Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑтартнӑ (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Григорий Светӑна юрататчӗ, лешӗ ӑна — ҫук, — аса илет унӑн тантӑшӗ Ольга Ривкина. — Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх — Света унпа ашшӗнчен айккинерех пулас тесе ҫеҫ ҫырӑнма килӗшнӗ».

«Григорий любил Свету, а она его - нет, - вспоминала ее подруга и сокурсница по МГУ Ольга Ривкина. - Света признавалась мне, что согласилась с ним расписаться, чтобы скрыться подальше от отца».

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Кремль принцесси» мӗнлерех пулни ҫинчен «Комсомолкӑна» экспертсем каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Виктор каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, комисси ППЭри балсене тата абитуриентӑн сывлӑх ҫирӗплӗхӗпе ӳт-пӳ пиҫӗлӗхне шута илет.

По словам Виктора, комиссия учитывает баллы ППЭ, здоровье и выносливость.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Тинтерех туяннӑ техникӑна ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче предприяти Шупашкарти Хӗрлӗ лапама илсе тухсах кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12446.html

Ҫакна «Дорэкс» акционерсен обществи хӑйӗн техника паркне кӑтартнӑ чух ҫирӗплетсе панӑ.

Помоги переводом

Ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12446.html

Ҫӗнӗ Вӗренер ялне ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвне ирттерме час-часах каяттӑмӑр, вӗрентекенсен вӑйӗпе сахал мар концерт кӑтартнӑ пуху хыҫҫӑн.

Помоги переводом

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Пенза облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Иван Белозерцев Чӑваш Республикипе ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ: «Эпир Чӑваш Ене килсе унӑн ертӳлӗхӗпе Правительствин ӗҫӗн опытне нумай енӗпе тишкеретпӗр. Шупашкарти хӑтлӑх ҫӳллӗ шайра пулни пире килӗшет. Ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе Пенза облаҫӗ япӑх мар ӗҫлет пулин те эсир пӗлтӗр пирӗнтен иртсе кайрӑр. Чӑваш Республики паян ӑнӑҫлӑ аталанать, ҫакӑ пире те савӑнтарать».

Помоги переводом

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Нумай ҫулхи опыт кӑтартнӑ тӑрӑх — ҫав лаптӑксенчен тухӑҫ тӑватӑ-пилӗк центнер сахалрах тухать.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Депутат каланӑ тӑрӑх — ӑна пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме ашшӗ-амӑшӗ хӑнӑхтарнӑ, ку енӗпе хӑйсем ырӑ тӗслӗх кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ю.Зорин ертсе пынипе тата хӑй те хастар хутшӑннипе Куславкка районӗн энциклопедине кун ҫути кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Тӗп йӑх-несӗл тымарне вырнаҫтарнӑ май, Иван Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халал йӗркисене илсе кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Черетлӗ чун ҫимӗҫӗ // Николай МАЛЫШКИН. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Юлашкинчен командӑн ҫӗнӗ тӗп тренерӗ пулма темиҫе ҫул ЦСКА коллективне ертсе пырса лайӑх результатсем кӑтартнӑ Леонид Слуцкие уйӑрса лартрӗҫ.

Помоги переводом

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Тӗнче чемпионачӗсенчи чи лайӑх кӑтартӑва СССР команди Англире иртнӗ турнирта кӑтартнӑ, 4-мӗш вырӑн йышӑнса /1966 ҫ./ пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.

Помоги переводом

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Аслӑ лейтенант салтаксене ялан тӗслӗх кӑтартнӑ, савӑнпа ӑна юлташӗсем хисепленӗ.

Помоги переводом

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Атте каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Кӗҫтук Кольцова вӑл вӑрҫа Шупашкартан ӑсатнӑ.

Помоги переводом

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Савӑнӑҫлӑ мероприятие пуҫтарӑннисене пурне те автор саламласа Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнисене асӑнса Аслӑ Улхашра 30 ҫул каялла хӑйӗн пӗрремӗш палӑкне вырнаҫтарнине каласа кӑтартнӑ.

Автор поздравил всех собравшихся на торжество и рассказал, как 30 лет тому назад установил свой первый памятник погибшим в ВОВ в селе Старые Алгаши.

В. Сатай поэт палӑкне уҫнӑ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12331.html

Сӑмахран, Элӗк, Красноармейски районӗсенче халӑх судйинче ӗҫленӗ А.Р.Логинов лейтенант 1943 ҫулта кӗркунне Днепр шывӗ урлӑ каҫнӑ чухне ӗмӗр асран кайми паттӑрлӑх кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Ачасемпе тӑтӑшах тӗл пулса вӑрҫӑ хӗн-асапӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Чӑваш Республикин ӗҫлев министрӗ Сергей Димитриев, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Чепрасова каласа кӑтартнӑ тӑрӑх — республикӑра пурӑнакансем уявсенчи мероприятисен хальчченхинчен те йышлӑн, хастар хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑнта ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Лапсарта пурӑнакан Аркадий Никифорович Петров вӑрҫӑ мӗн иккенне кам та пулин каласа кӑтартнӑ е тӗрлӗ фильмпа литература тӑрӑх мар, хӑй фронтра малти линире пулнӑран питӗ лайӑх пӗлет.

Уроженец Батыревского района деревни Турун, ныне живущий в Лапсарах, Аркадий Никифорович Петров знает хорошо что такое война не понаслышке или по разным фильмам и литературе - он сам был на передовой линии фронта.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней