Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ниҫта сăмах пирĕн базăра пур.
ниҫта (тĕпĕ: ниҫта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫын тупса памасӑр ниҫта та тухса каймастӑп…

 — И никуда не уйду… пока человека не дашь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Толике тем пулчӗ — ниҫта кайса кӗреймест.

С Толиком что-то стряслось — стоит, растерянно переминается с ноги на ногу.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Кулса ларакан халӑх ниҫта кайса кӗрейми алӑ ҫупма тытӑнчӗ.

Люди в зале принялись громко хлопать.

Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.

Чӑххисем хӗпӗртесе ӳкрӗҫ, ниҫта кайса кӗрейми кӑтиклетеҫҫӗ.

Курицы обрадовались, тут же все разом безудержно закудахтали.

Хӑна хӗр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 33–37 с.

Хальлӗхе кукамай пӗлмест-ха, ванчӑкӗсене никам куриччен пуҫтарса хутаҫа чикрӗм, хутаҫне ниҫта хума аптӑраса мунча маччи ҫине пытартӑм…

Бабушка ещё не знает, пока никто не видел, я собрал осколки в холщовый мешочек, но не знал, куда деть мешочек, и спрятал в бане на чердаке…

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Мӗскӗнӗ ниҫта кайса кӗрейми нӑрлатать.

Бедная муха как зажужжит изо всех сил!

Мерекке // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 9–13 с.

Лешӗ ниҫта кайса кӗме пӗлмест.

Та не знает, куда деваться.

Мерекке // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 9–13 с.

Халӗ ун ниҫта васкамалли те ҫук.

Теперь ему незачем было торопиться.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ниҫта та каймастӑн, — терӗ ҫирӗппӗн Фомин.

— Никуда ты не поедешь, — твердо сказал Фомин.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ахаль те унӑн чунӗ ниҫта кайса кӗрейми тӑвӑнса ҫитрӗ, тепӗр чух ӑна такам темле чӗрине ҫурмалла ҫурса янӑн, вӑл ӗнтӗ тапма чарӑнса, юн кӑна юхтарса тӑнӑн туйӑнать.

И без этого так наболело в груди, что иногда ему казалось — будто сердце у него освежевано, и не бьется оно, а кровоточит.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ниҫта кайса пуҫа чикме ҫук, ҫавӑнпа суйларӑм та.

— Деваться некуда, потому и выбрал.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑрӑм куна иртен пуҫласах ниҫта вырӑн тупаймасӑр пӑлханса ирттернӗрен Аксиньйӑн тӗлпулу савӑнӑҫӗ кӑштах сӳрӗлнӗ.

Тревога, в которой провела Аксинья весь долгий день, несколько притупила радость встречи.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ырӑ канашшӑн тавтапуҫ та, анчах кунтан эп ниҫта та каймастӑп, — терӗ Григорий тӳрккессӗн.

— За совет спасибо, но только никуда я не пойду, — упрямо сказал Григорий.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Манӑн ниҫта каймалли те ҫук.

— Мне уходить некуда.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Енчен те вӑл, ҫав эсрел тӑварӗ, ниҫта та ҫук пулсассӑн?

А ежли ее нету, этой соли, будь она трижды проклята?

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Питӗ намӑса ниҫта хураймастӑп пуль-ха ҫав мучи хӑраххи йӑх-яхшӑн.

— Станет меня совесть точить из-за такого барахла, как этот дед.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Намӑса ниҫта шӑнӑҫтараймастӑн пулӗ-ха…

— Совесть небось точит…

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильинична каллех ӗнтӗ ывӑлӗшӗн ниҫта кайса кӗрейми тунсӑхлама тытӑнчӗ, ҫакна ниепле те пытарма пултараймарӗ.

Ильинична с новой силой затосковала по сыну и скрыть этого не смогла.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Карчӑк ывӑлне ниҫта кайса кӗреймесӗр тӗмсӗлсе кӗтрӗ, кирек мӗн чухне те ӑна аса илчӗ.

Старуха с величайшим нетерпением ждала сына и вспоминала о нем при всяком случае.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ҫын малтанласа ниҫта хускалмасӑр тӑчӗ, пирӗн сулӑсене бинокльпе пӑхрӗ, унтан кӑшкӑрашса та аллисене сулкаласа ҫырманалла чупса анчӗ.

Человек сначала стоял не шевелясь, наблюдая наши суда в бинокль, потом, с криками и размахивая руками, побежал к воде.

Ҫул ҫинче ҫырса пынӑ журнал // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней