Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑнтӑралла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрлехи тикӗт сӑнлӑ хура тӳпе тӑрӑх талккишпех мӑкӑрланса куҫакан ҫумӑр пӗлӗчӗсене ҫил кӑнтӑралла хӑвалать.

По черному небу ветер гнал на юг сплошные клубящиеся тучи.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑнтӑралла шуса кайнӑ фронтри лару-тӑрупа вӑл халь пӗртте интересленмерӗ.

То, что происходило на отодвигавшемся к югу фронте, его не интересовало.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Донӑн ҫурҫӗр енчи пур станицӑсем те кӑнтӑралла тапаланаҫҫӗ.

На юг двигались все северные станицы Дона.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Беженецсен темтепӗр тиенӗ йышлӑ лавӗсем кӑнтӑралла вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлаҫҫӗ.

Огромные обозы беженцев тянулись на юг.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна кӗркуннепе ахаль те пурте аса илтерсе тӑрать: ӳкекен ҫулҫӑ та, кӑвак тӳпере кӑнтӑралла вӗҫсе каякан хуркайӑк картисем те, сарӑхса ҫӗр ҫумне выртнӑ курак та…

А о ней осенью и без этого все напоминает: и падающий лист, и с криком пролетающие в голубом небе станицы гусей, и мертвенно полегшая трава…

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗтӳ ҫӳретекен пусура ҫеҫкине тӑкнӑ чалкам кӑвак армути тӗмӗсене тӗксӗм шурӑ тӗс ҫапрӗ, Дон леш енчи тирексен тӑррисем сарӑхрӗҫ, садсене антоновка улми шӑрши витерчӗ, инҫетри пӗлӗт хӗррисем кӗркуннехилле ҫуталса тасалчӗҫ, ҫаралса юлнӑ хирсенче кӑнтӑралла вӗҫсе каякан тӑрнасен пирвайхи картисем те курӑнкалама тытӑнчӗҫ.

На выгоне тускло белела отцветшая сизая полынь, верхушки тополей за Доном пожелтели, в садах резче стал запах антоновки, по-осеннему прояснились далекие горизонты, и на опустевших полях уже показались первые станицы пролетных журавлей.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Казак полкӗсем, тӑтӑшах контратакӑна куҫса, кашни укрепленирех кӑштах та пулин тытӑнкаласа тӑрса, хӗрлӗ ҫарсен хӑйсенчен вӑйлӑрах чаҫӗсем хӗснипе кӑнтӑралла чакаҫҫӗ.

Казачьи полки под давлением превосходящих сил противника отступали на юг, переходя в частые контратаки, задерживаясь на каждом рубеже.

XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан мӑн ҫул кӑнтӑралла пӑрӑнса кӗчӗ.

Потом шлях отошел на юг.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗрлисем хыпаланса чакни ҫинчен Вешенскинче паллӑ пулсанах Григорий Мелехов юланутлӑ икӗ полкпа пӗрле Дон урлӑ тӳрӗрен ишсе каҫрӗ, вӑйлӑ разъездсем кӑларса ярса, кӑнтӑралла кайма тапранчӗ.

Тотчас же, как только в Вешенской стало известно о спешном отступлении красных частей, Григорий Мелехов с двумя конными полками вплавь переправился через Дон, выслал сильные разъезды и двинулся на юг.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий штаба таҫта ҫул ҫинче хӑварса, ҫапӑҫура 3-мӗш утлӑ полка ертсе пыма йышӑнчӗ, маларах юланутлӑ разъездсем кӑларса ячӗ те поход йӗркипе кӑнтӑралла, Пономаревка слободи еннелле тапранса кайрӗ.

Григорий, кинув где-то по дороге штаб, взял на себя командование 3-м конным полком, выслал вперед конные разъезды, походным порядком тронулся на юг, направлением на слободу Пономаревку.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аялта, Чирӑн тепӗр енче, Каргински станица вырнаҫнӑ, ун хыҫӗнче, ҫемҫен авӑнкаласа, вырӑнӗ-вырӑнӗпе тип ҫырмасемпе варсем таткаланӑ ҫеҫенхир кӑнтӑралла тӑсӑлать.

Внизу, по ту сторону Чира, лежала Каргинская, за ней на много верст мягким сувалком уходила на юг степь, кое-где перерезанная поперек балками и логами.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисен батарейи, хирти йӗтем ҫинче маскировка туса, сылтӑм ҫыран хӗрринче пухӑнакан повстанецсем ҫине Крутовскинчен Дон ҫумӗпе кӑнтӑралла кукӑрӑлса кӗрекен ту юппинчен кашни кун ир пуҫласа каҫчен тупӑсемпе персе тӑрса Мускав полкне пулӑшрӗ, унтан Дон леш енче вырнаҫнӑ Елански хуторӗ ҫине снарядсем тӑкма тапратрӗ.

С гористой отножины обдонского отрога, что лежит от Крутовского на юг, красная батарея, маскируясь на полевом гумне, ежедневно с утра до вечера обстреливала скоплявшихся на буграх правобережья повстанцев, поддерживая цепи Московского полка, потом переносила огонь и сеяла его по хутору Еланскому, расположенному по ту сторону Дона.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӳпе ҫуллахи пекех ҫӳллӗ те янкӑр кӑвак, шурӑ кӑтра пӗлӗтсем те ҫуллахи майлах кӑнтӑралла шӑваҫҫӗ.

Небо было по-летнему высоко и сине, и по-летнему шли на юг белые барашковые облака.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Халех кӑнтӑралла.

Немедленно на юг.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫывӑхра ҫул айккинчи хытхура тӗмӗсем, тикӗс мар сӑртсем, шӑртланчӑк тип ҫырмасем хирӗҫ килнӗ пек курӑнаҫҫӗ, аякра, ҫунапа тан шуса, юрлӑ хирсем кӑнтӑралла кукӑрӑлса куҫаҫҫӗ.

Вблизи бурьяны над дорогой, холмистая зыбь, щетинистые буераки наплывали навстречу, а дальше снежные поля, кружась, шли на юг вровень с санями.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗнтӗ темиҫе сехетренех килне-ҫуртне тата тӑван хуторне пӑрахса таҫта кӑнтӑралла каясса, тен, урӑх унтан нихҫан та таврӑнаймасса вӑл ниепле те тӗшмӗртсе пӗтереймерӗ.

До его сознания как-то не дошло, что вот через несколько часов он покинет баз и хутор и поедет куда-то на юг и, может быть, даже не вернется.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил ӑна пиҫӗ хулла авнӑ пек ҫӗр ҫумнелле авса лӑпчӑтать, кассӑн-кассӑн юхса килсе тӑрмалать, тӗмескелентерсе тулашать, кӑвакрах шурӑ сарӑ хумсене е кӑнтӑралла, е хӗвеланӑҫнелле хӑвалать.

Ветер упруго приминал его, наплывая, шершавил, бугрил, гнал то к югу, то к западу сизо-опаловые волны.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро, кайӑк вӗҫсе иртнине сӑнаса тӑчӗ те: — Ӑшӑтать, кӑнтӑралла ҫул тытать авӑ, — терӗ.

Петро проследил за полетом, сказал: — К теплу, на юг правится.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Озеров полкӗ ҫӗнӗ оборона йышӑнчӗ: Шаракшанэ батальонӗ — Садки ялӗн хӗвеланӑҫ хӗррипе; Журавский батальонӗ — шоссерен сылтӑмра, ача ҫурчӗпе пионер лагерӗн пӳрчӗ ларакан вӑрман тӑрӑх тӑрса, Нефедьевкӑна каякан ҫула картласа лартрӗ; Головко батальонӗ — шоссерен сулахайра, чугун ҫултан пуҫласа Рождественно ялӗ урлӑ — кӑнтӑралла.

Полк Озерова занял новый рубеж обороны: батальон Шаракшанэ — по западной окраине деревни Садки; батальон Журавского — правее шоссе, по лесу, где были здания детского дома и пионерского лагеря, оседлав дорогу в Нефедьево; батальон Головко — левее шоссе, от железной дороги на юг, включая деревню Рождествено.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унтан хӗвелтухӑҫнелле, кӑнтӑралла тата хӗвеланӑҫнелле Мускав ҫывӑхӗнчи вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗлӗнмелле тавралӑх сарӑлса выртни курӑнать: вуншар-вуншар саласемпе ялсем, вунтӑватӑ чиркӳн тӑррисем, Тростенскин сарлака кӳлли, горизонт патне ҫитиех тӑсӑлакан вӑрманлӑ шыв-шурсем…

На восток, юг и запад с нее открываются необозримые, чудесные просторы подмосковной земли; десятки сел и деревень, купола четырнадцати церквей, огромное Тростенское озеро, лесное половодье до горизонта…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней