Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗн пулнине вӑл ҫийӗнчех ӑнланса илнӗ пек туйӑнчӗ.
XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена умӗнче Инсаров ятне пӗрремӗш хут асӑнчӗҫ; вӑл хӑй хӗрелсе кайнине туйрӗ; ҫав вӑхӑтрах вара ҫавӑн пек лайӑх пӗлӗш кӗтмен ҫӗртен тухса кайнӑшӑн хӗрхеннине палӑртмалла иккенне ӑнланса илчӗ; анчах вӑл ячӗшӗн кӑна тума хӑйне пусахлама та пултараймарӗ, Анна Васильевна ахлаткаласа куляннӑ вӑхӑтра унчченхи пекех пӗр хускалмасӑр, ним шарламасӑр ларчӗ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл кӑшкӑрса янинченех, ҫын пӗр самантрах улшӑннинчен, хӑй шанчӑклӑн лӑпчӑннӑ кӑкӑрӗ хӑпара-хӑпара аннинченех, унӑн пӳрнисем ҫӳҫе мӗнле перӗннинченех Елена Инсаров хӑйне юратнине ӑнланса илме пултарчӗ.
XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ман тавра тата ман чӗрере темле ӑнланса илмелле мар ӗҫ пулса иртет пек туйӑнать — ӑна каласа ӑнлантарма пӗр сӑмах кирлӗ…Мне кажется, что вокруг меня и во мне происходит что-то загадочное, что нужно найти слово…
XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Апла пулсан, эпӗ ӑна ӑнланса илеймен иккен.
XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Епле-ха эп ӑна ку тарана ҫитсе те ӑнланса илеймен!
XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Официр господин аллисене ҫӗклесе малалла туртӑнчӗ, анчах сасартӑк тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртрӗ: вӑл ахлатса ячӗ, унӑн самӑр кӗлетки сулланса илчӗ, ҫӗр ҫинчен ҫӗкленчӗ, урисем сывлӑшра тапкаланчӗҫ, вара хӑранипе хӗрарӑмсем кӑшкӑрма ӗлкӗриччен, кам та пулсан ку мӗнле пулнине ӑнланса иличчен, самӑр кӗлеткеллӗ официр господин пӗвене шаплатса ӳкрӗ те ҫавӑнтах пӑкӑртатса тӑракан шыв айӗнче ҫухалчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Акӑ, эсир Елена Николаевна, Инсаровра ӑнланса илмелле марри сахал тесе шутлаттӑр: ҫынсем ҫавнашкал ӑнланса илмелле мар ҫӳрениех мӗне тӑрать?
XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пӗр шухӑш канӑҫ памасть мана: эпӗ ӑна маларах ӑнланса илнӗ пулсан, ӗҫе пӗлсе тытӑннӑ пулӑттӑм…Меня терзает мысль, что если б я раньше понял ее, если б я умеючи взялся за дело…
XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл темле ӑнланса илмелле мар, анчах аслӑ Венелин сывлӑхӗшӗн, Адам вӑхӑтнеллех пурӑнса болгарсен королӗ пулнӑ Крум, Хрум е Хром сывлӑхӗшӗн ӗҫрӗ.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл кашни уроках хатӗрленнӗ, ҫав тери тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫленӗ, анчах мӗн туни пӗри те ӑнман: вӑл ӗмӗтленме, кӗнекесем вулама юратнӑ; леш тӗнче пур, вӑл ытти вӑйсемпе хутшӑнса тӑрать, тесе шутланӑ, тытӑнчӑклӑ сасӑпа хыттӑн калаҫнӑ, ытларах танлаштарусемпе, ҫийӗнчех ӑнланса илмелле мар сӑмахланӑ, ҫав тери юратакан ачинчен те ютшӑннӑ.
X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Шухӑшласа ҫеҫ пӑх, эпӗ унпа пӗр ҫуртра пурӑнма пуҫлани часах акӑ икӗ ҫул ҫитет, эпӗ ӑна юратса пӑрахнӑ, анчах халь кӑна, ҫак минутра, ӑнланса илтӗм ҫеҫ мар, вӑл мӗнлине куртӑм.
IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫак чун ӑшне нихҫан та кӗрсе пӑхма, вӑл мӗншӗн хуйхӑрнине, мӗншӗн савӑннине, ун ӑшӗнче мӗн вӗренине, ӑна мӗн кирлине, вӑл ӑҫта кайнине ӑнланса илме ҫуккине пӗлетӑркачах…
IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Увар Иванович поднос ҫинчен черккине майӗпен тытрӗ те, хӑй аллинче мӗн япала иккенне ӑнланса илеймен пек, чылайччен ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ.
VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анчах Шубин господин… калӑпӑр, вӑл тӗлӗнмелле ҫын, сайра тӗл пулакан артист тейӗпӗр, ун пирки эпӗ тавлашмастӑп; ҫапах та аслисене, епле пулсан та, хӑй нумай япалашӑн хисепе хума тивӗҫлӗ ҫынна хисепе хуманни — ҫакна эпӗ dans mon qros bon sens ӑнланса илме пултараймастӑп.
VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ӑна ӑнланса илмеллех ӑс-танлӑ пулайман пулас.
VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Елена Николаевнӑна ӑнланса ҫитейместӗп эпӗ, ку тӗрӗс.
VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Аслатиллӗ ҫумӑр иртнӗ, вӗҫмесӗрех ывӑннӑ ҫуначӗсем аялалла усӑннӑ; анчах ҫак хавхалану уншӑн ахаль иртсе кайман: вӑл хӑй ӑшӗнче мӗн пулса иртнине палӑртасшӑн мар пулса, епле тӑрӑшсан та, пӑлханакан чӗре тунсӑхӗ унӑн пит-куҫӗнче палӑрнӑ, ашшӗ-амӑшӗсем вара унӑн «тӗлӗнмелле кӑмӑлне» ӑнланса илеймесӗр аптраса, хулпуҫҫисене сиктеркелесе илме те, тӗлӗнме те пултарнӑ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Йӗри-таврари япаласем пурте ӑна е тӗлли-паллисӗррӗн, е ӑнланса илмелле мар пек туйӑннӑ.Всё, что окружало ее, казалось ей не то бессмысленным, не то непонятным.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Шел ӗнтӗ, ҫавӑн евӗрлӗ хирӗҫӳсем вырӑнлӑ пулнине Елена ӑнланса илеймест.Елена, к сожалению, не понимает всей естественности подобных противоречий.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.