Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вуласа (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм тӗнчери лару-тӑру пирки калаҫнӑ пек астӑватӑп-ха, Германийӗн хӑтӑлма нимӗнле шанчӑк та ҫуккине «Правда» хаҫатӑн тахҫанхи номерне вуласа тухнипех пӗлеттӗмччӗ-ха, ненец ҫавӑн ҫинчен ҫав кунхинех инҫех мар пурӑнакан — икҫӗр километрта пурӑнакан тусне каласа пӗлтересшӗнччӗ.

Помнится, речь шла о международных делах, и, хотя анализ безнадёжного положения Германии был взят мною из очень старого номера «Правды», ненец собирался его сегодня же рассказать приятелю, который жил сравнительно недалеко от него — всего в двухстах километрах.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑннипе каласан, капитан каҫсерен куҫ хупмасть, Пысӑк Лубня ялӗнчен илнӗ ҫырӑва вӑл ҫине-ҫине вуласа тухать, акӑ ӑна темле Перышкин директор ҫырса пӗлтерет: — Катерина Ивановна Григорьева-Татаринова, хӑй пӗлнӗ таран каласан, май уйӑхӗнчех лагерьтен тухса кайнӑ, тет, апла эппин «ун чухне лагерь те Новосибирский облаҫне тухса кайман-ха».

На деле капитан не спит по ночам, читая и перечитывая письмо из села Большие Лубни, в котором какой-то директор Пёрышкин сообщает ему, что Катерина Ивановна Григорьева-Татаринова, насколько ему известно, выехала из лагеря ещё в мае, то есть «до отъезда такового в Новосибирскую область»,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татаринов капитанӑн пурнӑҫне вуласа пӗлнӗччӗ эпӗ, юлашки страници ҫеҫ хупӑннипех тӑратчӗ-ха.

Я прочёл жизнь капитана Татаринова, но последняя её страница осталась закрытой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромашов ӑна васкавлӑн вуласа тухрӗ.

Ромашов быстро прочитал бумагу.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хаҫат ҫинче мӗн ҫырнине пин хут вуласа тухрӑм эпӗ, пӑхмасӑр калатӑп.

Я прочёл заметку тысячу раз, я выучил её наизусть.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана вӑл Баренц тинӗсӗ ҫинче пыракан пысӑк вӑрҫӑ ҫинчен кӗскен ҫеҫ каларӗ пулин те, вӑл каланӑ пек тӗплӗн эпӗ кайран уйрӑм статьясенче вуласа та пӗлеймерӗм.

Очень кратко, однако гораздо подробнее, чем мне потом приходилось читать даже в специальных статьях, он нарисовал передо мною картину большой войны, происходящей в Баренцевом море.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавна эпӗ Ленинграда вӗҫсе киличчен кӑштах маларах, 1942 ҫулхи июнӗн 14-мӗшӗнче Кама хӗрринче ларса радио итленӗ чух хакларӑм, доктор ҫӗкленнӗ сасӑпа Англипе Совет Союзӗ хушшинче договор йышӑнни ҫинчен вуласа паратчӗ.

Я снова оценил её 14 июня 1942 года, за несколько дней до полёта в Ленинград, когда, сидя на берегу Камы, услышал далёкий голос диктора, с торжественным выражением читавшего договор между Англией и Советским Союзом.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ унӑн ятне вуласа тухрӑм: «Ляпидевский» тенӗ, акӑ эсӗ Ляпидевский пулаймарӑн тесе шухӑшларӑм.

Я прочитал название «Ляпидевский» и подумал: «А вот ты не стал Ляпидевским».

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ӗнтӗ ҫак заметкӑна вуласа тухӗ те, нимӗн те пулман пек хаҫатне сӗтел ҫине хурӗ тата мӗн те пулин тӑвӗ, тен хускалми куҫӗпе пӑхса, ҫиптунине салтса майлаштарса ҫыхӗ, — унтан сасартӑк урайне, пукани пек, персе ӳкӗ…

которая прочтёт эту заметку и положит газету на стол и сделает ещё что-то, как будто ничего не случилось, быть может, заплетёт и распустит косу с неподвижным лицом — и вдруг покатится на пол, как кукла…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Те вара пурнӑҫӑмра чи малтанхи хут хам ҫинчен ҫырнӑ некролога хамах вуласа тухнипе, те чӑнах та эпӗ вилес ҫӗртен хӑтӑлса юлнипе, ҫав пӗчӗк заметка мана кӳрентермеллех кӳрентерчӗ.

Потому ли, что я действительно лишь чудом спасся от смерти, или потому, что впервые в жизни пришлось мне прочитать собственный некролог, но эта заметка произвела на меня оскорбительное впечатление.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вырӑссен авалхи юрринче шӑпа ҫинчен юрлаҫҫӗ те, эпӗ хуть фаталист мар, ҫапах хам вилни ҫинчен «Красные соколы» хаҫатра хамах вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, ҫав сӑмах ирӗксӗрех пуҫӑма килсе кӗчӗ.

В старинных русских песнях поётся о доле, и, хотя я совсем не фаталист, это слово невольно пришло мне в голову, когда в газете «Красные соколы» я прочёл заметку о собственной смерти.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӗрекепе рак тытса кӑларсан Катя кулкалама пӑхрӗ, эпӗ ӑна рак мӗнле тытмалли ҫинчен пӗр пӗчӗк лекци вуласа патӑм, пуринчен ытла ҫӗрӗшнӗ какая хыпакан сенкер раксем ҫинчен каласа патӑм.

Катя стала смеяться, когда я вытащил его из воды вместе с сеткой и прочёл небольшую лекцию о ловле раков, в частности голубых, которые идут исключительно на гнилое мясо.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Павлыч вуласа пачӗ мана сан ҫыруна, эпир пӗр полковникпе канашларӑмӑр та, вӑл та пире таврӑнаканнисем питӗ нумай, терӗ.

Иван Павлыч читал мне твоё письмо. Мы советовались с одним полковником, и он тоже сказал, что очень многие возвращаются, очень.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн ҫырнине куҫӑма карса илнӗ палӑрми тӗтре витӗр вуласа тухрӑм та ҫав хӗрарӑм сӑнарлӑ пулнӑ арҫынна Ч.-ва палласа илтӗм.

Через какую-то темноту перед глазами я прочитала надпись и узнала Ч. в шлеме, делавшем его похожим на женщину.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Карточки тахҫанхиех, хӑйпӑнкаласа та пӗтнӗскер, тепӗр енче вуласа кӑларма та кансӗр, темӗн ҫырса хуни пур, саспаллийӗсен тӗсӗ кайнӑ, сарӑхса ҫухалнӑ.

Карточка была фото, очень старое, покоробившееся, с надписью на обороте, которую трудно было разобрать, потому что буквы совершенно выцвели и слились.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Еврейӗ, икӗ ҫӗлетмен тӳшек виттинчен тунӑ пӳспе чӗркенӗ вилӗ умӗнче — ку та йӑла тӑрӑхчӗ ӗнтӗ — ҫӗр хута вуласа кӗлтурӗ.

и тот всю ночь читал молитвы над покойницей, лежавшей на полу, в саване из двух несшитых простынь — тоже согласно обряду.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Килте эпӗ уҫҫыруне ҫеҫ вуласа тухма ӗлкӗрнӗччӗ-ха.

Дома я успела прочитать только открытки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та, вӑл шухӑшласа кӑларнинче е хаҫатра вуласа пӗлнинче нимӗн йӗрке те ҫукчӗ.

Конечно, всё это была ерунда, которую он сочинил или прочитал в журнале.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вуласа тухӑп.

— Нет, прочитаю.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Гослитале ҫитсен «стоматологине» те кӗмерӗм, унта мана Варя курма пултаратчӗ, ҫыруне тепӗр хут вуласа тухрӑм та, Саня ӗлӗкрех нихҫан та ҫакӑн пек ҫырманни ҫинчен шухӑша кайрӑм.

Уже приехав в госпиталь и не зайдя в «стоматологию», где она могла увидеть меня, я снова перечла письмо и вдруг подумала о том, что Саня прежде никогда не писал мне таких писем.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней