Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

апата (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхи апата лармарӗ Михала: ҫул ҫинче ҫинӗ терӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Апата ларсан, вырӑнтан сикмеҫҫӗ, — ҫирӗппӗн хушрӗ ашшӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак идейӑна нимӗнпе те хирӗҫлейместӗн, вӑл апата ирӗлтерме пулӑшать.

Против такой идеи нечего возразить, она помогает пищеварению.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сӗлкӗшленсех каясран хӑйне хӑй хытарса сехетне пӑхса тӗсерӗ те ирхи апата тухрӗ, анчах сахал ҫирӗ, апачӗ ӑна халичченхипе танлаштарсан тутӑсӑртарах пек туйӑнчӗ.

Не желая распускаться, она взглянула на часы и ушла завтракать, но ела мало, причем пища казалась ей не такой вкусной, как всегда.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ирхи апата Моргиана ӗлккеннӗн пырса кӗчӗ, сӑнӗнче — мӑн кӑмӑллӑх-тӑрӑхлав сӗмӗ, ӗнер каҫхине кӑмӑла пӑвакан сӑмахсене вӑл мар, Джесси ывӑтнӑ тейӗн.

К завтраку Моргиана появилась степенной, со снисходительно насмешливым видом, как будто не она, а Джесси делала вчера вечером удушливые признания.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эпӗ сире ыран кӑнтӑрлахи апата йыхравлатӑп.

Я вас приглашаю к обеду завтра.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ҫынсен хушшинче ҫӳретӗп, пӑхатӑп, сӑнатӑп; каҫхи апата кӗретӗп те — е хӳтлӗх тупатӑп, е ҫӗр каҫма «Чӑмав» ҫине таврӑнатӑп.

— Я буду ходить в толпе, смотреть; зайду поужинать и — или найду пристанище, или вернусь переночевать на «Нырок».

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тӗттӗмленсен пурте каҫхи апата лартӑмӑр, — шӑрӑха пула ҫӳлте, кухня умӗнче.

Как стемнело, все сели ужинать, по случаю духоты, наверху, перед кухней.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫиччӗ ҫурӑра Гораций кӗчӗ те мана капитан сӗтел хушшине — каҫхи апата — чӗннине пӗлтерчӗ.

В половине восьмого Гораций возвестил, что капитан просит меня к столу — ужинать.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Каҫхи апата ларсан, кӗҫех, ҫак пулӑма малалла сӳтсе яврӑмӑр.

Вскоре, сев ужинать, мы продолжали обсуждать случай.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ хамӑн картсемпе кӑсӑклансах кайрӑм, анчах ҫиес килни аптӑратма пуҫларӗ, ҫавӑнпа та Дэлия Стерс апата вун пӗрте, эппин, тепӗр сехетрен, лармаллине пӗлтерсен кӑмӑлӑм ҫӗкленчӗ.

Я был заинтересован своими картами, однако начинал хотеть есть и потому с удовольствием слышал, как Дэлия Стерс назначила подавать в одиннадцать, следовательно — через час.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Н' Комбе апата тӗкӗнмерӗпе пӗрех; вӑл пуҫӗпе вар-хырӑмӗ йывӑрланнипе йӗрмӗшет.

Н. Комбе почти не прикасался к еде; он жаловался на тяжесть головы и желудка.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сӑмах май — ирхи апата ман патӑма пырӑр.

Кстати, приходите позавтракать.

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Куравҫӑсем саланнӑ ӗнтӗ; ҫанӑран турткаласа мана сӗтел патне ертсе пычӗҫ, Том лартса хунӑ каҫхи апата кӑтартрӗ.

Зрители уже удалились; тогда подвели меня за рукав к столу, Том показал на поданный ужин.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Анчах капитан мана пит выҫӑхнӑ ҫын вырӑнне шутларӗ, апата лариччен эпӗ ӑна ҫакӑн ҫинченех каланӑччӗ: халӗ ӗнтӗ манӑн ҫӑтса анман апата ирӗксӗр ҫимелле пулчӗ.

Но капитан был уверен в том, что я сильно голоден, да и я сам еще до завтрака сказал ему об этом. И теперь я должен был через силу есть.

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Эпир каҫхи апата ларасшӑн, ӑна кӗтетпӗр.

 — Мы ждем ее, чтобы сесть ужинать.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Каҫхи апата хӑҫан ларатпӑр?».

А скоро ли подадут ужин?»

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Паян, вырсарни кун, лавкка яланхи пекех хупӑ, кунтах ҫывӑрма юрать, ыран вара эсир пурте ҫӗр айӗнче канатӑр, ирхи апата та, кӑнтӑрлахипе каҫхи апата та, ҫӗрле мӗн ҫиес килет ҫавна та унта пырса паратӑп.

Сегодня, как всегда по воскресеньям, лавка закрыта, спать можно здесь, а завтра вы все будете отдыхать под землей, туда же я подам вам завтрак, обед, ужин и то, что захотите съесть ночью, то есть «ночник».

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Халӗ тӑнлӑр: кама та пулин мӗн те-тӗр каламалла тӑк — мана сӑмах вӗҫҫӗн калӑр, ҫапла хӑрушлӑхсӑртарах, енчен те ҫырмаллах чухне — ҫырӑвӑра каҫ тӗлнелле хатӗрлӗр те ӑна каҫхи апата паракан ҫӑкӑр ӑшне чиксе хурӑр, ҫӑкӑра тирӗке пӑрахӑр.

Теперь слушайте: все, что нужно передать кому бы то ни было, можете мне сказать на словах, так безопаснее, но, если необходимо писать, тогда приготовьте письмо к вечеру и засуньте его в остаток хлеба, какой получаете на ужин, хлеб можно бросить в миску.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ирхи шуҫӑмччен Давенант апата сивӗ хальлӗнех ҫисе ячӗ те каллех выртрӗ.

Незадолго перед рассветом Давенант съел остывшее кушанье и лег снова.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней