Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑтартнӑ (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑкӑр машинӑна шар кӑтартнӑ

Бык понес машине ущерб.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Унта ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ Энӗшпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, кайран хӑйсен кун-ҫулне вут-ҫулӑмпа кӗрешессипе ҫыхӑнтарнӑ ентешсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

В этой работе юный краевед рассказала об уроженцах Шоркистры, земляках, которые посвятили свою жизнь борьбе с огнем.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Тӑрӑмри Владимир Егоров «XXI ӗмӗрти Кулибин» куравра хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ трактора кӑтартнӑ пулсан, Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти Алексей Данилов вӗрентекен ертсе пынипе районти 4 шкулта /Елчӗкре, Аслӑ Елчӗкре, Кушкӑра тата Лаш Таяпара/ вӗренекен ҫамрӑк ӑстаҫӑсем робот техникипе паллаштарнӑ.

Если Владимир Егоров из Сабанчино на выставке "Кулибин XXI" представил самодельный трактор, то под руководством учителя Яльчикской общеобразовательной средней школы Алексея Данилова в 4 школах района (в Яльчиках, Байдеряково, Кошки-Куликеево, Лащ Таяба) учащиеся юные конструкторы представили технику-робот.

Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Эпир вуланӑ хайлавра та пӗр пӗчӗк шӑрпӑкран пысӑк инкек пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

И в рассказе, который мы прочитал, написано, как из маленькой спички получилась большая беда.

Хӑрушсӑрлӑх йӗркисемпе паллашаҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Иккӗмӗш турта медсестрасем хӑйсен професси ӑсталӑхне, теори пӗлӗвне кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Вӗсенчен вуннӑшӗ конкурсра хӑйсен профессилле ӑсталӑхне кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Асӑннӑ ӗҫе пуҫласа Мускаври чи пысӑк «Космос» кинотеатрта кӑтартнӑ.

Упомянутую работу показывали впервые в самом большом кинотеатре "Космос", в Москве.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

— Пирӗн организаци ҫинчен http:www.ofizery.ru сайтра ҫырса кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Николай каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, шкулти вӗрентекенсен хушшинче пӗр ҫамрӑк та ҫук.

По рассказам Николая, молодых учителей вообще нет.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

нчи хуҫалӑхсене пӑрлӑ ҫумӑр шар кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Ҫанталӑк ашкӑнать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Пӗлтӗр Шупашкарта иртнӗ Европа чемпионачӗн хастарӗ Анжелика Сидорова Сочире хӑйне лайӑх енчен кӑтартнӑ.

Прошлогодняя активистка чемпионата Европы, проходивший в Чебоксарах, Анжелика Сидорова в Сочи показала себя с лучшей стороны.

Сочирен — Шупашкара // Хыпар. «Хыпар», 2016.06.07, 86-87№

Пӗр ҫуллӑх хӑварма килӗшнӗ хыҫҫӑн патшалӑх ҫуртӗнчи ачисене пырса та курман-мӗн, — каласа кӑтартнӑ чухне шеллев туйӑмне палӑртмасӑр чӑтаймасть иккӗмӗш амӑшӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫавӑн пекех Владимир Васильев Гродно хулинчи телекурава тата «Гродненская правда» хаҫата интервью панӑ, чӑваш халӑхӗ, унӑн пуян историйӗпе культури ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Унта, Галина Александровна каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗрре пулсан юррисене нихӑҫан та манмастӑн.

Помоги переводом

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче вара пайҫӑсем ҫӗнӗ свидетельствӑсем кӑтартнӑ.

Помоги переводом

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Росреестрӑн республикӑри управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, йышӑнура кӑтартнӑ лаптӑксене 2015 ҫулхи ака уйӑхӗнчех учетран кӑларнӑ.

Помоги переводом

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Пӗр сӑввинче вӑл хӑйӗн вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫӑмӑл мар ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне сӑнарлӑн ӳкерсе кӑтартнӑ.

В одном из стихов она образно рисует свое детство и молодость в годы войны.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Харьковри юридици институтӗнче те хӑйне пур енчен те лайӑх кӑтартнӑ пултаруллӑ ҫамрӑк.

Талантливый молодой человек в Харьковском юридическом институте показал себя с хорошей стороны.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Квинт» калавра килсӗр, хуҫасӑр йытӑсен терт-нуши ҫинчен ӗненмелле ҫырса кӑтартнӑ.

Помоги переводом

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Вӑл ҫав вӑхӑтрах общество ӗҫӗнче те, профсоюзра, хастарлӑх кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней