Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Эсӗ чӑннипе, тӳррипе, тӗрӗссипе: «Турӑ пур!» тесе тупа тусассӑн, халӑхсем Унран пиллӗх илӗҫ, Унпа мухтанӗҫ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй эсир, Ҫӳлхуҫа ҫинчен аса илтерсех тӑракансем! шарламасӑр ан тӑрӑр, 7. Вӑл Иерусалима ҫӗр ҫинче мухтава кӑлариччен, ӑна ҫӗнетиччен Унӑн умӗнче шарламасӑр ан тӑрӑр, 8. Хӑйӗн сылтӑм аллийӗпе, Хӑйӗн ҫирӗп вӑй-хӑвачӗпе Ҫӳлхуҫа тупа тунӑ: ӗнтӗ санӑн тырруна текех тӑшманусене ҫитермӗп, ют халӑхсен ывӑлӗсем эсӗ ӗҫлесе тунӑ эрехе ӗҫеймӗҫ.
Ис 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Иаков килӗ, хӑвӑра Израиль ячӗпе чӗнекенскерсем, Иуда вӑрлӑхӗнчен пуҫланса кайнӑскерсем, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑваканскерсем, тӳррипе, чӑннипе мар пулин те Израиль Туррине пуҫҫапакансем, итлӗр ҫакна.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑ кун Египет ҫӗрӗнчи пилӗк хула Ханаан чӗлхипе калаҫма тытӑнӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑвӗ; пӗр хулине хӗвел хулийӗ тейӗҫ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24-25. Саваоф Ҫӳлхуҫа тупа тусах калать: Ассура Хамӑн ҫӗрӗм ҫинче ҫапса салатас тесе, ӑна Хамӑн тӑвӑм ҫинче таптаса тӑкас тесе Эпӗ мӗнле шутланӑ — ҫаплах пулӗ; Эпӗ мӗнле палӑртнӑ — ҫаплах килсе тухӗ; унӑн сӳсменӗ Израиль ҫинчен хывӑнӗ, вӗсен хулпуҫҫийӗ ҫинчен унӑн йывӑрлӑхӗ сирӗлӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Лешӗ вара тупа тусах калӗ: «халӑх суранне сыватаймӑп эпӗ; манӑн килӗмре ҫӑкӑр та, тумтир те ҫук: мана халӑх ҫулпуҫӗ ан тусамӑр» тейӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Аслӑ Авраам — нумай-нумай халӑхӑн тӗп ашшӗ, ун пек мухтавлӑ ҫын урӑх пулман та; 20. вӑл Ҫӳлти Туррӑн саккунне тытса тӑнӑ, Унпала халал хывнӑ, 21. халала хӑйӗн ӳчӗ ҫинче ҫирӗплетнӗ, хӑйне сӑнанӑ чухне тӳрре тухнӑ; 22. ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ӑна тупа туса сӑмах панӑ: санӑн вӑрлӑху урлӑ халӑхсем те пиллӗх илӗҫ, тенӗ; 23. ӑна ҫӗрти хӑйӑр пӗрчи чухлӗ ӗрчетме, унӑн вӑрлӑхне ҫӑлтӑр йышӗ таран ӳстерме пулнӑ, тинӗсрен пуҫласа тинӗсе ҫити, юханшывран пуҫласа тӗнче хӗррине ҫити ҫӗр пама пулнӑ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Авалхи пек паллӑсем кӑтартсам, ҫӗнӗ кӗтретсем пултарсам; 7. аллуна, хӑватлӑ сылтӑм аллуна, чапа кӑларсам; хаярлӑхна кӑтартсам, ҫиллӳне ҫитерсем; 8. хирӗҫ тӑракана пӗтер, тӑшмана аркат; 9. вӑхӑта хисте, тупа тунине аса ил — Санӑн аслӑ ӗҫӳсем ҫинчен пӗлтерччӗр.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пушӑ сӑмах ҫаптарса тупа тӑвакансенчен ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать, вӗсем тавлашнине илтсессӗн хӑлха питӗрӗнсе ларать.14. Пустословие много клянущихся поднимет дыбом волосы, а спор их заткнет уши.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӑтӑшах тупа тӑвакан йӗркерен тухать, унӑн килӗ-ҫуртӗнчен хӗн-асап татӑлмасть.11. Человек, часто клянущийся, исполнится беззакония, и не отступит от дома его бич.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ялан патак ҫиекен чура суранран хӑтӑлса ҫитеймен евӗр, ялан Святой ячӗпе тупа тӑвакан та ҫылӑхран тасалаймасть.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав ҫилле вӑл ӳт вӑйӗпе, кӑралпа ҫӗнтермен, хаса паракана сӑмахпа, аттемӗрсене тупа тунине, вӗсемпе халал хывнине аса илтерсе парӑнтарнӑ: 23. ӗнтӗ вилнисем пӗрин ҫинче тепӗри купаланса выртнӑ чухне вӑл, варрине тӑрса, ҫилле чарса лартнӑ, чӗррисем патне пыракан ҫула пӳлсе хунӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӗсем тупа тӑвакан йӗрӗхсен вӑйӗ ҫук, йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗ хыҫҫӑн яланах ҫылӑх тӑвакансене айӑплакан сут пулать.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Анчах вӗсене уншӑн та, урӑххишӗн те, йӗрӗхсене пуҫҫапса Турӑ ҫинчен йӗркесӗр шухӑшланӑшӑн та, таса йӗркерен йӗрӗнсе суя тупа тунӑшӑн та айӑплӗҫ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Чунсӑр йӗрӗхсене шанса тивӗҫсӗр тупа тунӑшӑн хӑйсене хаса ҫитесси ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ те.29. Надеясь на бездушных идолов, они не думают быть наказанными за то, что несправедливо клянутся.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ята та тивӗҫсӗр йӗрӗхсене пуҫҫапни — кирек мӗнле усаллӑхӑн пуҫламӑшӗ, сӑлтавӗ, вӗҫӗ, 28. мӗншӗн тесессӗн вӗсем е савӑнса ашкӑнаҫҫӗ, е суя пӗлтереҫҫӗ, е йӗркесӗр пурӑнаҫҫӗ, е тупа тунине ҫийӗнчех пӑсаҫҫӗ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӗнтӗ пурте пӑтрашӑнса кайнӑ: юн тӑкаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ, улталаҫҫӗ, астараҫҫӗ, шӑв-шав тапратаҫҫӗ, пӗрне-пӗри сутаҫҫӗ, тупа тунине пӑсаҫҫӗ, ырӑ ҫынсене чӑрмантараҫҫӗ, 26. ырӑ тунине манаҫҫӗ, чунсене ирсӗрлеҫҫӗ, арҫынни-хӗрарӑмне уйӑрса тӑмаҫҫӗ, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнӑҫа мӑшкӑллаҫҫӗ, асӑхаҫҫӗ, иртӗхеҫҫӗ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен ашшӗсене Эсӗ ырӑлӑх пама тупа тунӑччӗ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патша сӑмахне тата Турӑ умӗнче тупа тунине астусах тӑр.2. Я говорю: слово царское храни, и это ради клятвы пред Богом.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Васкаса тупа туни, кайран ҫеҫ каллӗ-маллӗ шухӑшлани — ҫыншӑн танатапа пӗрех вӑл.25. Сеть для человека - поспешно давать обет, и после обета обдумывать.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.