Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аслашшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
аслашшӗ (тĕпĕ: аслашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑна тума ӑна аслашшӗ ӑс пачӗ.

Помоги переводом

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫитменнине тата, дружинниксене ертсе килекенни ун тӑшманӗ Ахтупай пулнӑ-ҫке-ха, вӗсене ун ашшӗпе аслашшӗ йышӑннӑ, ҫавсем ӑсатса янӑ.

Помоги переводом

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗнрен тухнӑ? — терӗ аслашшӗ.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслашшӗ, сакӑрвунӑ ҫулхи старик, пӳртрен йӳле пилӗкӗнех тухнӑ, ҫийӗнчи шурӑ кӗпи чӗркуҫҫи таран усӑнса тӑрать.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хыҫалти хапха патӗнче ашшӗпе аслашшӗ тӗлӗнсе пӑхса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑнукӗ вилни ҫинчен яла телеграмма ҫитсен, Саша аслашшӗ — ватӑ Паймук — пит хуйхӑрчӗ, Урай хӑминчен тупӑк хатӗрлеттерсе, Хусана лав ячӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аслашшӗ пуян пулнӑшӑн, мӑнукӗ мӗншӗн айӑплӑ? — хута кӗчӗ Яков Иванович, шкул директорӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑпӑшка ҫивӗтлӗ сарӑ хӑр аслашшӗ тупӑкӗ хыҫҫӑн утса пыни те асран тухмарӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Стена ҫумӗнчи пысӑк сехет те, аслашшӗ пекех, хулӑн сасӑпа ҫапать: тӑн, тӑн, тӑн!..

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унӑн аслашшӗ патне кантӑкран кӗрсе кайнине аса илчӗ те, Артур вилли куҫа курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑнасем нумаях марччӗ: Георгий Петрович, Петюша аслашшӗ, Тимофей Романович, Поля, Павлуш тата Агафья Петровнӑпа Матильда.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Чӑнах вӗт, Пьер, Сонечка шӑп аслашшӗ пек пулнӑ, — терӗ баронесса, хӑй ҫав вӑхӑтра ывӑлӗнчен пирус ыйтрӗ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Соня сӗтел ҫинчи портрета тытса пӑхрӗ те асламӑшне пачӗ: чӑнахах та хӑй аслашшӗ пек пулнине курчӗ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пит чиперскер ачи — сарӑскер, тӗреклӗскер — шӑп аслашшӗ пекех.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Ман асаттепе Сашша аслашшӗ пӗртӑван пулнӑ», — тесе мухтанма ахаль мар юратнӑ вӑл.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Арҫын ача-пӑчасенчен килти ӗҫре тулкки ҫук: ахаль мар пулӗ вӗсене аслашшӗ тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман тыр вырма хӑйӗн туратлӑ туйипе тӗрте-тӗрте вӑратнӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсен пуянлӑхӗ йывӑҫ ӳсӗмӗн саккунӗпе хушӑнса пырать; вӑл, пуянлӑх, ытти пурлӑхсен хушшинче питех уйрӑлса тӑман, анчах 1863 ҫулта Элевзий Паран, паянхи Грас Паран аслашшӗ, хӑйӗн ҫӗр лаптӑкӗнчи пысӑк чул катрамӗсен хушшинче, пӗр енчен ту хысакӗпе чикӗленнӗ тӗлте, чӗр кӗмӗл кӳлленчӗкне курать те йывӑр ҫак япалана ӑсать…

Богатство их увеличивалось по законам роста дерева; оно не особенно выделялось среди других состояний, пока в 1863 году Элевзий Паран, дед нынешнего Граса Парана, не увидел среди глыб обвала на своем участке, замкнутом с одной стороны горами, ртутной лужи и не зачерпнул этого тяжелого вещества.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Скоррей аслашшӗ темиҫе кӗлӗ, Библи сыпӑкӗсене вуларӗ, ҫамрӑк ҫынсен вӗри аллисене типсе хухнӑ аллипе пӗрлештерчӗ, вара эпир яла таврӑнтӑмӑр.

Дедушка Скоррей прочитал несколько молитв, отрывки из библии, соединил своей отжившей рукой горячие руки молодых людей, и мы вернулись к селению.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ҫумрах, урайӗнче, аслашшӗ чирлӗ пулсан та ӑсталаса пама ӗлкӗрнӗ тимӗр теттесемпе выляса ларакан Мархва та, пуҫне ҫирӗпех тытайманран ҫитӗннисем ҫине кӑн-кан пӑхаканскер, хӑйӗн халлӗхе никамах та ӑнланайми чӗлхипе пакӑлтатма чарӑнчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Катипи Хветрин (ман атте аслашшӗ, атте ашшӗ — Михала) ултӑ ывӑл пулнӑ: Михала, Александр, Павел, Микулай, Петӗр, Унтри.

У Кадиби Хветри (дед моего отца, отец отца — Михала) было шестеро сыновей: Михала, Александр, Павел, Николай, Петр, Андрей.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней