Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерет (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн несӗлӗмӗрсен тӗрри-эрешӗ тӗлӗнмелле пуян, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Римма Витальевна, — кӑткӑс та.

Помоги переводом

Мастер-класа хутшӑннӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bc%d0%b ... bd%d0%bda/

«Мана халь профком та пулӑшу пачӗ-ха, укҫа енчен аптрасах каймалла мар», — тесе ҫырать пӗррехинче, тепрехинче — ҫӗвӗ ҫӗлесе укҫа самаях тупрӑм, тесе пӗлтерет, виҫҫӗмӗшӗнче каллех мӗн те пулсан ҫавӑн пек…

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӗсем пурте ӑнланчӗҫ: ку — поэмӑн умсӑмахӗ евӗр япала, ку композитор хӑйӗн поэмине кама та пулин халалланине пӗлтерет, тата вӑл, композитор, хӑйӗн произведенине чӗрери пысӑк юрату хушнипе ҫырнине систерет…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫапла вара, пирӗн ҫӗршывра чӗлхесем пӗр-пӗрне ҫывӑхланаҫҫӗ тени чӑваш е эстон, авар е тутар, мари е вырӑс чӗлхисем, пӗр-пӗрне ҫывхарса, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе каяс еннелле аталанаҫҫӗ тенине пӗлтермест, хӑйсен аталанӑвӗнче каярах юлнисем маларах кайнисен шайне ҫитесшӗн туртӑннипе пӗлтерет.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӗлхесем ҫывӑхланаҫҫӗ тени шӑпах ҫак процеса пӗлтерет те ӗнтӗ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

«Заделать» тени вӑрӑ-хурахсен чӗлхинче ҫын вӗлернине пӗлтерет иккен…

Помоги переводом

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Ку мӗне пӗлтерет? — черккене каялла лартрӗ Виссарион Игнатьевич.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Мӗне пӗлтерет ку, мӗне пӗлтерет? — шухӑш хыҫҫӑн шухӑш ҫаврӑнать Тарас пуҫӗнче, унӑн пит-куҫӗ кӑвар пек пӗҫерет, ҫамки ҫинче тар пӗрчисем йӑлтӑртатаҫҫӗ. — Вӗсем, тен, халь манран кулса лараҫҫӗ пуль?» — пӑшӑрханать вӑл.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Самана саланчӗ тени, ахӑртнех, ҫын пурнӑҫӗнчи уйрӑм, харпӑр ахӑр саманана пӗлтерет.

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Кун пирки ПР правительствин пресс-служби пӗлтерет.

Помоги переводом

Пушкӑрт специалисчӗсем Беларуҫри пыл хурчӗн популяцине юсаса ҫӗнетме пулӑшӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... sh-3219536

— Ҫулсерен тирпейлетпӗр эпир ку вырӑна, мӗншӗн тесен вӑл пӗрмаях тасамарлӑхпа тулать, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет биологи учителӗ Ираида Павлова.

Помоги переводом

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

Содержанипе формӑ пӗр-пӗринпе тачӑран та тачӑ ҫыхӑнса, пӗрлешсе, витӗр витсе тӑнине асра тытса, вырӑссен аслӑ критикӗ В. Г. Белинский ҫакӑн пек каланӑ: «Формӑ содержанине палӑртаканни пулсан, вӑл содержанипе ҫав тери тачӑ ҫыхӑнса тӑрать, содержанине формӑран уйӑрас тени содержанине пӗтернине пӗлтерет; тата ҫапла та; формӑна содержанирен уйӑрас тени формӑна пӗтернине пӗлтерет» (В. Г. Белинский. Собр. соч. в трех томах, т. 3, стр. 138).

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

— Мӗне пӗлтерет ку?

Помоги переводом

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку вӑл халӑха хисепленине пӗлтерет.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку мӗне пӗлтерет тата? — ыйтрӗ Тимофей-хусах хӑйпе юнашар тӑракан Укаслуран.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗчӗк пепкен ӳчӗ кӑн-кӑвак, ку чунӗ тухас умӗн питӗ тертленнине пӗлтерет ӗнтӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа вара им сӑмахран имҫам тени тухса кайнӑ, тет, ку вӑл халӗ эмел тенине пӗлтерет.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем пире Атӑл урлӑ каҫма кансӗрлесшӗн пулчӗҫ, пӗлтерет пӗри, Гаврила, вӑрӑм сухаллӑ, лаптӑкрах сӑмсаллӑ вырӑс хресченӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗне пӗлтерет ку?

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӑл ялтан яла ҫӳресе чӑвашсене ырӑ хыпар, Хусан леш енчен, Шур Атӑл тӑрӑхӗнчен пирӗн еннелле хресчен патши килме тухнине пӗлтерет тет.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней