Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Чӗри (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачан чӗри ҫурӑлас пек ыратса кайрӗ.

Невыносимая боль охватила сердце мальчика.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр аллипе вӑл юбкине тытнӑ, тепӗр аллине чӗри ҫине хунӑ.

Одной рукой она подбирала юбки, а другую прижимала к сердцу.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петя чӗри патне юн пырса капланчӗ.

Кровь прилила к Петиному сердцу и тотчас отхлынула.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Гаврик сумкине курсанах палларӗ, унӑн чӗри темӗн пекех хытӑ ыратса кайрӗ.

Гаврику кошелка сразу же бросилась в глаза и заставила сердце мальчика сжаться от ни с чем ни сравнимой боли.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑранипе Гаврикӑн чӗри хӑвӑрт тапать.

Он страха у Гаврика быстро билось сердце.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ун ҫине питӗ пӑшӑрханса пӑхрӗ, ҫавна курсан Петян та чӗри хускалчӗ.

Она посмотрела на него с такой тревогой, что Пете почему-то стало не по себе.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ачан хавасланнӑ чӗри хытӑрах тапма тытӑннӑ.

Сердце мальчика забилось от радости.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр-пӗр телейсӗр кунхине ун патне упӑшки «вилнине пӗлтерекен хут» килӗ те — «тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса вилнӗ» текен хыпара — ун пек хыпарсем ҫӗршер, пиншер хӗрарӑмсем патне пыраҫҫӗ, — малтан вӑл ӑнкарса та илеймӗ, чунӗ килӗшес ҫук, унтан вара, читлӗхри пек, чӗри тапа пуҫлӗ — ниҫта кайса хӑтӑлма ҫук, пытанма та ҫук.

а просто в несчастный день придёт к ней «похоронная» — «погиб в боях за Родину», — как приходит она к сотням и тысячам русских женщин, и сперва не поймёт, откажется душа, а потом забьётся, как птица в неволе, — никуда не уйти, не спрятаться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Мускав — ҫӗршывӑн чӗри» ятлӑ пионерсен конкурсӗ валли «Пирӗн урамӑн историне» ҫырас.

Напишу «Историю нашей улицы» для конкурса пионеров «Москва — сердце Родины».

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗлесчӗ эсир, унти этем чӗри епле Мускавшӑн хыпса ҫуннине!

Эх, если бы вы знали только, как там человек за Москву сердцем горит!

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл аптраса ӳкрӗ вӗт, чӗри ытла начар унӑн, врачсем ҫур ҫула яхӑн выртма хушрӗҫ.

Она очень больна — у неё стало такое сердце, что врачи вот ещё недавно, велели ей лежать чуть не полгода.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ман алла илсе чӗри тӗлне хучӗ.

Он взял мою руку и приложил к сердцу.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Этем чӗри тӗлӗнмелле япала вӑл, хӗрарӑмӑн уйрӑмӑнах тата». Лермонтов».

«Странная вещь сердце человеческое вообще, а женское в особенности». Лермонтов».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫук, ан калӑрах мана, — терӗ Анна Степановна чӗри патӗнчен тухакан туйӑмпа, — эпӗ ӑна хам куҫӑмпа курнӑ.

Нет, вы мне не говорите, — с силой сказала Анна Степановна, — я это видела своими глазами!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Марья Ивановна кунта пирӗн шӑпана татса парассине сиснӗ; унӑн чӗри питӗ тапнӑ е чарӑнса ларнӑ пекех пулнӑ.

Марья Ивановна предчувствовала решение нашей судьбы; сердце ее сильно билось и замирало.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Николай Антоныч, жилечӗн ҫӳлти тӳмине вӗҫертсе, аллине чӗри тӗлне тытрӗ.

Николай Антоныч расстегнул верхнюю пуговицу жилета и положил руку на сердце.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн чӗри япӑх вӗт…

Правда, у нее очень сердце плохое…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳп-тӳрӗ, чӗри ҫумне манӑн пуҫа тытса, Ирина Михайловна тӑрать, вӑл куҫӗсене хупнӑ, пичӗ тӑрӑх ерипен куҫҫуль шӑпӑртатать.

Прямая, молча прижав к своему сердцу мою голову, плотно прикрыв веки, из-под которых медленно ползут слезы, стоит Ирина Михайловна.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах Вӑта Тӑван часах хӑйне алла илнӗ: тепӗр минутӑранах унӑн чӗри, яланхи шая ларас тесе, икӗ пусӑм каярах сикнӗ.

Но Средний Брат взял себя в руки, и уже в следующую минуту сердце его отвесило на два удара меньше обычного, чтобы восстановить равновесие.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑта Тӑванӑн лӑпкӑ чӗри те, ӗмӗр пӗр пек тапакан чӗре, ҫак хурлӑха курсан, тӳссе тӑрайман: икӗ пусӑм ытлашши тунӑ.

Даже сердце Среднего Брата, всегда бившееся ровно и мерно, сделало два лишних удара.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней