Поиск
Шырав ĕçĕ:
20. Ҫапӑҫура вӗсене пулӑшу ҫитнӗ, Агарь ҫыннисем те, ҫавсен мӗнпур пурлӑхӗ те вӗсен аллине куҫнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче вӗсем Турра тархасланӑ, Турра шанса тӑнине курса, Вӑл вӗсем тархасланине илтнӗ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Килсе ҫитнӗ элчӗсене каланӑ: Галаадри Иавис ҫыннисене ҫапла калӑр: пулӑшу сире ыран хӗвел ӑшӑтма пуҫласан пулӗ тейӗр, тенӗ.
1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен професси ӑсталӑхне, пысӑк яваплӑхне тата ырми-канми ӗҫченлӗхне пула Чӑваш Енре пурӑнакансем нумай-нумай усӑллӑ хыпарпа паллашаҫҫӗ, обществӑра ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем вӑй илсе ҫирӗпленеҫҫӗ, республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсем информаци тӗлӗшӗнчен витӗмлӗ пулӑшу илсе тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&li ... id=1556526
Пӗр пенсионерка, упӑшкипе пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнаканскер, вӗсене коммуналлӑ пулӑшу пӑхса тӑнӑшӑн та тӳлеттернине хирӗҫлерӗ.
Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Союз юлашки пилӗк ҫулта хӑйӗн пӗрлӗх членӗсене пурлӑх тӗлӗшӗнчен 930,5 пин тенкӗлӗх пулӑшнӑ /вӗсенчен 845,9 пинӗшӗ — союзӑн социаллӑ пулӑшу фондӗнчен/.
Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Пациентсем пирӗн пата пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Инновацин тухӑҫлӑ хутлӑхне йӗркелесси, малашлӑхлӑ тӗпчевсене, наукӑн малта пыракан шкулӗсене, талантлӑ ҫамрӑксемпе пултарулӑх туртӑмӗллӗ ачасене пулӑшу парасси ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗнчи тӗп-ҫул йӗр шутланать, ҫакӑ Чӑваш Республикин экономика ӳсӗмӗпе социаллӑ аталанӑвне ырӑ витӗм кӳрет.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505
Чаплӑ ӑсчахсен наукӑри ҫитӗнӗвӗсем малашнехи кал-кал аталанӑва пулӑшу кӳрессе шанса тӑратӑп.Убежден, что новые научные достижения светил науки послужат дальнейшему динамичному развитию.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2944969
Пирӗн ӑсчахсен пуҫарӑвӗсемпе проекчӗсем наука пӗрлӗхӗ хушшинче лайӑх хак илеҫҫӗ тата вӗсене патшалӑх та пулӑшу кӳрет.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749
Федераци министерстви Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче каяшсене сортлакан станцисен строительствине хушма пулӑшу кӳрес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Халӗ ача амӑшӗн /ҫемье/ капиталӗпе усӑ курмалли майсене те анлӑлатнӑ - маларах асӑннӑ мерӑсемсӗр пуҫне инвалид ачасен социаллӑ адаптацийӗ валли тӗрлӗ таварсем туянма, пулӑшу илме май пур.
Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Федераци бюджетӗнчен районти ача амӑшӗсем 228,9 миллион тенкӗлӗх пулӑшу илнӗ.
Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ҫав самантрах инкек пирки 01 телефонпа е 101 е 112 карас телефонӗпе пулӑшу службине шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
2014 ҫулхипе танлаштарсан пулӑшу хисепӗ чакрӗ.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
- Тӗрлӗ пулӑшу, субсиди илсех тӑнӑ: сухаласа акса хӑварнӑ ҫӗршӗн, ӑратлӑ выльӑх ӗрчетнӗшӗн, сӗт туса илсе сутнӑшӑн, ӳсен-тӑран отрасльне аталантарнӑшӑн тата ытти те.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх - кӑҫалхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗ Чӑваш Енре чи пӗчӗкки шутланнӑ.
Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх - кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем улшӑнмаҫҫӗ, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи пекех юлаҫҫӗ.
Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
«Володьӑн малтанхи арӑмӗнчен канӑҫ ҫук: мӗн кӑна кӑтартмарӗ-ши? Лӑпкӑ пурнӑҫшӑн, хӗвел айӗнчи вырӑншӑн кӗрешме тивет. Ҫавӑнпа сирӗнтен пулӑшу ыйтрӑмӑр. Тӗрӗслӗх — пирӗн енче, эпир никама та усал туманнине халӑха ӗнентерес килет. Пӗрмай шухӑшланипе начарланса кайрӑм ӗнтӗ. Пирӗн килте пурнӑҫ вӗрет, ҫемье вучахне ҫӗнӗрен чӗртрӗмӗр, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк туянтӑмӑр. Тӗп сакай тулли ҫимӗҫ хатӗрлетпӗр, пахча-ҫимӗҫ ӳстеретпӗр... Кунта пурӑнма тытӑнсанах кукӑль пӗҫертӗм, кил-йыш епле савӑнчӗ: «Килте кукӑль шӑрши юлашки хут хӑҫан тухнине те астумастпӑр», — терӗҫ.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Патӑрьел районӗнчи Ишлӗре пурӑнакан Владимир Катыревпа унӑн арӑмӗ Ирина Матвеева /ҫырӑннӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн хушаматне хӑварнӑ/ нимӗн тума аптӑранипе пирӗнтен пулӑшу ыйтрӗҫ.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Психологран пулӑшу ыйтма тивнӗ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №