Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лозневойпа Костя пӳрте кӗрсен вӑл, аттисене чӗриклеттерсе, горница тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ, — сӑнӗ-пичӗ тӗксӗм ун, сухалӗ арпашса пӗтнӗ.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лозневой малти пӳрте кӗчӗ, тепӗр минутран, шинельне хывса пӑрахсан, чӗн пиҫиххине илсе, вӑл каллех алӑк сули патнелле пычӗ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Пӳрте кӗрес темерӗм эп… — калама тытӑнчӗ Хмелько.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑй тӳсме пултарас ҫуккине, кӗҫех пӗтӗм пӳрте янӑратса ҫухӑрса ярасса туйса, Марийка хуллен кӑна кровать ҫинчен тӑчӗ те, хӑнасене е килтисене вӑратас марччӗ тесе, чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа пӳртумне тухрӗ.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫывӑрма вӗсем малта пӳрте выртрӗҫ.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тӑр ухмах! — пӗтӗм пӳрте янӑратма тытӑннӑ Ерофей Кузьмич.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ерофей Кузьмич ӑна пӳрте чӗнсе кӗртне, хӑй пит шухӑшлӑ пулнине палӑртса сӑмах тапратнӑ:
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сасартӑк чаршав уҫӑлчӗ те пӳрте вутӑ йӑтса кӗчӗҫ.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
— Ну, юрӗ-ҫке, юрӗ, ан макӑр, — лӑплантарасшӑн пулчӗ вӑл ачине, арӑмӗн сӑмахӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, ачине йӑтса пӳрте кӗрсе кайрӗ.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Вӑл мана тӳрех палларӗ, пӳрте кӗме чӗнчӗ.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Вӗсемшӗн тек хӑрушлӑх ан пултӑр тесе, Сань тайтай ҫурасене шӑтӑкран илсе йывӑҫ ещӗке ячӗ те хӑй патне пӳрте илсе кӗрсе лартрӗ.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Сань тайтай пирӗн хыҫалти картишӗнчи пысӑкках мар пӳрте пурӑнма куҫнӑччӗ.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Телее, пӳрте анне кӗчӗ те пирӗн калаҫӑва хутшӑнчӗ.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Евдокия Тимофеевна, алӑк еннелле ҫаврӑнса, пукан ҫинче ҫаплах тем ҫине шанса, анчах халех алӑк уҫӑлӗ те, пӳрте амӑшӗшӗн тӗнчере ҫук, пулма та пултарайми хӑрушӑ та йывӑр хыпар кӗрсе ан тӑтӑрах тесе хӑраса ларать.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Амӑшне чӳрече витӗр Гриценкосен пӳртӗнче курнӑ чух, вӑл халӗ ҫеҫ Керчьран, Свердлов урамӗнчи 25-мӗш номерлӗ пӳрте «шӳрпе» леҫнӗ хыҫҫӑн таврӑннине мӗнле пӗлме пултарнӑ-ха Володя!..
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӳрте сирпӗнтерчӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӗрарӑм хӑвӑрт картишне йӗри-тавра пӑхса илчӗ те, ачасене пӑлтӑра туртса кӗртрӗ, алӑка хупса, тимӗр татӑкӗпе питӗрчӗ, унтан разведчиксене хӑварса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ачасем килхушшинче кӑмканти сивӗ шывпа ҫӑвӑнчӗҫ те, ҫывӑрас килни иртсе кайрӗ; унтан пӳрте кӗрсе сӗтел хушшине ларчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ну, пӳрте кӗрер, апатланар, часах машина хулана каять.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ну, кӗр пӳрте, унта калаҫӑпӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.