Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Суха тимӗрӗ илесшӗнччӗ Прохортан, вуникӗ тенкӗ хутӑм — парасшӑн мар.— Запашник надысь торговал у Прохора, давал ему двенадцать целковых — угинается.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
ҫуркунне суха ҫинче вӑкӑрсене мӗнпе тӑрантарма шутлатӑн?..
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Качча париччен пӗр ҫул маларах, кӗркунне, вӑл ҫеҫенхирте, хутортан ҫич-сакӑр ҫухрӑм аякра, суха сухаланӑ.За год до выдачи осенью пахала она в степи, верст за восемь от хутора.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чышки те ӗнтӗ, ытлашши чышкӑ темеллех те мар, ҫиме юрӑхсӑр пӗчӗк кавӑн чӑмӑркки пек ҫеҫ; пӗрре хирте вӑл тенепле вӑкӑр ҫине тарӑхнӑ пулнӑ, аллинче пушӑ пулман та, пӗррех панӑ вӑл вӑкӑра чышкипеле — вӑкӑр ҫавӑнтах суха касси ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, ик хӑлхинчен юн тапса тухнӑ, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса илнӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах та вӑл, чекменне йӳле ярса, васкамасӑр, суха касси тӑрӑх утнӑ пек, утнӑ, хӑйӗн хура аллаппийӗпе арӑмӗн черчен алсыппине чӑмӑртанӑ, сар ҫӳҫлӗ пуҫне никама пӑхӑнман пек каҫӑртса пынӑ — питҫӑмартисем айӗнчи юн тымарӗсем кӑна унӑн темӗн чӑмланӑ чухнехи пек тӑртанса, мӗкӗлтетсе тӑнӑ, тата чулланса ларнӑ евӗр курӑнакан куҫхаршисем хушшинчи нихҫан хускалми ӳт ҫине тар тумламӗсем пӑчӑртатса тухнӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Туртса тӑсӑлакан пыршӑна хӳри вӗҫӗнче сӳтсе пырса тата вӑрӑммӑн сывланӑ пек йынӑшса илсе, трактор пилӗк каслӑ плуга тата ун хыҫне кӑкарнӑ тимӗр сӳресене ҫӑмӑллӑн туртса кайсан та, шкул ачисем, машина ҫине тимлӗн те ачашшӑн пӑхса, халь анчах пулса юлнӑ суха касси патӗнче нумайччен тӑчӗҫ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ҫук, суха ҫинчен шутламан эпӗ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак вӑхӑтра электротракторсем хӑйсен вӑйне пилӗк каслӑ плугсем туртса ҫеҫ мар, дисклӑ сеялкӑсене кӑкарса та тӗрӗслесе пӑхрӗҫ; Усть-Невинскипе Родниковскинчи механизаторсем хӑйсен теориллӗ пӗлӗвӗсене, хӑйсем калашле, «суха кассинче» тӗрӗслеме ӗлкӗрчӗҫ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Плугарьсем, лайӑх ларкӑчсем ҫине кӗрсе ларса, рулевойсем пӑхнине сисрӗҫ те плугсен тимӗрисене антарчӗҫ, вара «Свердловский завод ЭТ-5» ятлӑ ҫӗнӗ колхоз сухаҫисем юпасенчен икӗ еннелле те пӗр шавсӑр шуса кайрӗҫ, вӗсен хыҫҫӑн анлӑ уй-хирте пирвайхи суха кассин анлӑ йӗрӗ хуралса юлчӗ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Авӑ, куратӑр-и, урам варринче хура суха касси выртать: ку пирӗн йывӑҫсем лартнӑ бульвар пулать — ҫулла йывӑҫсем урамӑн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиччен сулхӑн парса тӑрӗҫ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Муклашкаллӑрах ҫӗнӗ суха кассипе, вӑйлӑ аллисемпе плуг тимрине ярса тытнӑ ҫӳллӗ, вӑрӑм уссиллӗ арҫын тайкаланса утса пырать; пӗтӗм кӑкӑрӗпе плуг ҫинелле ӳпӗнсе, вӑл, вӑкӑрсене чарса тӑратма хатӗрленнӗ пек, усси айӗнче кула-кула илет, хӑйӗн пысӑк куҫӗсене вылятса, пӗрре Кондратьев ҫине, тепре Глаша ҫине пӑхать.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах ҫак суха кассисем тӑрӑх мӗншӗн-ха хӗрлӗрех тӗслӗ регсемпе темле йывӑҫсем лартса тухнӑ йӗр тӑсӑлса выртать-ха?
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ку туса ҫитермен кӗрхи ҫӗртме суха кассийӗ пулма пултарать; трактористсем пӗр ултӑ хутшар сухаласа ҫавӑрӑннӑ та урӑх ҫӗре куҫнӑ пулмалла.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мирлӗ вӑхӑт пулнӑ пулсан ӗнтӗ, ҫак хир тин ҫеҫ сухаланине, талкӑшӗпех хуран курӑнса выртмалла, анчах халь кунта пӗр суха касси те курӑнмасть; хӑш-пӗр ҫӗрте тата хуҫисем пӑрахса хӑварнӑ лапчӑк сӗлӗ ҫӗмелӗсемпе хуратул ҫӗмелӗсем те курӑнкалаҫҫӗ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Председательпе партячейка секретарӗ хыҫҫӑн эпӗ хуторти чи кирлӗ ҫын, мӗншӗн тесен мансӑр ни суха ӗҫӗ, ни утӑ ҫуласси пулмасть.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Суха — вырсарни кунсенчи вӑйӑ-кулӑ мар, ҫавӑнпа та мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек ӗҫле», — халӗ ӗнтӗ ҫилленме пуҫласа шухӑшларӗ Давыдов.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ватӑлса ҫитичченех кӑмака умӗнче типсе хӑрма-и тата хирте вӑкӑрсем патӗнче те суха ҫинче ҫӳресе хӑшкӑлма-и?Чтобы до старости сохнуть у печки и пропадать в степи возле быков и пахоты?
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун шухӑшӗпе, ҫӗнӗ пӗвесене ҫакӑн пек вырӑнсене тумалла: хирте суха тӑвакан бригадӑсен выльӑхӗсене шӑварма ҫур километртан ытла кайса ҫӳремелле ан пултӑр.
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кондрат йӑл кулса ячӗ те, тайкаланса пысӑк утӑмсемпе суха касси тӑрӑх утса кайрӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тракторшӑн пулсан, суха касси мӗн чухлӗ вӑрӑмрах, ҫавӑн чухлӗ ӑна кал-калрах, вӑкӑрсемпе вара урӑхларах, вӗсемпе эпӗ утмӑл чалӑш тӑршшӗ сухаласа тухатӑп, унтан, манӑн плуг, лаптӑк урлӑшӗпе иртнӗ чухне, пушӑллах сӗтӗрӗнсе пырать.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959