Поиск
Шырав ĕçĕ:
Федераци Тӗп Саккунӗн йӗркисене пӑсса тунӑ ӗҫсене йӑнӑш та, ҫитменлӗх те теме ҫук.
Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
54. Ҫӗр хӗрӗх пиллӗкӗмӗш ҫулхине хаслев уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче Туррӑн парне вырӑнӗ ҫине йӗрӗнчӗк лартса хунӑ, Иудея хулисем тавра чӳк вырӑнӗ тунӑ, 55. алӑк умӗнче, урамра тӗтӗрнӗ, 56. Турӑ саккунӗн кӗнекисене мӗн тупнине ҫура-ҫура тӑкса вута пӑрахса ҫунтарнӑ; 57. кам та кам патӗнче халал кӗнекине тупсассӑн, кам та кам саккуна уяса пурӑннӑ пулсассӑн, патша хушнипеле ҫав ҫынна вилӗм аллине панӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑйсен вырӑнӗнче пӗр хускалми тӑчӗҫ вӗсем, чӗрӗк кун хушши хӑйсен Туррийӗн саккунӗн кӗнекине вуларӗҫ, кайран чӗрӗк кун ҫылӑх каҫарттарчӗҫ, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине пуҫҫапрӗҫ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Турӑ саккунӗн кӗнекине кашни кунах — малтанхи кунран пуҫласа юлашки кунчченех — вуларӗҫ.18. И читали из книги закона Божия каждый день, от первого дня до последнего дня.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем пурте, пӗр ҫын пек, Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑна пуҫтарӑнчӗҫ те Ездра кӗнекеҫӗне Ҫӳлхуҫа Израиле панӑ Моисей саккунӗн кӗнекине илсе килме каларӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пухӑннӑ кӗмӗле кӑларса илнӗ чухне Хелкия священник Моисей урлӑ панӑ Ҫӳлхуҫа саккунӗн кӗнекине тупнӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах вӑл ҫынвӗлеренсен ачисене тивмен, мӗншӗн тесессӗн Моисей саккунӗн кӗнекинче, Ҫӳлхуҫа халалӗнче, ҫапла каланӑ: «ачисемшӗн ашшӗсене хаса пама юрамасть, ашшӗсемшӗн ачисене хаса пама юрамасть, кашнийӗ хӑй тунӑ усал ӗҫшӗн ҫеҫ вилӗме тивӗҫлӗ» тенӗ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑйсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫа саккунӗн кӗнекине илсе, вӗсем Иудейӑра вӗрентсе ҫӳренӗ; хуларан хулана ҫӳресе пур ҫӗре те ҫитнӗ, ҫапла вӗрентнӗ халӑха.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Фараон хӗрне вара Соломон Давид хулинчен урӑх ҫӗре, ятарласа ун валли лартнӑ кермене, куҫарса пынӑ, вӑл каланӑ: Израиль патшийӗн Давидӑн ҫуртӗнче хӗрарӑм пурӑнма тивӗҫлӗ мар, мӗншӗн тесессӗн сӑваплӑ вырӑн ку — унта Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи кӗнӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Священниксем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑйӗн вырӑнне, Турӑ Ҫурчӗн Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмне, херувимсен ҫуначӗсем айне, лартса хунӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн хыҫҫӑн Соломон Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине Давид хулинчен, Сионран, куҫарса килмешкӗн Израилӗн аслӑ ҫыннисене, пӗтӗм йӑх пуҫӗсемпе Израиль ывӑлӗсен ӑру пуҫлӑхӗсене пурне те Иерусалима чӗнсе пуҫтарнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ саккунӗн арчине Давид унччен Кириаф-Иарим хулинчен Иерусалима, кӗлӗ чатӑрӗ лартса хатӗрленӗ вырӑна, илсе килнӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ саккунӗн арчине илсе килсессӗн, ӑна Давид ун валли хатӗрленӗ чатӑр варрине лартнӑ та Турра пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Давид виссон тум тӑхӑннӑ пулнӑ, ҫавӑн пекех Турӑ саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан левитсем те, юрӑҫӑсем те, кӗвӗ калакансемпе юрӑҫӑсен пуҫлӑхӗ Хенания та ҫавӑн йышши тумпах пулнӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Шевания, Иосафат, Нафанаил, Амасай, Захария, Ванея, Елиезер священниксем Турӑ саккунӗн арчи умӗнче трупа кӑшкӑртса пынӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Верехия тата Елкана Турӑ саккунӗн арчине хуралласа пынӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турӑ саккунӗн арчине ун валли хатӗрленӗ вырӑна куҫарса килме Давид Израиль ҫыннисене пурне те Иерусалима пуҫтарнӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑй хулинче Давид тата та ҫуртсем лартнӑ, Турӑ саккунӗн арчи валли вырӑн хатӗрленӗ, ун валли чатӑр тунӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Турӑ саккунӗн арчи Аведдар ҫуртӗнче виҫӗ уйӑх пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Аведдар килне тата унӑн мӗн пуррине йӑлтах пилленӗ.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Давид вара Турӑ саккунӗн арчине хӑй патне, Давид хулине, илсе каяс темен, ӑна Геф ҫыннин Аведдарӑн ҫурчӗ еннелле ҫавӑрнӑ.13. И не повез Давид ковчега к себе, в город Давидов, а обратил его к дому Аведдара Гефянина.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.