Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кукамай, шӑллӑм тата эпӗ пӗчӗк сарайра, тӗрлӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк сарса хунӑ вутӑ ҫинче ҫывӑрса пурӑнаттӑмӑр; пирӗнпе юнашар, хӑмаран тунӑ шӑтӑк-ҫурӑклӑ стена хыҫӗнче, хуҫа чӑххисене хупмалли вите пулнӑччӗ; каҫпа вара эпир тутӑ чӑхсем ҫывӑрса каяс умӗн вӗсем силленкелесе илнисене тата кӑлӑкланисене илтеттӗмӗр; ирхине пире ылттӑн тӗслӗ, уҫӑ саслӑ автан вӑрататчӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ҫав кун каҫпа тухса тарас тенӗччӗ, анчах кӑнтӑрлахи апат умӗн керосинка ҫинче купӑста яшки ӑшӑтнӑ чухне, эпӗ шухӑша кайнипе яшкине вӗремех кӗртсе янӑ, керосинкине сӳнтернӗ чухне апат савӑтне тӳнтертӗм ятӑм хам алӑ ҫине, вара мана больницана леҫсе хучӗҫ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ вӑл каҫпа вилми мӗншӗн лайӑх пулнине чухласа илеймерӗм.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Юрать-ха, вӑл каҫпа вилчӗ… — терӗ хуҫа.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Приказчик мана урипе тапа-тапа вӑрҫрӗ, хуҫа мана пуҫран йывӑр ылттӑн ҫӗррипе шаккарӗ, Саша мана хӑлхаран ярса тытса туртма хӑтланчӗ, каҫпа килелле тавӑрӑннӑ чухне вӑл мана хыттӑн каласа вӗрентсе пычӗ:
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Каҫпа тӳпе тасалчӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Каҫпа Дженни патне лайӑх тумланнӑ, ҫӳҫне тирпейлӗн якатнӑ, чипер те ҫамрӑк пикесем килчӗҫ.Вечером к Дженни пришли ее подруги, молоденькие барышни с челками на лбу, хорошо одетые и милые.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хӑш чухне тӳпе тӑрӑх пӗчӗк шурӑ пӗлӗт татӑкӗ шӑва-шӑва иртет; каҫпа ҫав пӗлӗт хӗрелет те инҫетелле, хӗвеланӑҫнелле ҫывӑрма каять.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫав кун каҫпа, ҫуркуннехи ҫумӑр шарлаттарса ҫунине пӑхмасӑрах, Зубавинпа юлташӗсем машина ҫине ларчӗҫ те Первомайски урам вӗҫне, ту енне, ҫитсе чарӑнчӗҫ.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Шӑв-шав лӑплансанах сас-чӳсӗр хӑрушӑ сӗмлӗхе темӗнле чун кӗнӗ пек туйӑнчӗ, ӗмӗлкесем выляма пуҫларӗҫ, Учана вара ҫак тӗттӗм каҫпа хура йывӑҫсем хӑрушшӑн ҫурӑлса каяссӑн туйӑнчӗҫ.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Иккӗмӗш кунне, каҫпа, обходчик хӑйӗн океан леш енчен килнӗ хӑнисене ӑсатрӗ, пӑрахӑҫа тухнӑ кивӗ садсем тӑрӑх, ҫӑра тӗтре витӗр вӗсене Тисса хӗрринелле ертсе кайрӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Каҫпа эпир ҫак ту хушӑкне антӑмӑр.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗррехинче каҫпа, эпир Зухин патне пухӑнса ҫитсен, тетрадьсем ҫинелле ӳпӗннӗ Оперов, ывӑс ҫинчи шӑн ҫуртасӑр пуҫне, бутылка ӑшӗнчи шӑн ҫуртӑна та хӑй ҫывӑхне куҫарса лартрӗ, вара физикӑпа вӗттӗн ҫырса тултарнӑ тетрадьсене ҫинҫе сасӑпа вулама пуҫларӗ, шӑп ҫав вӑхӑтра пӳлӗме хуҫа арӑмӗ кӗчӗ те Зухина такам ун патне ҫыру илсе килни ҫинчен пӗлтерчӗ.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн тирпейле, тӑпӑл-тӑпӑл ҫуртра вӑл ӗмӗрех халь ҫеҫ килсе кӗнӗ ҫын пек пурӑнчӗ: е ҫывӑрма вӑхӑт ҫитичченех выртать е кая юлать, тӑрасса та вӑхӑтра тӑмасть; кӑнтӑрлахи апата хӑш чух тухать, хӑш чух тухмасть; каҫпа та хӑш чух апатланать, хӑш чух апатланмасть.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗлтӗр Володя хӑй юратнӑ хӗрӗн кошелекне чуптунине аса илсе, эпӗ те ҫапла тума хӑтланса пӑхрӑм, вара чӑнах та, каҫпа пӳлӗмре пӗччен чух чечек ҫине пӑха-пӑха ӗмӗтсемпе йӑпанма тата ӑна тута ҫумне тытма пуҫласан, кӑмӑл темле ыррӑн ҫемҫелсе кайнине, хам юратнине туйса илтӗм; ҫакӑн хыҫҫӑн юрататӑп тесе темиҫе кун хушши шухӑшласа ҫӳрерӗм.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫпа, эхер хӑнасем ҫук пулсан, сулхӑн галерейӑра чей ӗҫсен тата аттепе пӗрле хуҫалӑха пӑхса ҫаврӑнсан, эпӗ хамӑн ӗлӗкхи вырӑна, Вольтер кресли ҫине, выртатӑп та, Катенька е Любочка музыка каланине итленӗ май, вулатӑп тата ӗлӗкхиллех ӗмӗтсемпе йӑпанатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫпа вӑл хӑна пӳлӗмӗнче ури-аллипех диван ҫине хӑпарса выртать, чавси ҫине таянса ҫывӑрать е ним кулмасӑр акӑш-макӑш суйма пикенет, хӑшпӗр чух калама лайӑх мар япаласем ҫинчен суйма тытӑнать, вара Мими ҫиленет, пичӗ пӑч-пӑч хӗрелсе каять, эпир ахӑлтатса кулатпӑр, аттепе тата сайра хутра манпа калаҫнине шутламасан, вӑл ҫемьери, ытти ҫынсемпе пуринпе те пули-пулми япаласем ҫинчен кӑна калаҫать.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫул ҫинче, Мускав хӑварнӑ асаилӳсемпе йӑпанса пынӑ май, эпӗ Сонечка Валахинӑна аса илтӗм, анчах вӑл та пулин каҫпа, пилӗк станци урлӑ иртсе кайсан кӑна пулчӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав кунах каҫпа Колпиковпа пулса иртнӗ мыскара ҫинчен Дмитрие каласа парсан, Колпиков мӗнле тумланнине тӗплӗн каласа кӑтартсан, вӑл питӗ хытӑ тӗлӗнчӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Е каҫпа ҫурта ҫутинче хӑвӑн пӳлӗмӗнте ларатӑн; ҫурта ҫунӑкне хырма е пукан ҫинче тӳрленерех ларма сасартӑк пӗр самантлӑха вуламашкӑн чарӑнатӑн та ун-кун пӑхса илетӗн; алӑксем патӗнче, кӗтессенче пур ҫӗрте те тӗттӗм, ҫуртра ним сас-хура та ҫук, — ҫак шӑплӑха тӑнламасӑр, уҫнӑ алӑк витӗр тӗттӗм пӳлӗм сӗмлӗхнелле тинкермесӗр, вӑрахчен ним хусканми ларса йӑпанмасӑр е аяла анса мӗнпур пушӑ пӳлӗмсене кӗрсе пӑхкаласа ҫӳремесӗр ниепле те чӑтма ҫук.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.