Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

халӗ сăмах пирĕн базăра пур.
халӗ (тĕпĕ: халӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ халӗ Дмитрий Сергеичпа сирӗн пурнӑҫ ҫинчен тахҫантанпах шухӑшланӑ терӗм пулсан, апла пулсан, вӗсем ҫинчен калас пулатех.

Следовательно, если теперь заговорил, что я очень давно думал об отношениях Дмитрия Сергеича к вам, стало быть, нужно говорить о них.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ эсир 50 ҫыннӑн ырлӑхне ҫӗмӗрсе тӑкни ҫинчен каламастӑп эпӗ, — мӗн вӑл 50 ҫын, — эсир пӗтӗм этемлӗх ӗҫне сиенленӗ, прогресс ӗҫне сутнӑ.

Теперь, я не говорю уже о том, что вы разрушали благосостояние пятидесяти человек, — что значит пятьдесят человек! — вы вредили делу человечества, изменяли делу прогресса.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Йӑлтах мар-ха халӗ, манӑн сире йӑлтах кӑшласа пӗтерес килет.

— Еще не всю, а я хочу изгрызть вас всю.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Манӑн хамӑн обязанноҫсене пурнӑҫа кӗртнисӗр пуҫне пурнӑҫпа хавасланас та килет; анчах та ҫынсем ҫакна асӑрхаман чухне мана хамӑн обязанноҫсене пурнӑҫа кӗртме ҫӑмӑлтарах; халӗ мана савӑнтарма тӑрӑшмаҫҫӗ те ӗнтӗ, чӗнсен пымастӑп тетерсе манне вӑхӑта та сая ямаҫҫӗ.

Мне легче исполнять мою обязанность, когда не замечают, что мне самому хотелось бы не только исполнять мою обязанность, но и радоваться жизнью; теперь меня уж и не стараются развлекать, не отнимают у меня времени на отнекивание от зазывов.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ эсир, Вера Павловна, эпӗ савӑнӑҫлӑ пулнине куртӑр, ман яланах ҫавӑн пек пулас килет, эпир ӗнтӗ пӗр-пӗринчен нимӗн те пытарса тӑмарӑмӑр, — апла пулсан, эпӗ мӗншӗн тӗксӗм ҫӳрени вӑрттӑнлӑх пултӑр ӗнтӗ, — эпӗ тӗксӗм пулни манран хамран килмест вӗт.

Только, Вера Павловна, если уж случилось вам видеть меня в таком духе, в каком я был бы рад быть всегда, и дошло у нас до таких откровенностей, — пусть это будет секрет, что я не по своей охоте мрачное чудовище.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Вера Павловна, эпӗ халӗ савӑнӑҫлӑ ӗҫ турӑм, мӗншӗн савӑнас мар-ха ман?

— Вера Павловна, я исполняю теперь веселую обязанность, отчего ж мне не быть веселым?

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ акӑ эсир питех те савӑнӑҫлӑ та ырӑ ҫын.

А ведь вот теперь вы милый, веселый человек.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ ӗнтӗ ӗҫ тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе параканни виҫҫӗн: Маша, Мерцалова, Рахель.

Теперь три источника достоверности события: Маша, Мерцалова, Рахель.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Паян апатланман вӗт-ха эсир; ман шутпа, халӗ сирӗн апат анмалла ӗнтӗ.

Ведь вы не обедали ныне; а теперь, я думаю, уж есть аппетит?

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ эсир лӑпланса ҫитрӗр ӗнтӗ; апла пулсан, ӑна мӗн каламаллине аса илме пултаратӑр пулӗ: ҫывӑр, пӗрре ҫине кайнӑ ӗнтӗ темелле, — ирхине ир тӑрать-ҫке-ха вӑл.

— А ведь вы уж успокоились; стало быть, вы уже могли бы вспомнить, что надобно сказать ей: спи, уж первый час, а ведь она поутру встает рано.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ эсир, Вера Павловна, лӑпланса ҫитрӗр-и?

Вы теперь спокойна, Вера Павловна?

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах та айӑпа йышӑннӑшӑн сире акӑ мӗн парнелетӗп: сирӗн тепӗр айӑпӑра тӳрлетме пулӑшам, ӑна халӗ тӳрлетме пулать-ха.

Но за покаяние награда: помощь в исправлении другой вины, которую еще можно исправить.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ ӗнтӗ, Вера Павловна, эпӗ сире ӗҫ пирки хам мӗн шутланине каласа парам.

Теперь, Вера Павловна, я вам выражу свое мнение о деле.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ ҫитет ӗнтӗ, ман шутпа.

— Теперь, как я вижу, уже достаточно.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ман шутпа, халӗ запискӑна хӑйне ҫунтарса яма та юрать, вара эпе хама мӗн хушнине туса пӗтеретӗп ӗнтӗ.

А теперь, я полагаю, уже можно сжечь оригинал, и тогда мое поручение будет кончено.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах та эсир халӗ пӑлханнӑ пек пӑлхансан, асра хӑварассин законӗсем пӑсӑлаҫҫӗ, эсир манса кайма пултаратӑр.

Но в таком волнении, как вы теперь, законы запоминания нарушаются, и память может изменить вам.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ ӗнтӗ юрать, маларах юрамастчӗ.

Теперь уже можно, раньше не следовало.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Вера Павловна, эпӗ сире халӗ ӗнтӗ чылаях йӑпатма пултаратӑп.

— Вера Павловна, я могу теперь в значительной степени утешить вас.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ну, эпӗ тупсӑмне ҫурри ытла уҫса парам-ха сана: Рахметов илемлӗхӗн чи пысӑк, тӗп ыйтӑвне, шӑпах ҫав ыйтӑва тивӗҫтерме кирлӗ; ну, ну, мӗнле ыйту-ха вӑл, хуть халӗ те пулин тавҫӑрса ил-ха, ӑна тивӗҫтермешкӗн мӗн тумалла пулнине, сана Рахметова кӑтартнипе ӑна мӗнле майпа тивӗҫтернине тавҫӑрса ил-ха халӗ те пулин — каласа кӑтартакан ӗҫсенче Рахметов нимӗн те тумасть-ҫке-ха (ниҫта та хутшӑнмасть, — ну-ка, тавҫӑрса ил-ха.

Ну, я подскажу больше чем половину разгадки: Рахметов выведен для исполнения главнейшего, самого коренного требования художественности, исключительно только для удовлетворения ему; ну, ну, угадай хоть теперь, хоть теперь-то угадай, какое это требование, и что нужно было сделать для его удовлетворения, и каким образом оно удовлетворено через то, что показана тебе фигура Рахметова, остающаяся без всякого влияния и участия в ходе рассказа; ну-ка, угадай.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Ну, — шухӑшлать пурне те витӗр курса вулакан, — халӗ Рахметов тӗп сӑнар пулать те пуринчен те иртсе каять ӗнтӗ, Вера Павловна ӑна юратса пӑрахать, вара часах Кирсановпа Лопуховпа пулнӑ историех пулса иртет».

«Ну, — думает проницательный читатель, — теперь главным лицом будет Рахметов и заткнет за пояс всех, и Вера Павловна в него влюбится, и вот скоро начнется с Кирсановым та же история, какая была с Лопуховым».

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней