Поиск
Шырав ĕçĕ:
55. Саул, Давид филистима хирӗҫ тухнине курсассӑн, Авениртан, хӑйӗн ҫарпуҫӗнчен, ҫапла ыйтнӑ: Авенир, ку яш ача кам ывӑлӗ пулать? тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Унтан Давид чупса пынӑ та, филистим ҫине урипе пусса, унӑн хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларнӑ, хӗҫпе сулса ярса, унӑн пуҫне касса татнӑ; филистимсем вара, хӑйсен паттӑрӗ вилнине курсассӑн, тарма пуҫланӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Давида курсассӑн, филистим ун ҫине йӗрӗнсе пӑхса илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Давид ҫап-ҫамрӑк, сарӑ ҫӳҫлӗ, хитре сӑн-питлӗ пулнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр-пӗр тӗреклӗ те вӑрҫма-ҫапӑҫма пултаракан ҫынна курсассӑн, Саул ӑна хӑй патне илнӗ.И когда Саул видел какого-либо человека сильного и воинственного, брал его к себе.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах эсир, хӑвӑра хирӗҫ Наас, Аммон патши, килнине курсассӑн, мана каларӑр: «пире патша тытса тӑтӑр» терӗр, ара, сирӗн Патшӑр — Ҫӳлхуҫа Туррӑр-ҫке.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӑна ӗнер-виҫӗмкун пӗлнӗ ҫынсем, вӑл пророксемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланине курсассӑн, халӑх хушшинче пӗр-пӗрне каланӑ: мӗн пулнӑ ку Кис ывӑлне?
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Самуил Саула курсассӑн, Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: акӑ Эпӗ сана каланӑ ҫын; вӑл Манӑн халӑхӑма ертсе пырӗ, тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вефсамисра пурӑнакансем ҫав вӑхӑтра айлӑмра тулӑ вырнӑ, пӑхнӑ та Ҫӳлхуҫа арчине курах кайнӑ, ӑна курсассӑн савӑнсах ӳкнӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫакна курсассӑн Азот ҫыннисем каланӑ: Израиль Туррийӗн арчи пирӗн патӑмӑрта ан юлтӑрах — Израиль Туррийӗн алли пирӗншӗн те, Дагон туррӑмӑршӑн та йывӑр, тенӗ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вениамин ывӑлӗсем хӑйсем мӗнле пӗтнине курсассӑн, Израиль ывӑлӗсем каялла чакнӑ — ӗнтӗ вӗсем Гива ҫывӑхӗнче пытанса ларнӑ ушкӑн пулӑшасса шаннӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм ашшӗ, кӗрӳшне курсассӑн, ӑна питӗ хапӑл йышӑннӑ, ӑна килне кайма памасӑр хӑналанӑ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫакна курсассӑн, ашшӗ ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та каланӑ: ах, хӗрӗм, хӗрӗм! эсӗ мана ҫапсах хуҫрӑн; эсӗ те ман канӑҫлӑхӑма пӗтерекенсен шутӗнче-ҫке! эпӗ [сан ҫинчен] Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнтӑм, ӗнтӗ ӑна каялла тӑваймӑп, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Израиль ҫыннисем, Авимелех вилнине курсассӑн, кашнийӗ хӑйӗн килне таврӑннӑ.55. Израильтяне, видя, что умер Авимелех, пошли каждый в свое место.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пытанса тӑнӑ ҫар хулана туртса илнине, хула тӗлӗнче тӗтӗм [тӳпенелле] мӑкӑрланса хӑпарнине курсассӑн, Иисуспа израильсем пурте каялла ҫаврӑннӑ та Гай халӑхне ҫӗмӗре пуҫланӑ; 22. хуларисем Гай ҫыннисене хирӗҫ тухнӑ, лешӗсем вара Израиль ҫыннисем хушшине пулса юлнӑ; вӗсене пӗрисем пӗр енчен, теприсем тепӗр енчен хӗстернӗ; Гай ҫыннисене ҫапла ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсем пӗри те ҫӑлӑнайман, чӗрӗ юлни те, тарса хӑтӑлни те пулман; 23. Гай патшине вара чӗрӗллех тытса Иисус патне илсе пынӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӑха пӑхса тӑракансем виҫӗ кунран тапӑр тӑрӑх кайнӑ та 3. акӑ ҫапла каласа тухнӑ: хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчине, ӑна ҫӗклесе пыракан [хамӑр] священниксене [тата] левитсене курсассӑн, эсир те вырӑнтан тапранӑр та вӗсем хыҫҫӑн кайӑр; 4. саккун арчипе сирӗн хушшӑр икӗ пин чике пулмалла, унтан кая ан пултӑр; каяс ҫулӑра пӗлес тесе ун патне ҫывӑха ан пырӑр: вӑл ҫулпа эсир ӗнер те, виҫӗмкун та ҫӳремен, тенӗ.
Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Анчах Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн халӑхне сут тӑвӗ, вӗсенӗн алли халсӑрланнине курсассӑн, килте те, тулашӗнче те никам та сыхланса юлманнине курсассӑн, Хӑйӗн чурисене хӗрхенӗ Вӑл.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫак ҫӗр мӗнле пӗтсе ларнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнле чир-чӗрпе хавшатнине курсассӑн, килес ӑру — хӑвӑр хыҫҫӑн пурӑнас ачӑрсем — тата инҫетри ҫӗртен килнӗ ют халӑх ҫынни те ҫапла калӗҫ: 23. «пӗтӗм ҫӗрӗ — кӳкӗрт те тӑвар, кӑмрӑк та кӗл; акмаҫҫӗ те, унта нимӗн те ӳсмест, нимӗнле курӑк та шӑтмасть ун ҫинче — Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫиллипе, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Содома, Гоморрӑна, Адмӑпа Севоима пӗтерсе пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи пекех» тейӗҫ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам та пулин упӑшкаллӑ арӑмпа выртнине курсассӑн, вӗсене иккӗшне те — ют арӑмпа выртнӑ арҫыннине те, хӗрарӑмне те — вӗлерме тытса памалла; усал ӗҫе Израиль ҫумӗнчен ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӑванун ҫул ҫинче ӳкнӗ ашакне е вӑкӑрне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан кай, вӗсене тӑванупа пӗрле ҫӗклесе тӑрат.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑвӑн тӑванун ҫӗтсе кайнӑ вӑкӑрне е сурӑхне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан хӑвар, вӗсене тӑванна ҫитерсе пар; 2. тӑвану хӑв патӑнтан ҫывӑхра мар пулсассӑн е эсӗ ӑна пӗлместӗн пулсассӑн, ҫав выльӑха хӑвӑн килне хӑваласа кай, сан патӑнта вӑл тӑвану шырама тухичченех пурӑнтӑр, вара ӑна хуҫине тавӑрса пар; 3. унӑн ашакне те ҫаплах усра, унӑн тумтирне те ҫаплах пуҫтарса хур, тӑвану ҫухатса ху тупнӑ кирек мӗнле япалана та ҫаплах упра; урӑхла тума юрамасть санӑн.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.