Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сунарҫӑсенчен нумайӑшӗ ӑна йӗрлеме пӑрахса татах пакшасем, собольсем тата ытти тискер кайӑксем тытма ҫӳреме пуҫларӗҫ.Понемногу все охотники отказались от неё и принялись опять стрелять белок, соболей и других зверей.
Хура тилӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 19–20 с.
Тискер кайӑк ҫывхарнине итлени те хальхи пек хӑрушӑ мар.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Чӑн-чӑн тискер кайӑксене… — терӗ те аллипе сулса ячӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Тискер кайӑк пекех ҫӑмламас! — кулса ячӗ вӑл, вилка вӗҫӗнчи селедка турамне пӳрнипе илсе.— Как зверь мохнатая! — засмеялся он, снимая с вилки пальцами кусок селедки.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Зимин аллинчи Маяковский сӑввисен кӗнекине курсан кулса ячӗ те: — «Тискер кайӑк пек ҫӑмламас». Аван вӗт! — тесе питшӑллине сулкаласа илчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Чи пӗчӗк тискер кайӑк, чӗрӗппе ӑтӑрсен йӑхӗнчен тухнӑскер.
Шӑши патши // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.
Кӑпӑшка юр ҫийӗн ирхине иртсе кайнӑ тискер кайӑксен йӗрӗсем анчах курӑнса выртаҫҫӗ.И только самые свежие — утренние — следы зверей чётко отпечатываются в новеньком рыхлом снегу.
Юр ҫинчи приказ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.
Тискер кайӑка йӗрпе йӗрлесе тупма, кашни кунах лайӑх кун мар, йӗрсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ, ку ҫанталӑкран килет.
Юр ҫинчи приказ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.
Унсӑр пуҫне скифсем хӑйсен килти савӑт-сапана тата хаклӑ капӑрлӑха кӑйкӑрсен, хурчкасен тата ытти тискер вӗҫен кайӑксен сӑнӗсемпе илемлетнӗ.
Кӑйкӑрсемпе сунара скиф йӑхӗсем те ҫӳренӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24927.html
Унта тискер вӗҫен кайӑкпа пӗрле пытарнӑ арҫын виллине тупнӑ.
Кӑйкӑрсемпе сунара скиф йӑхӗсем те ҫӳренӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24927.html
Ай-яй тискер хӑй — сисмесӗрех ӑш-чике шик кӗрсе вырнаҫрӗ.
Мерекке // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 9–13 с.
Унта вӗҫенкайӑк йӑва тумасть, ун патӗнчен аякран пӑрӑнса каять тискер кайӑк, хӑвӑрт ҫунатлӑ ҫил кӑна ун ҫийӗн вӗҫсе иртет, кӑвак кӗлпе йӳҫек тутӑллӑ хура тусана инҫете-инҫете хӑваласа салатать.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эпир — тискер кайӑксем пек…
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ҫавах та ӑнлан эсӗ, Яков Ефимович, текех эп ҫакӑн пек тискер кайӑк пурнӑҫӗпе пурӑнаймастӑп!— Но пойми же, Яков Ефимович, что я больше не могу жить этой звериной жизнью!
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ман санпа ним калаҫмалли те ҫук, хӑп ман ҫумран, ухмах! — тискер сасӑпа кӑшкӑрса тӑкрӗ те Капарин, сивве шӑннӑ пек, кӗрӗк пиншакӗпе кӗптенсе, ҫухавине хӑпартса, аяккалла пӑрӑнса кайрӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑна Иван Иваныч кӑшкӑрнӑ пулнӑ, ҫитменнине унӑн сасси яланхи пек пакӑлти те ӗнентерӳллӗ мар, темӗнле тискер пулнӑ, хӑлхана ҫурсах кайнӑ тата тӗрӗс тухман, уҫакан алӑк чӗриклетнӗ пек илтӗннӗ.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Металл пайсем аяк пӗрчисене хӗсе-хӗсе лартатчӗҫ, чӗн пӗрешкесем ӳте каса-каса кӗретчӗҫ, хулпуҫҫисем вутла ҫунса тӑратчӗҫ — протез вара кун пек чух пӗр-пӗр тискер те хӑрушӑ капкӑн евӗрех курӑнатчӗ.
6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫынсем — тискер кайӑксем мар, вӗсем пӗтӗмпех ӑнланӗҫ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Теприсем тискер ӗҫпе те мӑнаҫланаҫҫӗ.
10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ун чух вара Сережа каллех калаҫма чарӑнӗ, каллех тискер те хӑрушӑ каҫ пуҫланӗ.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.