ парнесенчен хӑйӗн Туррийӗн ҫӑкӑрне ҫиме юрать, 23. анчах унӑн чаршав патне пымалла мар, парне вырӑнӗ патне те ҫывӑхармалла мар, мӗншӗн тесессӗн ун ҫинче кӑлтӑк пур: Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма унӑн хисепрен кӑлармалла мар: Эпӗ вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, тенӗ.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.