Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кирек сăмах пирĕн базăра пур.
Кирек (тĕпĕ: кирек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑрасса вара кирек хӑш вӑхӑтра та: ҫӗрле те, кӑнтӑрла та ҫывӑрма пултарать.

Спать он мог в любое время дня и ночи.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Паллах, эпӗ кирек хӑш самантра та ывӑнтӑм тесе калама пултаратӑп, вара ҫул хӗрринчи канав урлӑ каҫӑттӑмӑр та уҫланкӑра тӑсӑлса та выртӑттӑмӑр.

Конечно, я в любой момент могу сказать, что устал, и мы, перевалив через придорожный ров, растянемся на лужайке…

Пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Хӑй патне тавар илме ҫӳрекен хӗрарӑмсене вӑл, сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех, куҫкӗретех, темӗн те пӗр каласа кӳрентернӗ, вӗсем пирки хӑй мӗн шухӑшланине пытарса-туса тӑман, тӳрех персе янӑ, вӑтанса тӑман вӑл, кирек мӗнле сӑмаха та персе янӑ.

Ни с того, ни с сего он сообщал покупательницам все, что о них думал, и, смею вас уверить, не стеснялся в выражениях.

VII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Мухтавлӑ суд чапӗ, кирек хӑш енчен палӑрсан та, тӗлӗнтерме пултарайман ӑна.

Он не мог удивиться новому проявлению величия правосудия.

V // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Хӗҫ кирек хӑҫан та хисепре, вӑл нихӑҫан та йӑнӑшмасть.

Саблю нельзя презирать, и она всегда права.

IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Ватӑ салтаксем вӗсем, кирек хӑҫан та салтаках вӗсем.

Это старые солдаты, и они всегда остаются солдатами.

III // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Уншӑн пулсан, кирек мӗнле кӳрентерӳ те пӗр калӑпа ларнӑ, мӗн авалран пыракан йӑла ҫирӗплетсе хӑварнӑ «Ӗнесене вилӗм» текен сӑмахсен калӑпӗ пулнӑ вӑл, ҫавӑнпа вӑл, хальхинче те, преступник сӑмахӗсене шӑпах ҫавӑн пекрех илтсе ӑнланса илнӗ.

И так как для него всякие оскорбительные слова обязательно укладывались в неизменную, освященную традицией, ритуальную и, можно сказать, литургическую формулу проклятия «Смерть коровам!», то именно это проклятие и послышалось ему в словах преступника.

II // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Тӗрӗссипе илсен, ҫак аслӑ ватӑ ҫын каярахран мӗн-мӗн ҫырнине йӑлтах ҫавӑн пек ят пама май пур, — мӗншӗн тесен Франс кирек хӑҫан та шухӑшсен художникӗ пулнӑ.

Впрочем, все, что писал этот великий старец позже, можно назвать точно так же, — потому что Франс всегда был художником мысли.

Анатоль Франс // А. Роскин. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с. — 3–6 с.

Ун пек начальникпа кирек мӗнле ӗҫе те вӗҫне ҫитиех тума каятӑп.

С таким начальником пойду до конца в любом деле.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хамӑрӑн ӗҫе пур енчен те тӗрӗслеме, анализ тума, пӗтӗмлетсе пӑхма май килсе тухрӗ: пирӗнтен кашниех тата эпир пурӗ пӗрле кӗрешӳре тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса тӑратпӑр-ши, пирӗн ӗҫ ҫарӗ хӑйне евӗрлӗ окружение лекмен-ши, ҫав окруженинчен пирӗн, кирек мӗнле пулсан та, ҫӗнтерсе тухмалла вӗт?

Представляется случай проверить себя со всех сторон, сделать анализ, обобщение: достойное ли место занимает в бою каждый из нас и все мы вместе, не попала ли наша трудовая армия в своего рода окружение, из которого надо выходить во что бы то ни стало?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кирек мӗнле пулсан та, паянхи кун сана йывӑртарах пулчӗ.

— Как-никак, а тебе потруднее, чем нам, достался сегодняшний день.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Яланах ҫапла, кирек хӑш стройкӑра та.

И всюду так-то, на любой стройке.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пӗрре хӑй тӗллӗнех унӑн пуҫне темле ҫирӗп шухӑш пырса кӗнӗ: Алексее юратнине сирсе яма май пулмасан, вӑл, Женя, кирек мӗнле пулсан та унран пӑрӑнмалла мар, пур майпа та Алексее хӑйне юратакан тумалла.

Как-то само собой в ней возникло убеждение: раз любовь к Алексею так неотвратима, она, Женя, ни в коем случае не должна отступаться от него, должна добиваться, чтобы и он полюбил ее.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсене ӗҫе ярсан, манпа кирек мӗн тӑвӑр.

Вот пустим их, тогда хоть под расстрел пойду.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кирек мӗн пулсан та чӗрӳпе ан ватӑл, вӗтелсе ан кай.

Не стареть душой, не измельчать, что бы ни случилось.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ҫитӗ ӗнтӗ! — килӗшмерӗ Карпов, — кирек мӗн ту, анчах санран пӑрӑнмастӑп.

— Нет уж, — не согласился Карпов, — что хочешь делай, но я от тебя не уйду.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Алексей хӑйне ачаш тытакан тата кирек мӗнле йӑпанакан ҫын вырӑнне хурса шутламан, анчах вӑл халӗ ун умне пырса чӗркуҫленсе ларчӗ, унӑн аллине юратса чуптӑва пуҫларӗ…

Он считал себя неспособным на сентиментальные порывы и всякие там красивые жесты, но сейчас подошел к ней, безотчетно опустился на колени и с нежностью стал целовать ее руки…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Инҫетри Хӗвелтухӑҫне е ҫурҫӗр енне, Печора патне, сана кирек ӑҫта ярсан та маншӑн пурпӗрех.

— Пошлют ли тебя на Дальний Восток или на Печору, все равно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Цифрӑсем тӑрӑх участоксенчи улшӑнусене туйса илет вӑл, кирек мӗнле ыйту пирки те чӑкӑлташать; ӑна нормӑран ытлашши ирттерсе тунӑ ӗҫ те, нормӑна туса ҫитерейменни те шиклентерет.

По цифрам он угадывал изменения на участках и привязывался по любому поводу, его настораживало как повышение, так и понижение выработки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл час-часах, кунне темиҫе хут та калаҫать, яланах мӗн те пулин тӗпчесе пӗлет, кирек хӑҫан та мӗнпе те пулин кӑмӑлсӑрланать.

Он говорил часто, по нескольку раз в день, всегда что-нибудь выяснял и постоянно чем-нибудь был недоволен.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней