Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Ӳт шухӑшӗ вилӗм кӳрет, Сывлӑш шухӑшӗ чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх парать, 7. мӗншӗн тесессӗн ӳт шухӑшӗ-ӗмӗчӗ — Турра хирӗҫ: вӑл Турӑ саккунне пӑхӑнмасть, пӑхӑнма та пултараймасть.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла ӗнтӗ ӑсӑмпа эпӗ Турӑ саккунне пӑхӑнса тӑратӑп, эпех ӳтӗмпе ҫылӑх саккунне пӑхӑнса тӑратӑп.Итак тот же самый я умом моим служу закону Божию, а плотию закону греха.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Павел хӑйне хӳтӗлесе ҫапла каланӑ: эпӗ иудей саккунне хирӗҫ те, Турӑ Ҫуртне хирӗҫ те, кесаре хирӗҫ те нимӗнле усал ӗҫ те туман, тенӗ.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӗнтӗ вӗсем урлӑ ҫакӑн пек ҫыру парса янӑ: «Апостолсемпе пресвитерсем — сирӗн тӑванӑрсем — суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохири, Сирири, Киликири тӑванӑмӑрсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 24. Эпир пирӗн патӑмӑртан пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире хӑйсен сӑмахӗпе хӑратса пӗтерни ҫинчен илтрӗмӗр, вӗсем, «ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса тӑмалла» тесе, сирӗн чунӑрсене иккӗлентерсе хӑварнӑ иккен, эпир вӗсене апла калама хушманччӗ; 25. ҫавӑнпа эпир пухӑнтӑмӑр та, пурте пӗр шухӑшлӑ пулса, ҫынсем суйласа илсе, вӗсене хамӑрӑн юратнӑ Варнавӑпа, Павелпа пӗрле сирӗн пата яма шутларӑмӑр; 26. Варнавӑпа Павел — хӑйсен чунне Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн панӑ ҫынсем.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем патне ҫыру ҫырса ярас: вӗсем йӗрӗхсене парне кӳнипе ирсӗрленнӗ апатран, аскӑнлӑхран, пӑвса вӗлернинчен, юн ҫиесрен сыхланччӑр, тата хӑйсемшӗн тутарасшӑн маррине ҫынна та ан туччӑр: 21. Моисей саккунне вӗрентекенсем мӗн авалтанпах кашни хуларах пур, ӑна синагогӑсенче шӑматкунсерен вулаҫҫӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне фарисейсен ушкӑнӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем, ӗнтӗ ӗненекенсем, хирӗҫ тӑрса каланӑ: суя тӗнлисен ӳтне касас пулать, вӗсене Моисей саккунне тытса тӑма хушмалла, тенӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ, Вӑл хушнӑ пек, кайрӑм та пӗтӗм халӑха пуҫтартӑм, вара ҫапла каларӑм: 28. Израиль, итле ҫак сӑмаха: 29. пирӗн аттемӗрсем Египетра ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ, вӗсене унтан ҫӑлса кӑларнӑ, 30. вӗсем ӗнтӗ пурӑнӑҫ саккунне йышӑннӑ, анчах ӑна астуса тӑрайман, вӗсем хыҫҫӑн ӑна эсир те пӑсса пурӑннӑ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Мӗншӗн тесессӗн вӗсем, ирӗклӗх илсен, Ҫӳлти Турра уямарӗҫ, Унӑн саккунне тиркерӗҫ, Унӑн ҫулӗсене пӑрахрӗҫ, 57. тата вӗсем Унӑн тӳрӗ ҫыннисене нимӗн вырӑнне те хумарӗҫ; 58. хӑйсен ӑшӗнче, хӑйсем вилӗмлӗ иккенне пӗле тӑркач, Турӑ ҫук, терӗҫ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Эпӗ хуравласа каларӑм: пӗлетӗп, хуҫамӑм: Ҫӳлти Турӑ — хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа та Вӑл халлӗхе тӗнчене килейменнисене каҫарать, 63. Хӑйӗн саккунне пӑхӑнса ҫылӑхран ӳкӗнекенсене хӗрхенет.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
89. Пурӑннӑ чухне вӗсем темӗн тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳссе Ҫӳлти Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ, вӗсене, Саккун Параканӗн саккунне тӗрӗс-тӗкел упрас теекенсене, кашни сехетрех хӑрушлӑх сыхласа тӑнӑ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
81. Пӗрремӗш асапӗ — Ҫӳлти Турӑ саккунне уяманнисем валли.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
79. Эхер те ҫав чунсем Ҫӳлти Туррӑн ҫулӗсене уяман, упраман, Унӑн саккунне хисеплемен, Унран хӑракансене курайман ҫынсенӗн чунӗсем пулсассӑн, 80. вӗсем канлӗх вырӑнне кӗреймӗҫ, тӳрех асапланма пуҫлӗҫ, вӗҫсӗр хуйхӑрса, кулянса ҫичӗ тӗрлӗ асаппа асапланӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫылӑха кӗртекен илӗртӳ хыҫҫӑн кайрӗҫ, Ҫӳлти Турӑ ҫинчен: «Вӑл ҫук» терӗҫ, Унӑн ҫулӗсене пӗлме тӑрӑшмарӗҫ, 24. Унӑн саккунне вырӑна хумарӗҫ, Вӑл тупа туса пама пулнине йышӑнмарӗҫ, Вӑл хунӑ йӑла-йӗркене ӗненмерӗҫ, Унӑн ӗҫӗсене туса тӑмарӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ Санран ҫӳлти ҫинчен мар, хамӑр патӑмӑрта куллен пулса иртекенни ҫинчен ҫеҫ ыйтасшӑнччӗ: мӗншӗн-ха Израиль суя тӗнлисен мӑшкӑлӗ пулса пурӑнать? мӗншӗн-ха Эсӗ юратнӑ халӑха ҫылӑхлӑ ӑрусене панӑ? мӗншӗн аттемӗрсен саккунне нимӗн вырӑнне те хумаҫҫӗ? мӗншӗн-ха унччен ҫырса хунӑ халалсене халӗ пӑрахӑҫа кӑларнӑ?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Эй Сион, йышӑн пӗтӗм йышна, шурӑ тумтир тӑхӑннӑскерсене, Ҫӳлхуҫа саккунне вырӑна килтернӗскерсене хӑвӑн патна вырӑнаҫтар.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иудейсем ҫак ҫырӑва илнӗ-илменех ҫула тухма васкаман-ха, вӗсем патшаран иудейсен йӑхӗнченех тухнӑ, анчах сӑваплӑ Турра тата Турӑ саккунне пӑрахнӑ ҫынсене хаса памашкӑн хӑйсене ирӗк пама ыйтнӑ, 9. ыйтнӑ майӑн ҫапла хушса каланӑ: Турӑ хунӑ йӗркесенчен хырӑм туттишӗн иртекенсем патша тытса пыракан ӗҫе те нихӑҫан та ырӑпа кӑмӑлламӗҫ, тенӗ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ку ӗҫе хатӗрленнӗ чухне, патша ҫапла хушнине кура, усал тума хӗтӗртекенсем иудей халӑхне хирӗҫле хаяр элек сарнӑ: вӗсем патша саккунне пурӑнӑҫлассинчен пӑрӑнса пурӑнаҫҫӗ, тенӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑ умне тӑмалли тумтир тӑхӑннӑ священниксем, парне вырӑнӗ умне ӳксе, тӳпенелле пӑхса тархасланӑ: сӑваплӑ Ҫурта шанса панӑ пурлӑх ҫинчен калакан саккунне Параканӗ ӑна ҫавӑнта хунӑ ҫынсемшӗн тӗрӗс-тӗкел сыхласа хӑвартӑрччӗ тесе кӗлтунӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41-42. Антиох патша хӑйӗн патшалӑхӗ валли ҫыру кӑларнӑ: халӑхсем хӑйсен саккунне пӑрахчӑр та пурте пӗр халӑх пулччӑр, тенӗ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Унта вӗсем суя тӗнлӗ халӑха, Турӑ саккунне уяман ҫынсене вырӑнаҫтарнӑ, вӗсем вара ҫавӑнта тӗпленсе ларнӑ; 35. кӑрал тата апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе хунӑ, Иерусалимран илсе тухнӑ тупӑша ҫавӑнта пуҫтарса хунӑ: халӑхшӑн ҫапла пысӑк таната пулса тӑнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.