Поиск
Шырав ĕçĕ:
Соловцов унта Катерина Васильевна ӑна юратасса нихҫан та ӗмӗтленменни, хӑй ӑна хӑш чухне кӑна курнишӗн те савӑнни, ҫавӑнпа хӑйне телейлӗ туйни, ахаль ҫеҫ, калаҫмасӑр курнишӗн те телейлӗ туйни ҫинчен ҫырнӑ; халӗ ӗнтӗ эпӗ ҫав телейсӗрех тӑрса юлтӑм, ҫапах та эпӗ, телейсӗр пулсан та, телейлӗ тенӗ вӑл, ним те ыйтман, ним тӑвасси килни ҫинчен те каламан.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ хӑйне инкек тӳссе ирттернӗ ҫын пек тыткаламаллине курнӑ вӑл, анчах мӗнле майпа ун пек ҫын пулмалла-ха унӑн?Он видел, что ему надобно играть роль жертвы, как же найти предлог, чтобы стать жертвою?
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ мӗн шухӑшлатӑп-ха эпӗ?
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эпӗ халӗ сире мӗн калассине пӗлетӗр-и эсир?
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ, ҫапла калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн, мана сирӗн пурнӑҫӑр чӑнах та ҫапла йывӑрланса ҫитнине чухласа илме май парӑр-ши ӗнтӗ?
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ сирӗн чахотка ҫук-ха, анчах вӑл часах, питӗ часах пулма пултарать, сирӗн ҫулӑрта, ҫакӑн пек условисенче вара вӑл питӗ хӑвӑрт аталанса пырать, темиҫе кунтах пӗтерсе хума пултарать.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ мӗн те пулин тума май пуррипе ҫукки ҫинчен пӗрле шухӑшласа пӑхӑпӑр.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл завода мӗнле часрах сутса яма май тупасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ: унӑн акцийӗсем тупӑш та, кредит та пачах та тенӗ пекех паман, завод ӗҫне вара майласа яма та пулман; вӑл тӗрӗс, ӑслӑ шухӑш тытнӑ, ытти пысӑк акцисем тытса тӑракан ҫынсене те акцисене чиксе хунӑ укҫана завода сутса ярсан ҫеҫ ҫӑлма пулни ҫинчен ӑнлантарса панӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ ҫакна ҫеҫ калатӑп: маларах уҫнӑ мастерскойӗ ытларах аталаннӑ, ҫавӑнпа та вӑл эпӗ ҫырса кӑтартнӑ мастерскойран пур енӗпе те ҫӳлерех тӑрать.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫырса пӗлтер, халӗ эпӗ тума хатӗрленнӗ япалапа (ҫӗвӗ ҫӗлекен е ҫакӑн пек йӗркепе ӗҫлекен урӑх мастреской уҫма шатлатӑп) ӗҫлеме май пулать-и санӑн?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ эпӗ ҫав япалана хӑнӑхса ҫитрӗм те мана темле пек туйӑнса тӑрать: мӗнле тӗлӗннӗ-ха эпӗ унран ҫавӑн чухне, мӗнле ун пек пуласса шухӑшламан-ха эпӗ малтан, ӑна куриччен?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах кунта вӗсене ытларах та тухать: хӑйсемшӗн ӗҫленӗ пирки вӗсем ытларах тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗҫ хӑвӑртрах, ӑнӑҫлӑрах пулса пырать; сӑмахран, тӑрӑшмасӑртарах ӗҫлесен, вӗсем 5 япала тума пултараҫҫӗ тейӗпӗр, 5 кӗпе пултӑр эппин, пирӗннипе илсен, халӗ вара — 6 кӗпе ҫӗлеме ӗлкӗреҫҫӗ, — ку пропорци ытла пӗчӗк-ха вӑл, анчах ӑнах илӗпӗр ӗнтӗ, эппин, урӑх предприяти 5 т. ӗҫлесе илет пулсан, пирӗн 6 т. илет.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ ӗнтӗ пирӗн ӗҫлекенсем мӗн чухлӗ илнине шутласа пӑхӑпӑр.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ цифрӑсене тӗслӗхшӗн ҫеҫ лартатӑп; анчах, ӗненмеллерех пултӑр тесе, эпӗ хамӑра ытла пысӑк перекетех кӳмен цифрӑсене лартатӑп-ха халӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ ӗнтӗ эпӗ чи малтан кайсан мана Кирсанов туса панӑ расчет саншӑн ӑнланмалла пулӗ тетӗп.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ ӗнтӗ Вера Павловна мана каланӑ сӑмахсене итле.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ман атте халӗ те-ха лайӑх повар тытса тӑнине эсӗ вара пӗлетӗн.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Ҫапла; ку ҫынсене йышӑнакан тата каҫхи пухусем тӑвакан пӳлӗм; атьӑр ҫӗвӗҫсем пурӑнакан пӳлӗмсене, халӗ вӗсем ӗҫлекен пӳлӗмсенче, эпир никама та чӑрмантармӑпӑр».
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнта курнисене ҫырса хунӑшӑн эпӗ питӗ те савӑнатӑп: ҫавӑн чухне тӗлӗнтернӗ япаласене аса та илейместӗмччӗ пулӗ, халӗ акӑ, унтанпа икӗ эрне ҫеҫ иртрӗ пулин те, ҫав япаласем урӑхла пулма та пултарайман ахаль япаласем пек ҫеҫ туйӑнаҫҫӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манпа пӗр ҫур сехет пек калаҫнӑ хыҫҫӑн тата кӑмӑлланине пӗлсен, Вера Павловна мана хӑй тытса пыракан мастерскойне илсе кайрӗ (теприне, маларах уҫнине, унӑн ҫывӑх пӗлӗшӗсенчен пӗри, ун пекех ҫамрӑк та питӗ лайӑх хӗрарӑм, хӑй ҫине илнӗ), халӗ эпӗ сана ҫавӑнта кайса мӗн курни-илтни ҫинчен каласа кӑтартӑп; унта курнисем маншӑн питӗ те ҫӗнӗ, тӗлӗнмелле япаласем пулчӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ вӗсем ҫинчен ҫийӗнчех хамӑн дневнике ҫырса хутӑм; дневнике вара эпӗ тахҫанах пӑрахнӑччӗ, халӗ ӑна пӗр пысӑк ӗҫ пулса иртнине (ун ҫинчен эпӗ сана, тен, пӑртак вӑхӑт иртсен каласа та кӑтартӑп-ха) ҫеҫ ҫырма пуҫларӑм.