Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗкеҫсем ҫӳлте вӗҫеҫҫӗ; ҫил пӗтӗмпех шӑпланнӑ; кая юлнӑ пыл хурчӗсем сирень чечекӗсем ӑшӗнче лӳпперӗн те ыйхӑллӑн сӗрлеҫҫӗ; ӳпресем аяккалла тӑсӑлнӑ пӗччен турат тӗлӗнче юпа пек явӑнаҫҫӗ.
XI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Тӑрисем юрӑ шӑрантараҫҫӗ; пысӑк пӗсехеллӗ кӑвакарчӑнсем кӑрӑлтатаҫҫӗ; чӗкеҫсем пӗр сассӑр ярӑнса вӗҫеҫҫӗ; лашасем тулхӑра-тулхӑра курӑк ҫиеҫҫӗ; йытӑсем вӗрмеҫҫӗ, хӳрисене йӑвашшӑн пӑтраткаласа тӑраҫҫӗ.
Ял // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 164–165 с.
Таҫта кӑвакарчӑнсем кӑрӑлтатаҫҫӗ, пыл хурчӗсем курӑк ҫийӗпех сӗрлесе вӗҫеҫҫӗ.Где-то ворковали голуби — и пчелы жужжали, низко перелетывая по редкой траве.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Анчах пульӑсем, ун еннелле мар, шӑпах тепӗр еннелле вӗҫеҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Сывлӑшра юр пӗрчисем ҫаврӑнкаласа вӗҫеҫҫӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кунсем халь сехетпе мар, ҫулталӑкпа вӗҫеҫҫӗ: ҫынсем вилсен те вӗсен сӳннӗ куҫӗсем, кӗл пек кӑвакарнӑ чӗреллӗ мӗлкисем ҫӗр ҫинче ҫӳреҫҫӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эрешмен картисем йӑлтӑртата пуҫларӗҫ; вӗсем ҫул тӑрӑх вӗҫеҫҫӗ, йывӑҫсем ҫинче ҫакӑна-ҫакӑна тӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫине карӑнаҫҫӗ, амӑшӗн ҫӳҫӗ евӗр туйӑнать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пульӑсем тӗтӗм витӗр хӗрлӗ йӗр хӑварса вӗҫеҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑрр! Вӑрр! вӗҫеҫҫӗ вӗсем пур еннелле.
Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.
Вут сыпписем турпас пек ҫӑмӑллӑн чӑл-пар саланса вӗҫеҫҫӗ.
Шӑвӑҫ чуман // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 38–42 с.
Шупка кӑвак тӗслӗ сивӗ тӳпере хӑлатсемпе ӑмӑрткайӑксем ярӑнса вӗҫеҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Е пӗр-пӗрин хушшинче пӑтрашӑнса, е бархат тӗслӗрех хуҫкаланчӑк хура йӗр пек тӑсӑлса, кӑвак тӳпе ытамӗнче картан-картан хура ҫунатлӑ тикӗшсем кикиклетсе вӗҫеҫҫӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дон ҫийӗн ҫил вӑшӑлтатса вӗрет, чарлансем ҫунаттисене йӑлкӑштарса вӗҫеҫҫӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таҫта лере, сенкер тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшӗнче, ҫил ачисем ахӑрашса ҫӳреҫҫӗ, хӗвелпе ҫуталакан сивӗ пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, лашана та ӗҫке-ҫике юратнӑ хаваслӑ Сашка мучие тин кӑна йышӑннӑ ҫӗр ҫинче вара пурнӑҫ ҫав-ҫавах-ха хӑватлӑн вӗресе тӑрать: сад ҫумӗнчен пуҫланса каякан ҫеҫенхирӗн симӗс ытамӗнче, кивӗ итем карти ҫывӑхӗнчи хир кантӑрӗ хушшинче, путенесем шавлӑн ҫатӑлтатса ҫапӑҫни илтӗнсе тӑрать; унта тыркассем шӑхӑраҫҫӗ, тӗкӗлтурасем нӑрласа вӗҫеҫҫӗ, ҫил ачашласа ҫупӑрлакан курӑк пӑшӑлтатать, вӗлтӗртетсе юхакан ӑрша хумӗсем хушшинче тӑрисем юрлаҫҫӗ тата, этӗмӗн ҫутҫанталӑкри вӑй-хӑватне палӑртса тӑнӑ пек, таҫта инҫетри-инҫетри тип ҫырма тӑрӑх пулемет сасси тимлӗн, ҫилӗллӗн те янӑравсӑррӑн шӑтӑртатать.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хушӑран кӑна вӑл ҫӗрлехи вӑхӑтра та вӗҫекен шыв чӑххисем, пӗр-пӗриншӗн тӗмсӗлсе, тунсӑхлӑн сасӑ панипе тата аравасӑр нумай кайӑк кӑвакалӗсем ҫунаттисене пӑрӑлтаттарса авӑснипе хускалчӗ: кӑвакал кӗтӗвӗсем, ейӳ кайнӑ Донӑн ирӗклӗ улӑхӗсем патнелле ҫул тытнӑ май, ытла та хыпаланса вӗҫеҫҫӗ…
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл тӗллесе пенӗ хур аҫи хыпӑнчӑклӑн ҫӳлелле улӑхса пырать, ыттисем ҫӑра ушкӑнпа пӗве ҫийӗн явӑнса вӗҫеҫҫӗ.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӳпресем пуҫ тӳпинче тӗлли-паллисӗр вӗркӗшсе вӗҫеҫҫӗ, ҫынсемпе лашасен тути-ҫӑварӗсене, хӑлхасемпе куҫӗсене кӗреҫҫӗ.Мириады ее слепо кружились, кишели, лезли в уши, глаза всадникам и лошадям.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пульӑсем вичкӗннӗн шӑхӑра-шӑхӑра вӗҫеҫҫӗ.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсем, виле ҫинче вӗҫсе ҫӳренӗ пек, шурӑ тӑрӑллӑ чиркӳ тӗлӗнче явӑнса вӗҫеҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Винтовка сассисем пӑтӑртатса илтӗнеҫҫӗ, тимӗр ҫатма тӑрӑх кустарса янӑ пек сиккелесе, етресем сирпӗнсе вӗҫеҫҫӗ.Рокотали винтовочные выстрелы, будто по железной сковороде катилась дробь.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.