Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗпер ҫинче ятлаҫнӑ хыҫҫӑн вӑл Аникейпе пӗр-пӗччен тӗл пулса калаҫманччӗ-ха, халӗ вӑл ун лутра ҫамкаллӑ, шурӑ та хытӑ, татса пӗтернӗ евӗр куҫ харшиллӗ, яланах тин ҫеҫ ҫывӑрса тӑнӑ пек курӑнакан, кӳпчек пичӗ ҫине куҫӗсене хӗссе, тинкерсе пӑхрӗ.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксюшӑ хӑй тӗллӗн, хӑй пуҫӗпе шухӑшласа пӑхма пултаракан ҫын пулнӑ, ял хуҫалӑх техникумне пӗтернӗ хыҫҫӑн тӳрех колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тимирязевкӑ пӗтернӗ хыҫҫӑн Ял хуҫалӑх министерствине кайма хут илсен, Мажаров хӑйӗн мӑнаҫлӑхне пытарса тӑман, хӑй пысӑк учрежденире ӗҫлеме тивӗҫлӗ пулнипе савӑннӑ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫыран хӗррине выльӑхсем пӗтӗмпех таптаса, тумхахлатса пӗтернӗ, ура йӗрри лакӑмӗсенче шыв кӑваккӑн йӑлтӑртатать, пӗр лакӑмӗнчен хура сӑмсине каҫӑртса сарӑ пӗсехеллӗ кайӑк шыв ӗҫет.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Районти хыпарсене яланах ыттисенчен маларах пӗлекен ерҫӳллӗ тантӑшӗн сӑмахӗсене Ксюша аран итлесе пӗтернӗ, ирӗксӗрех йӑл кулса сывпуллашнӑ та, унтан лашана ура кӗлипе хырӑмӗнчен тапса, куҫран ҫапакан нӳрлӗ ҫиле хирӗҫ вӗҫтернӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксюша ялтан аякра, уйра, урапасем ҫӑрса пӗтернӗ хура ҫул ҫинче, ҫӑлтӑрлӑ сивӗ тӳпе айӗнче тӑна кӗнӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑй ӑшӗнче Константина ӳпкелесе пӗтернӗ, унтан сасартӑк: вӑл чирлесе ӳкнӗ пулсан, тен, эпӗ ӑна ухмахла, айӑпсӑрах вӑрҫатӑп тесе шухӑшласа илнӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эпӗ фронтра кун пек йӗксӗке ҫеҫ мар пӗтернӗ, — тенӗ вӑл, ҫывӑхран ҫеҫ куракан куҫӗсене хӗссе.— Я на фронте и не такую сволочь уничтожал, — щуря близорукие глаза, отвечал он.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫакна эпир ытла та кая юлса ӑнланма пуҫлатпӑр, — тенӗ Мажаров, унтан кӑштах чӗнмесӗр ларнӑ, вара хуйхине пытараймасӑр каласа пӗтернӗ:
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл, ҫак сӑмахсене каласа хӑйӗн мӗн пур вӑйне пӗтернӗ пек, пӗр самант чӗнмерӗ, унтан пӑшӑлтатса хушса хучӗ:И, помолчав немного, словно потратил на эту фразу весь запас своих сил, добавил шепотом:
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Вӗсене Егор ҫапла пӑсса янӑ, илӗртсе пӗтернӗ, — шухӑшларӗ Аникей. — Иисус пек кӑтартасшӑн хӑйне, ырӑ ятлӑ пуласшӑн».
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӑна чарас мар-тӑк — кунта вӑл пурне те тахҫанах штраф хурса тухнӑ пулӗччӗ, суда парса, тӗрмене лартса пӗтернӗ пулӗччӗ, коммунизма пӗчченех йӑртлаттарӗччӗ!
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун умӗнче ватса пӗтернӗ, ланкашкаллӑ, тарӑн урапа йӗриллӗ йывӑр ҫул мар, тикӗс те сарлака шоссе сарӑлса выртать тейӗн ҫав.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ачасем пилешне татнӑ чух аялти туратсене хуҫа-хуҫа пӗтернӗ, ҫӳлте ҫеҫ пиҫсе ҫитнӗ шултра сапакасем ҫулӑм сапса илӗртеҫҫӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗтӗмпех юхӑннӑ, пӗтӗмпех тустарса пӗтернӗ, йӗри-тавра, ҫырма хӗррине ҫитичченех, — кӑвак ҫум курӑк пусса илнӗ пуш-пушӑ вырӑн.Все было разорено и растаскано, и кругом, до самого оврага, — задичалый, в сивом бурьяне пустырь.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пур ҫӗрте те тӑратса ҫырнӑ шалчасем курӑннӑ, шалчасем ҫинче утиалсем, ҫӗтӗк-ҫурӑк кӗпе-тӑла татӑкӗсем ҫакӑнса тӑнӑ; шалашсем умӗнче, таптаса пӗтернӗ курӑк ҫинче ушкӑнӑн-ушкӑнӑн, е пӗччен-пӗччен ҫынсем ларнӑ; хӑшӗ чӗлӗм туртса ларнӑ, хӑшӗ вут чӗртне, хӑшӗ кӗпине сапласа ларнӑ; унтах пӗр ҫамрӑк арӑм ачине чӗчӗ ӗмӗртсе ларнӑ, ҫывӑхрах ача-пӑчасем картла вылянӑ, пӗчӗк ачасем выляса, йӗрсе ҫӳренӗ; карчӑк ассӑн сывласа ларнӑ; шалашсем ӑшӗнчен алӑри ачасем ӳсӗрни, амӑшӗсем ачисене ачашласа юрлани, е вӑрҫса аван мар сӑмахсем каланӑ сасӑ, е пӗр-пӗр ватӑ ҫын ассӑн сывласа Турӑ ятне асӑннӑ сасӑ илтӗннӗ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Анчах киле тавӑрӑнма та май пулман: килте пӗр япала та юлман, пурне те сутса пӗтернӗ, сутса пуҫтарнӑ укҫана та ҫул ҫинче нумай ҫисе пӗтернӗ, юлашки укҫа ҫӗнӗ ҫӗре пырса вырӑнаҫма та те ҫитейӗ, те ҫитеймӗ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Тӗттӗме хӑнӑхманнипе куҫӗпе чылайччен нимӗн те уйӑраймарӗ, юлашкинчен курчӗ: сарса хунӑ кивӗ сӗтел ҫитти ҫинче ҫур бутылка сӑмакун ларать, ҫатма ҫинче кӑмпӑсланса кайнӑ ӑшаланӑ ҫӑмарта пур, шӑшисем ҫурри кӑшласа пӗтернӗ ҫӑкӑр татӑкӗ выртать; чӳлмекне йывӑҫ ывӑспа ҫӑтӑ хупса хунӑ…
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл вилнӗ лаши ҫинчен йӗнерне хывса снаряд ванчӑкӗсем таткаласа пӗтернӗ хӑмӑшсем хушшине кӗрсе ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — каллех пулемет тикӗссӗн шӑтӑртатса кайрӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Снарядсем алтӑкласа пӗтернӗ урамсене ҫӗрле тин кӑштах чун кӗнӗ пек пулчӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.