Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тепӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Тепӗр (тĕпĕ: тепӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Е вӑл ҫулла ют сада вӑрра кӗрет, эпӗ вара уншӑн ответ тытатӑп, е тимӗрҫ лаҫҫине пӑрахать те вӑлтапа ырашпӑтри тытма кайса ҫухалать, е тата ним тума та кирлӗ мар ҫавӑн пек тепӗр япала шутласа кӑларать.

То он в чужой сад летом заберется, а я за него в ответе, то бросит кузню и увеется пескарей на удочку ловить, то ишо что-нибудь придумает, окончательно ни к чему не пригодное.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗнле пултӑр тата, тепӗр пилӗк ҫул хусах пулса ҫӳресен, пӗр хӗрарӑм та килес ҫук.

— А то что ж, и ни одна не пойдет, ежели ишо лет пять походите холостыми.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тата тепӗр сехетрен вӑл мӗнле килнине курасчӗ санӑн, Давыдов!

Поглядел бы ты, Давыдов, каким он явился через час!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл кивелнипе тӗксӗмленнӗ кӗмӗл хашаклӑ куҫлӑхне ҫамки ҫине лартрӗ те тепӗр хут: — Нагульнов юлташ хӑйӗн вӗренменлӗхне кӑтартать, ҫавӑ ҫеҫ!

Он сдвинул на лоб очки в потускневшей от времени серебряной оправе, сухо повторил: — Необразованность свою показывают товарищ Нагульнов, только и всего!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл вара чарӑнса тӑчӗ, мана тепӗр хут печӗ.

А он приостановился и ишо в меня ударил.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан месерле мӗнле выртатчӗ, халӗ те ҫаплах пӗр хускалмасӑр выртать, тепӗр куҫне ҫеҫ хупнӑ, аллисене хырӑмӗ ҫине хӗреслетсе хунӑ.

Щукарь как лежал на спине, так и лежит спокойненько, только и второй глаз закрыл, и руки на животе сложил.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫаплах вара: ҫӗрле Макар уҫӑ кантӑк умӗнче ларнӑ, ҫӗнӗ вӗреннӗ ҫын, Ҫӑрттан мучи, — сӗтелӗн тепӗр пуҫӗнче.

— Проще простого: ночью Макар сидел возле открытого окна, а новый грамотей, дед Щукарь, по другую сторону стола.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунта тата тепӗр эрне ларас-тӑк, эпӗ курса тӑранмалла мар припадӑшнӑй ҫын пулса тӑраттӑм пулӗ!

Ежели мне тут посидеть бы ишо неделю, так я таким припадочным сделался бы, что со стороны любо-дорого посмотреть!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫуркуннесенче унта йӗплӗ курӑк ӳскелет-ха, анчах вӑрахах мар, ҫакӑн хыҫҫӑн вара ҫав путсӗр ҫӗр ҫине сурса хур та унта тепӗр ҫуркуннесӗр кайса та ан курӑн.

По весне под толоку она идет, и то ненадолго, а потом плюнь на эту проклятую землю и не показывайся на ней до будущей весны.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӑрт ҫине хӑпарсан, вӑл чарӑнса тӑчӗ, ҫак вӑхӑтра яланах пушӑ пулакан бригада станӗпе сӑртӑн тепӗр тайлӑмӗ тӑрӑх тавракурӑм хӗрри таранах сарӑлса выртакан сухаланӑ пусӑ ҫине пӑхса илчӗ.

Поднявшись на бугор, он остановился, посмотрел на безлюдный в эту пору дня бригадный стан, на вспаханное поле, раскинувшееся по противоположному склону почти до самого горизонта.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ун пеккине шыраса тупма та ҫук, — кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм чун-чӗререн каласа хучӗ Куприяновна, вара сасартӑк, пӗр сӑлтавсӑрах, сӗтел ҫинче пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса, тӗрӗссипе каласан, куҫарса та мар, ӑҫта килчӗ ҫавӑнта ывӑтса, савӑт-сапана шӑнкӑртаттарма тытӑнчӗ.

— Такого поискать! — помедлив, с глубочайшим чувством ответила Куприяновна и вдруг ни с того ни с сего яростно загремела посудой, бесцельно переставляя ее по столу, вернее, даже не переставляя, а расшвыривая как попало и куда попало…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр тесен тата, хӑвӑр пӗлӗр, эпӗ сирӗн ӗҫе хутшӑнас теместӗп.

Впрочем, смотрите сами, я не собираюсь вмешиваться в ваши дела.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах тепӗр минутран, чеерех куллине аран чарса, ыйту хыҫҫӑн ыйту пама пуҫларӗ:

Но через минуту, еле сдерживая хитроватую улыбку, он уже сыпал вопросами:

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр икӗ кунтан вӑл кӗнеке содержанине ыйтма тытӑнчӗ те — эпӗ ним те пӗлместӗп.

Стал он дня через два спрашивать про содержание книги, а я — ни в зуб ногой.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах кулакан Нестеренко ӑна тепӗр хут вӑйлӑн тӗксен, Давыдов урисене чарса тӑчӗ те кӑштах малалла ӳпӗнчӗ.

Но когда смеющийся Нестеренко с силой толкнул его еще раз, Давыдов широко расставил ноги и слегка наклонился вперед.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сухалама ӳкнӗ пуссӑн тепӗр енче вӑл чарӑнса тӑчӗ, кӑмӑллӑн пулин те кӳренерех калаҫма пуҫларӗ:

У противоположной стороны гона он остановился, с обидной снисходительностью заговорил:

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Килнӗ ҫын ҫӗҫҫине хӑвӑрт вылятать, чӗнмест — тепӗр темиҫе минутран ҫеҫ: — Ну, Давыдов мӗнле? Казаксене килӗшрӗ-и е ҫук-и? — тесе ыйтрӗ.

Приезжий быстро орудовал ножом, молчал — и только спустя несколько минут спросил: — Ну, как Давыдов? По душе пришелся казакам или нет?

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр минутран бензинпа лайӑх йӗпетнӗ вӗтӗ вут-шанкӑ шӑтӑртатсах ҫунма пуҫларӗ.

Через минуту мелкие дровишки, щедро обрызганные бензином, горели весело и жарко.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑратнӑ пуҫа касма ҫӑмӑлрах пулать, — терӗ те лӑпкӑн Мӑйданников урине тепӗр хут майласа тӑхӑнма тытӑнчӗ.

Поднятую голову рубить легче будет, — спокойно сказал Майданников и начал переобуваться.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чим, тепӗр ҫӗнӗ хыпар пур: ӗнер каҫпа, тӗттӗмленсен, Нагульнова пенӗ.

Да, есть и ишо новость: вчера вечером, в потемках уже, в Нагульнова стреляли.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней