Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсир тепӗр ҫынна курнӑ пулсан, вӑл сирӗн туйӑма тивӗҫлӗ пулин те, сирӗн ҫав туйӑм ун пекех вӑйлӑ пулман пулӗччӗ.Будь оно внушено человеком менее заслуживающим его, хотя все-таки достойным, оно было бы слабее.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна вӑл каярахпа ҫеҫ ӑнланса илнӗ, ун чухне унӑн кӗтмелле пулнӑ, анчах та вӑл кӗтмен, туйӑм пӗтӗмпех аталанса ҫитнӗ ҫеҫ мар, ҫав туйӑмран килнӗ тепӗр туйӑм та тухса тӑма ӗлкӗрнӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Апла пулсан, тепӗр ҫынна юратни ҫинчен калаҫмалли те ҫук кунта: ӗҫ пӗртте ҫав юратура мар.Значит, о любви к другому тут и толковать нечего: вовсе не в ней сущность дела.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир ун пек пурӑнман, мӗншӗн тесен эсир иксӗр те йӗркеллӗ ҫынсем, ҫавӑнпа ку сирӗн питӗ ҫӑмӑллӑн, ҫемҫен, питех те кӳренӳсӗр иртнӗ, — эсир тепӗр ҫынна юратса пӑрахнӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Иксӗр те — вӑл та, эсир те, — сиртен пӗри те пулин ӑнланман ҫын, сӑпай мар, усал ҫын пулнӑ пулсан — упӑшкипе арӑмӗ хушшинче яланхи пекех харкашу пулмалла ӗнтӗ, — иксӗр те усал пулнӑ пулсан, эсир пӗр-пӗрне кӑшланӑ пулӑттӑр, е сиртен пӗри тепӗрне кӑшласа янӑ пулӗччӗ, — кирек мӗнле пулсан та, ҫемье каторги пулнӑ пулӗччӗ, — мӑшӑрланнӑ ҫынсен пурнӑҫӗнче ытларах ҫавна куратпӑр та ӗнтӗ эпир; вӑл, паллах, тепӗр ҫынна юратса пӑрахма кансӗрлес ҫукчӗ, анчах та чи йывӑрри ҫав каторгӑра, пӗр-пӗрне кӑшланинче пулать ӗнтӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сирӗн ҫав туйӑм пурпӗрех пулмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен эсир те, Дмитрий Сергеич та ҫавӑн пек ҫынсем: ун пек мар-тӑк, вӑл пурпӗрех урӑхла палӑрнӑ пулӗччӗ; кунта тӗп туйӑм эсир тепӗр ҫынна юратса пӑрахни мар вӗт, ку вӑл кайран пулнӑ; тӗп туйӑм — сире хӑвӑрӑн унчченхи пурнӑҫ килӗшми пулни.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та айӑпа йышӑннӑшӑн сире акӑ мӗн парнелетӗп: сирӗн тепӗр айӑпӑра тӳрлетме пулӑшам, ӑна халӗ тӳрлетме пулать-ха.Но за покаяние награда: помощь в исправлении другой вины, которую еще можно исправить.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна асра тытса, эпӗ запискӑра мӗн ҫырнине тепӗр хут ҫине ҫырса илтӗм, курас килсен, эсир ӑна яланах манран илсе курма пултаратӑр.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мерцалова тепӗр сехете яхӑн ларчӗ, унтан вара ачине кӑкӑр пама вӑхӑт ҫитнӗ пирки вӑл та тухса кайрӗ, ыран чугун ҫул ҫине ӑсатма пыратӑп, терӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахель 200 тенкӗ пачӗ, ун урӑх укҫа пулман, ыттине вӑл Мерцалова урлӑ тепӗр виҫӗ кунтан ярса паратӑп терӗ те япаласене пуҫтарса тухса кайрӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑна эпӗ сана тепӗр икӗ страница уҫсан, Рахметов Вера Павловнӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫавӑнтах каласа парӑп; эпӗ сана кун пирки Рахметов тухса кайсанах, сыпӑк вӗҫӗнче каласа парӑп.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куратӑн-и ӗнтӗ, пурне те витӗр курса вулаканӑм, Рахметов йышши ҫынсем кулӑшла ҫынсем тесе эпӗ кӑна сан валли мар, халӑхӑн тепӗр пайӗ валли калатӑп.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр икӗ уйӑхран — ку ӗҫ май уйӑхӗн вӗҫӗнче пулнӑ — Рахметов пӗр эрне хушши е ытларах та ҫухалса пурӑннӑ, анчах ӑна ун чухне никам та асӑрхаман, мӗншӗн тесен темиҫе кунлӑха вӑл час-часах ҫухалкаланӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр кун ирхине Рахметов хозяйки, сехри хӑпса тухнӑскер, Кирсанов патне чупса пырать:На другое утро хозяйка Рахметова в страшном испуге прибежала к Кирсанову:
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вара эпир ун стипендиатсем пуррине, ҫавӑн пекех эпӗ халь каласа панинчен ытларах пӗлтӗмӗр, ун ҫинчен пайтах тӗлӗнмелле историсем пӗлтӗмӗр, вара эпир Рахметова лайӑхрах ӑнланма мар, пушшех те ӑнланми пултӑмӑр, вӑл пирӗншӗн питех те тӗлӗнмелле ҫын пулса тӑчӗ; эпир ун ҫинчен пӗр майлӑ шутланӑччӗ, вӑл пур, веҫех тепӗр майлӑ пулса тухать, эпир ӑна питех те типӗ ҫын, туйӑмсӑр-мӗнсӗр ҫын, ун чӗри харпӑр хӑйӗн пурнӑҫӗпе нимӗн чухлӗ те тапмасть тенӗччӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир ӑна Кирсанов кабинетӗнче Апокалипсиса Ньютон ӑнлантарса ҫырнине вуласа ларнине куртӑмӑр, ҫавӑн хыҫҫӑн тата икӗ ҫултан вӑл Петербургран тухса кайнӑ, Кирсановпа хӑйӗн ик-виҫӗ чи ҫывӑх тусне: манӑн кунта урӑх нимӗн тумалли те ҫук, эпӗ тума пултарнине пурне те турӑм, тепӗр виҫӗ ҫул иртсен тин ытларах тума май килӗ, халӗ эпӗ виҫӗ ҫуллӑха ирӗклӗ ӗнтӗ, эпӗ ҫак виҫӗ ҫул хушшинче малашнехи ӗҫе тума хатӗрленесшӗн, тенӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр тесен, эсир ман сӑмахсене ахалех, ним усӑсӑр итлени паллӑ пулсанах эпӗ калаҫма чарӑнатӑп; ман йӗрки ҫапла: кирлӗ чухне эпӗ яланах, хамӑн шухӑшсене каласа парса, шухӑшласа пӑхма сӗнетӗп, анчах та нихҫан та вӑйпа хистеместӗп, хӑвӑн ирӗкӳ, мӗнле кирлӗ ҫапла шухӑшла».
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр ҫын пулсан, мӗн тумаллаччӗ ӑна ҫав сӑмахсемшӗн?Что надобно было бы сделать с другим человеком за такие слова?
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Э, вунӑ сехет ҫитнӗ иккен, — терӗ вӑл кӑшт вӑхӑт иртсен, — 10 сехетре ман тепӗр ҫӗрте ӗҫ пур.