Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
тӑлӑх (тĕпĕ: тӑлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрт тулли выҫӑпа аптӑранӑ тӑлӑх ачасем…

Дом полон голодных сирот…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эпӗ тӑлӑх ачасен ҫуртӗнче ӳснӗ.

— Я рос в приюте.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эсӗ халӗ тӑлӑх хӗрарӑм пулса тӑтӑн-и ӗнтӗ?

Ты уже вдовой стал?

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗлтӗр вӗсемпе 64 тӑлӑх ача тата нумай ачаллӑ 57 ҫемье усӑ курнӑ.

Ими в прошлом году воспользовались 64 ребенка-сироты и 57 многодетных семей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

2023 ҫулхи тӗллев - 315 тӑлӑх ача, пилӗк тата унтан та ытларах ачаллӑ 65-рен кая мар ҫемье.

Цель на 2023 год – 315 детей-сирот, не менее 65 семей с 5 и более детьми.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Районта ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ 24 тӑлӑх хальхи вӑхӑтра ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑрать.

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

«2021 ҫулта 4,5 пин ҫын е 1400 ҫемье хӑйӗн пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатрӗ, вӗсен чӗрӗк пайӗ пӗлтӗр йышӑннӑ ҫӗнӗ пулӑшу майӗсемпе усӑ курчӗ. Ку вӑл ипотека тӑрӑх тӳлемелли малтанхи тӳлеве татма пӗр хутчен уйӑракан укҫа-тенкӗ тата тӑлӑх ачасене, ҫул ҫитмен 8 е ытларах ачаллӑ ҫемьесене паракан пурӑнмалли ҫурт-йӗр сертификачӗ».

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Малалла Чӑваш Енри Мухтавлӑ ентешсен, Раҫҫейри Культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн кӑҫалхи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче ҫемьесене, тӑлӑх ачасене пулӑшас, шкулсемпе ача сачӗсем тӑвас, ҫамрӑксене патшалӑх тӗлӗшӗнчен хавхалантарса пурнӑҫламалли тӗллевсемпе паллаштарчӗ, медицинӑпа социаллӑ сферӑра 2023 ҫулта халӑх пурнӑҫне хӑтлӑлатас, сывлӑхне ҫирӗплетес, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас тӗллевпе тата ыттипе те ӗҫлемеллине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Социаллӑ программӑпа 2022 ҫулта нумай ачаллӑ пӗр ҫемье тата 6 тӑлӑх хваттерлӗ пулнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

«Йывӑр ҫул» трагеди, «Эрех» комеди, «Тӑлӑх ача» пьеса ҫырма палӑртса хунӑччӗ — пӗрне те ҫырман…

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑвах шутла-ха: хӑр тӑлӑх кӗтӳҫӗ ачи генерала, статски советник чинне ҫитме пултарнӑ вӗт!

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Килти ӗҫсене пуҫтаркалама тесе, Поля малтан хӑйсен ялӗнчен пӗр тӑлӑх хӗрачана илсе килнӗччӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ачасене шел, тӑлӑх вӗт.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макарпа Натюш пӗр тӑлӑх карчӑк патне хваттере куҫрӗҫ.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Пӗр тӑлӑх карчӑк патӗнче пурӑнатӑп.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Октябрь уявӗ умӗн Марья Ивановнӑн тӑлӑх килне тепӗр пысӑк савӑнӑҫ килчӗ: чылай хушӑ хыпарсӑр ҫухалнӑ хыҫҫӑн Лисук ҫыру ячӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таня, унӑн пулӑшӑвӗсенчен пӑрӑнма тӑрӑшатчӗ пулин те, унпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн хӑйне хаваслӑрах, ытла тӑлӑх мар пек туятчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл — чухӑн ҫи-пуҫлӑ тӑлӑх хӗр, сивӗ ҫил ҫинче кушӑрханӑ питлӗ, йывӑр ӗҫпе хытнӑ алӑллӑ ҫамрӑк рабочи, аякри ют хулана эвакуаципе килнӗскер…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӑлӑх хӗрарӑмсем, карчӑксем, упӑшкисене вӑрҫӑран кӗтсе илейменскерсем, ҫынна тара тытса ӗҫлеттерчӗҫ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Учительсем Аня пӗлменнине час-часах каҫаркалатчӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл тӑлӑх ҫеҫ мар, икӗ шӑллӗне пӑхса усратчӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней