Поиск
Шырав ĕçĕ:
20. Ҫавӑ палӑк Египет ҫӗрӗнче Саваоф Ҫӳлхуҫана уяса тӑнине пӗлтерекен, астутарса тӑракан паллӑ пулӗ: хӑйсене хӗсӗрленӗ чухне вӗсем Ҫӳлхуҫана йӑлӑнӗҫ те, Вӑл вӗсене ҫӑлакан тата хӳтӗлекен ярса парӗ, вӗсене хӑтарӗ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑ кун Египет ҫӗрӗн варринче Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн пулӗ, ун чикки ҫумӗнче вара Ҫӳлхуҫана аслӑласа лартнӑ палӑк пулӗ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ун чухне тӗреклӗ те патвар халӑхран, аякранах хӑрушшӑн курӑнакан халӑхран, ҫӗрне юханшывсем ҫурса иртекен ҫӳллӗ те пурне те таптакан халӑхран Саваоф Ҫӳлхуҫана Сион тӑвӗ ҫине, Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе хисепленекен вырӑна, парне кӳрӗҫ.
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ун чухне савӑнса ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗсенчен шыв ӑсатӑр, 4. ҫавӑ кун калатӑр вара: Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Унӑн ятне асӑнӑр; Унӑн ӗҫӗсене халӑхсем хушшинче пӗлтерӗр; Унӑн ячӗ аслӑ ят пулнине астутарсах тӑрӑр; 5. Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр: Вӑл виҫесӗр аслӑ ӗҫ тунӑ, — ҫакна пӗтӗм ҫӗр пӗлсе тӑтӑр.
Ис 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ Турӑ — манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм: Ӑна шанатӑп та — хӑрамастӑп; Ҫӳлхуҫа — манӑн вӑй-хӑватӑм, юрласса та Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлатӑп — Вӑл маншӑн ҫӑлӑнӑҫ пулчӗ.
Ис 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче усаллине те, сиенлине те тумӗҫ, мӗншӗн тесессӗн, шывсем тинӗсе тултарса тӑнӑ евӗр, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе ҫитӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ, ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑл сывлӑшӗ, ӑнланупа хӑватлӑх сывлӑшӗ, пӗлӳпе тасалӑх сывлӑшӗ тӑрӗ; 3. Ҫӳлхуҫана хисеплесси Унӑн савӑнӑҫӗ пулӗ, Вӑл куҫӗ мӗн курнипе сут тумӗ, хӑлхи мӗн илтнипе татса памӗ ӗҫе.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: Израиль йӑлкӑмӗ тата Иаков килӗнчен ҫӑлӑнса юлнисем ӗнтӗ хӑйсене аркатса тӑкнӑскере шанма пӑрахӗҫ, вӗсем пӗтӗм таса чунран Ҫӳлхуҫана ҫеҫ, Израилӗн Святойне ҫеҫ, шанса тӑрӗҫ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вара Хӑйӗн сӑнне Иаков килӗнчен хупланӑ Ҫӳлхуҫана ӗненетӗп, Ӑна шанса тӑратӑп.17. Итак я надеюсь на Господа, сокрывшего лице Свое от дома Иаковлева, и уповаю на Него.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Саваоф Ҫӳлхуҫана таса чунпа хисеплӗр, Унран хӑрӑр, Унран чӗтресе тӑрӑр!13. Господа Саваофа - Его чтите свято, и Он - страх ваш, и Он - трепет ваш!
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ахаз: ыйтмастӑп, Ҫӳлхуҫана сӑнамастӑп, тенӗ.12. И сказал Ахаз: не буду просить и не буду искушать Господа.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ ӗнтӗ ҫапла каларӑм: хуйхӑ ҫитрӗ мана! пӗтрӗм эпӗ! мӗншӗн тесессӗн эпӗ таса мар чӗлхе-ҫӑварлӑ этем, пурӑнасса та эпӗ халӑх хушшинче таса мар чӗлхе-ҫӑварпа пурӑнатӑп, — куҫӑм вара Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, курчӗ, терӗм.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Озия патша вилнӗ ҫулхине эпӗ питех те ҫӳлте, ҫӳллӗ аслӑ пукан ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм.1. В год смерти царя Озии видел я Господа, сидящего на престоле высоком и превознесенном,
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иерусалим ҫапла арканӗ, Иуда ҫапла тӗп пулӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен сӑмахӗ те, ӗҫӗ-хӗлӗ те — Ҫӳлхуҫана хирӗҫ; Унӑн мухтавлӑхӗшӗн йӗрӗнмелле япала ку.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара ҫӗр ҫинчен Ҫӳлти Турра кӗлтурӑм, вилӗмрен ҫӑлтӑрччӗ тесе тархасларӑм: 14. мӑнаҫлӑ ҫынсем тапӑннӑ чухне пулӑшу ҫуккине курса, хӗн-асаплӑ кунсенче мана ан пӑрахсамччӗ тесе Ҫӳлхуҫана, Ҫӳлхуҫамӑн Ашшӗне тархасларӑм.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫине, Пурне те Тытса Тӑракана, Ҫӳлти Турра, пуҫҫапмашкӑн пӗтӗм халӑх пӗр харӑс ҫӗре ӳкнӗ; 20. псалом юрлакансем вара Ӑна янӑравлӑн мухтанӑ; сӑваплӑ Ҫурт талккӑшӗпе ытарайми юрӑ хӑватлӑн янӑранӑ, 21. Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланӑ вӑхӑтра пӗтӗм халӑх Ырӑлӑхлӑ Ҫӳлти Турра кӗлтуса тӑнӑ, кӗлӗ пӗтичченех ҫапла тунӑ вӗсем.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Парне вырӑнӗн вут-ҫулӑмӗ умӗнче тӑрса парнелӗхе кӳнӗ пайсене священниксен аллинчен илнӗ чухне 14. ун тавра пуҫкӑшӑль пек ҫавӑрса илнӗ тӑванӗсем тӑнӑ, вӗсем Ливан ҫинчи кедр хунавӗсем евӗрлӗ пулнӑ, ӑна финик йывӑҫӗн турачӗсем пек хупӑрланӑ; 15. ҫавӑнтах Ааронӑн пур ывӑлӗ те мӗнпур чапӗ халлӗн тӑнӑ, пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче вӗсем аллисенче Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне тытса тӑнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара вӗсен алли те, чӗри те чӗтрене ернӗ, вӗсем ача ҫуратакан арӑм пек асапланнӑ; 22. аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, хӗрхенекен кӑмӑллӑ Ҫӳлхуҫана тархасланӑ, 23. Святой вӗсен кӗллине тӳперен часах илтнӗ, вӗсене Исаия аллипе ҫӑлса хӑварнӑ; 24. Вӑл Ассири ҫарне ҫапса салатнӑ, вӗсене Унӑн Ангелӗ пӗтерсе тӑкнӑ: 25. Езекия Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пурӑннӑ, Давид ҫулӗнчен — хӑй ашшӗ ҫулӗнчен — пӑрӑнман, вӑл пуласлӑха тӗрӗс куракан аслӑ Исаия пророк вӗрентнӗ пек пурӑннӑ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа ӑна вуншар-вуншар пин ҫын аслӑланӑ, мухтав пуҫкӑшӑлӗ пиллесе, Ҫӳлхуҫана тав туса мухтанӑ ӑна.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хӑйне пур енчен те тӑшманӗсем хӗстернӗ чухне вӑл Пурне те Пултаракан Ҫӳлхуҫана тархасланӑ, Ӑна парнене ҫамрӑк путек кӳнӗ — 20. Ҫӳлхуҫа вара тӳперен аслати авӑттарнӑ, аслати кӗрленӗҫемӗн Унӑн сасси илтӗнсе тӑнӑ, 21. Тир ҫулпуҫӗсене, Филисти хуҫисене пурне те пӗтерсе тӑкнӑ.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.