Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мана мӗнле йывӑр ӗҫ кӗтнине пӗлетӗр пуль ӗнтӗ?
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Ҫаксем, ӗҫ нумаййи ҫине йӑвантарса каласа пӗтерменнисем, Аникея пур енчен те ӑнланмаллах мар ҫав, вӑл ытларах та ытларах иккӗленме пуҫларӗ, шанчӑкне ҫухатса, ҫыранти йывӑҫ пек пулса пычӗ: паян вӑл, сип-симӗсскер, хӑйне мӗн кӗтнине пӗлмесӗр, юхса выртакан шыв ҫине пӑхса капӑрланса ларать-ха, турачӗсемпе ҫиле тытать, ыран акӑ таҫта шалта ӑна ҫӗр ҫинче тытса тӑнӑ тымарӑн юлашки чӗтренчӗк шӑнӑрӗ татӑлать те, йывӑҫ йӑванса шыв ҫине кӗрӗслетсе ӳкет…
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах Ксени хай ҫине шӑтарас пек пӑхса, ыйтуллӑн ялкӑшса тӑракан куҫсем мӗн кӗтнине каласа та пӗтереймерӗ, унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче тахӑшӗ сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларнӑ пек хӑйӑлтатса, кашта ҫине ларнӑ чӑхла лайӑх мар кӑшкӑрса ячӗ…
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӑна Ксенипе лайӑх пулнӑ, вӑл хӑй ӑна юратни-юратманни ҫинчен пӗрре те шухӑшламан, тен, хӑйне ыран мӗн кӗтнине пӗлменрен шухӑшламан пулӗ е хӑй мӗн тунине ӑнланса илме тӑрӑшман.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл хӑйне ялта мӗн кӗтнине те, унта мӗн тӑвассине те пӗлмест, ҫапах та, хӑй юлашки ҫулсенче пурӑнса ирттерни вӑхӑтлӑх тата иртсе каймаллискер ҫеҫ пек, чӑн-чӑн пурнӑҫ тин ҫеҫ ҫывхарса ҫитнӗ пек.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Питне ниме те пӗлтермен, ҫав вӑхӑтрах канӑҫсӑррӑн кӗтнине палӑртакан кулӑ тухнӑ.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Йӑлтӑртатман хура ҫӳҫне, варринчен уҫса, яп-яка тураса тирпейленӗ, ҫавна пула унӑн типшӗм пичӗ, мӗн пуласса асӑрханса кӗтнине пӗлтерекенскер, тата тӑсӑкрах пек курӑнать.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Виҫӗ сердебиецпа пӗрле пӗр хваттере вырнаҫнӑ Штокман хӗрлӗармеецсене пӑлханса сӑнарӗ, пӗррехинче сердобсксемпе ҫав тери хытӑ хирӗҫсе илнӗ хыҫҫӑн полка пысӑк хӑрушлӑх кӗтнине йӑлтах ӑнланчӗ.
XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тахҫанах уя тухмаллине, Киркил ҫӑлкуҫӗ патӗнче ӑна агроном кӗтнине сасартӑк аса илчӗ те Стефан Петрович алӑк патӗнче чӑпӑркка тытса тӑракан Афанасий ҫине сиввӗн пӑхрӗ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей ыран каҫхине ӑна Савва кӗтнине, унта Ирина пулассине аса илчӗ.Сергей вспомнил, что завтра вечером его ждет Савва, что там будет Ирина.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Тунсӑхланине те, кӗтнине те пӗлетӗп.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шӑп пулчӗҫ, вара Сергей халӑх вӑл тухса каласса кӗтнине ӑнланчӗ.Наступило молчание, и Сергей понял, что все ждут его выступления.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑйне усал вилӗм кӗтнине ӑнланать вӑл.
Ҫакас е каҫарас // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Йытӑсем выртакан картиш тӗлне ҫитсен, Андрейпа Лена чарӑнса тӑчӗҫ; Найда вӗсем ҫине шанчӑклӑн, йытӑсем ҫине, хӑйне малалла мӗн кӗтнине туйса, сыхланарах пӑхма пуҫларӗ.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫынсем саланчӗҫ пулсан та, Сергей тӗттӗм пуличченех исполкомра пулчӗ, унӑн хырӑмӗ питех те выҫнӑ, килте ӑна лайӑх апат кӗтнине пӗлнӗ вӑл — паян Ирина дежурствӑра мар, — анчах кӑшт вӑхӑтлӑха та пулин кайса килме пултарайман.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Виҫӗмкун ун килне Кондратьев килчӗ, тӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен калаҫрӗ, марьяновецсем килессе кӗтнине пӗлтерчӗ, кунтах тата актив пухуне пыма чӗнчӗ.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тен, хама мӗн кӗтнине туйнӑ пиркиех, пурнӑҫри савӑнӑҫсемпе сывпуллашмаллине сиссех ҫапла киленсе пынӑ-и тата?Или именно потому особенно наслаждался, что знал, что меня ожидает, и прощался с радостями жизни.
XXV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл качча тухрӗ те ҫав юратуран хӑйне кирлӗ хӑшпӗр япаласене илме пултарчӗ, анчах мӗн кӗтнине пӗтӗмпех илеймерӗ.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫак ҫынсенчен нумайӑшӗсем хӑйсене мӗн кӗтнине чухласа илмен, тӑшманпа ҫапӑҫма мӗнрен пуҫламаллине пӗлмен, мӗншӗн тесен вӗсем тӑшмана хӑйсен ялӗсенче курман.
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак кунах Татьяна пур бригадӑсенче те пулчӗ, ҫынсемпе тӗл пулчӗ, вара пур ҫӗрте те: татӑк-кӗсӗкӗн, астумасӑр каланӑ сӑмахсенче, калаҫусенче, ытахаль калаҫнинче те, — колхозниксем «Красный кавалерист» колхозра темле улшӑну пуласса кӗтнине туйса илчӗҫ.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.