Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аксинйӑн мамӑкланса тӑракан кӑтра ҫӳҫ пайӑркисемлӗ вӑр-ҫаврака мӑйне астуса илчӗ, вара хӑйне ҫухавийӗ хушӑкӗпе тарлӑ ҫурӑмӗ ҫине такам чикекен типӗ утӑ хылчӑкӗ сапнӑ пек туйса илчӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл, пиҫсе кайнӑ ӳт ҫине тӑвар сапнӑ майлӑн, хӑвӑрттӑн та шӑппӑн вак-тӗвек сӑмахсемпе перкелешсе илчӗ те татӑлса кайнӑ вырӑна сыпӑнтарса та хучӗ.Посыпала мелкой тишайшей скороговоркой, будто солью на обожженное место, и связала разрыв.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тап-таса шӑлса кайнӑ ҫӗр урайне хӗрлӗрех хӑйӑр сапнӑ, малти кӗтесри саксем ҫинче — кӑмакаран кӑларнӑ кукӑльсем.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Малтан ҫилленнӗ тата шӑнса кайнӑ хӑна валли сӗтел ҫине пӗр черкке эрехпе пӗрле пахча ҫимӗҫӗнчен хатӗрленӗ тӗрлӗрен апат: чӗрӗ тата тӑварланӑ хӑяр — укроп шӑршиллӗскер; чышкӑ пекех пысӑк, касса вакламан, ҫиеле симӗс сухан хунӑ помидорсем тин анчах тӑварланӑ, «панулми пекех» помидорсем, ҫӳхе те ҫутӑ тирлӗскерсем; тата чӗрӗ помидорсем, вӗсене турилкке ҫине суханпа тата ҫӑмартапа касса хутӑштарнӑ, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗпе сапнӑ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак темшӗн аса килсе кӗнӗ сӑмахсене вӑл темиҫе хут ӑшра каларӗ, унӑн яп-яка хырса тасатнӑ питӗнче кулӑ сӳнме пӗлмест; ыйӑхран вӑрансан ху кӗҫех атте пуласси ҫинчен шухӑшлама епле лайӑх-ха, шутларӗ вӑл, вара ӑна йӗри-тавра кам пур — пурте ун ҫине пӑхнӑ пек, пурин пичӗсем те хӑйӗн пекех телейлӗ кулӑпа ҫуталса тӑнӑ пек туйӑнать; хӗвел пайӑркисем чӳрече кантӑккисем ҫинче нихҫан та паянхи пек йӑлтӑртатса ҫуталман; тап-таса та кӑн-кӑвак тӳпенелле кармашса ларакан йывӑҫсем темшӗн ӗнерхинчен ҫӳллӗрех та лапсӑрккарах пулнӑ; такам ҫӑра пылпа сапнӑ пек ҫутӑ-сарӑ тӗслӗ пиҫсе ҫитнӗ абрикоссем шутсӑр нумай ҫакӑнса тӑракан турат хӳме урлӑ усӑнса аннӑ, анчах Сергее ҫав турат хӑйне евӗрлӗ кулса ӑна пуҫ тайнӑн туйӑнать; турат ҫинче абрикосран та пысӑк мар ылтӑн мӑйлӑ кайӑк ларать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Бригадӑсен станӗсенче ҫынсем ҫук-ха, тасатса шыв сапнӑ йӗтемсем ҫине халь анчах тарасасем илсе килнӗ, васкавлӑн тунӑ ӳплене тырӑ виҫекен вырнаҫнӑ; юсаса тасатнӑ ҫулсем тӑрӑх тырӑ тиенӗ грузовиксем тусан мӑкӑрлантармаҫҫӗ-ха, хӑмӑл ҫинче те ҫӗмелсем чӑпарланмаҫҫӗ, анчах тырӑ вырмалли вӑхӑт ҫывӑххи ӗнтӗ пур ҫӗрте те: уй-хир пӗтӗмпех сарӑ тӗспе сӑрланнинче те, шӑрӑх пӗлӗтре те тата тӑрисен сасси ҫеҫ пӑсакан нихҫан пулман темле уйрӑмла шӑплӑхра та палӑрать…
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Йӑрансем вӑл пурпӗрех чавнӑ, унта удобрени сапнӑ, вӑрӑсем акса шӑтарнӑ пулсан та, ҫак ҫамрӑк та ачаш тӗпсене хальчченхи пек юратман.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Алӑк хыттӑн уҫӑлса кайрӗ, кабинета ҫамрӑк та савӑнӑҫлӑ, сухалне яп-яка хырса питне пудра сапнӑ сара кӑтра ҫӳҫлӗ Иван Шамрай утса мар, вӗҫнӗ пек кӗчӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унта хӗвелҫаврӑнӑшсем ӳсеҫҫӗ; астӑвать Татьяна: кунта вӑл ҫуркунне ҫеҫ килнӗччӗ-ха, вӗсене мӗнле апат памаллине хӗрарӑмсене кӑтартса панӑччӗ, — халӗ, авӑ, хӗвелҫаврӑнӑшсем ҫын ҫӳллӗш ӳснӗ, вӗсем пысӑк пуҫланса, чечекленсе кайнине, аякран пӑхсан, симӗс ҫулҫӑ ҫине хурт пылӗ сапнӑ пекех туйӑнать.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл чӑлхи пек сарӑрах ҫутӑ сандали, ҫурӑмпа кӑкӑр ҫинче кӑвак хӑюсем тыттарнӑ ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ, кӑштах пудра сапнӑ пичӗ савнӑҫлӑ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Хытӑ сапнӑ вӑл кунта! — терӗ Андрей, пуҫне сулласа.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Андрей ҫӳҫ пайӑркине усӑнтарса витре хӗрринчен ӗҫнӗ, Марийка хӑйӗн алхасас шухӑшлӑ куҫӗсене унӑн тарланӑ ҫурӑмӗ ҫинчен илмесӗр пӑхнӑ, Андрей тӳр тӑрсанах, Марийка ӑна тепӗр витринчи шыва ывӑҫласа илсе сапнӑ.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах вӑл техника енӗпе ялан хаваслансах пулӑшнӑ: ҫутӑ майлаштарнӑ, икӗ еннелле уҫӑлакан чаршав тунӑ, декорацисем ҫакнӑ, сцена хыҫӗнче аслати, ҫил-тӑвӑл тунӑ, юр сапнӑ; кӗскен каласан, ҫутҫанталӑк вӑй-хӑвачӗсен заведующийӗ пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Малалла каласа пама ыйтатӑп, — терӗ Мигунов, — Ҫапла вара, Николаев поручик питне сӑрапа сапнӑ, эсир ҫавӑнта чарӑнтӑр…
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тепри, — хӗрлӗ пурҫӑн кофтӑпа тӗттӗмтерех юбка тӑхӑннӑ, илемлӗ пылак питне путӑр сапнӑ, ҫаврака, хура, сарлака куҫ харшиллӗ хулхурах сарӑ хӗрарӑм, — Ромашов патне пычӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Полк адъютанчӗ черетпе ӑна тата, хӑй пекех, пӗр тӗн тытакан ун икӗ юлташне хӗҫ ҫивчӗшӗ ҫинче тӑвар сапнӑ ҫӑкӑр татӑкӗсем пырса панӑ, ҫаксем ҫавсене алӑпа ним тӗкӗнмесӗр, ҫӑварпа кӑна илсе, хыпнӑ та ҫавӑнтах ҫисе те янӑ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Лавкка урайне шыв сапса тухнӑ; шывне, ахӑртнех, ирӗклӗн шухӑшлакан пысӑк фантазиллӗ ҫын сапнӑ пулас, мӗншӗн тесен тем тӗрлӗ те тӗрлесе пӗтернӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Виличчен асламӑшӗ чӗрӗччӗ, пасартан мӑкӑнь вӑрри сапнӑ ҫемҫе шушка иле-иле килетчӗ, халӗ ӗнтӗ авӑ ҫывӑрать те ҫывӑрать, ҫывӑрать те ҫывӑрать…
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пит чӗрӗ куҫлӑ, вут-хӗм сапнӑ пек тинкерсе пӑхать, пророк пек ҫӗкленсе те поэт пек ҫунатланса пӑхнӑ чух ун питне ырӑ сӑнар кӗрет, хӑй вӑл сивӗ чирпе тертленнӗ, йывӑр ӗҫре хавшанӑ, нихҫан та тӑраниччен ҫывӑрман.
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Багдадри султан арӑмӗн кӗпине алмаз сапнӑ пек, вӑл хӗвел ҫинче пин те пин хӗлхемпе йӑлкӑшса йӑлтӑртата пуҫларӗ.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.