Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каҫпа сăмах пирĕн базăра пур.
каҫпа (тĕпĕ: каҫпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫпа Ухтивана пӗҫертсе пӑрахрӗ.

Потревоженная рана вновь засочилась.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсем хирте ӗҫлесе Каҫпа килне килеҫҫӗ, Каҫхи апат тунӑ чух: «Нарспи, Сетнер», — тееҫҫӗ.

Помоги переводом

Силпире // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Аслӑ урам тӑршшӗпе Чиксӗр тусан кӑларать, Хура чикан пек хура Каҫпа килне таврӑнать.

Помоги переводом

Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Паян, хӗр туйӗ килсен, Каҫпа хӗве хупмалла.

Помоги переводом

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ман вулаканӑм, ман юлташӑм, Ирпе, каҫпа та сӗм ҫӗрле Эпир санпа йӗрпе тухасшӑн Ырмасӑр пытӑмӑр пӗрле.

Помоги переводом

XXXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Каҫпа пуҫланмаллаччӗ бал, Анчах паян Ишутӑн траур.

Помоги переводом

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халь ӗнтӗ ватӑ — вӑхӑт ҫитнӗ: Ирпе каҫпа шӑм-шак сурать, Иртни ҫине шап-шур тум витнӗ — Вӑл, вӑхӑт, хӑй тӗсне хурать.

Помоги переводом

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ытла та улшӑнуллӑ пулнӑ Чечек аслашшӗн ӑраскалӗ: Ирпе йӗрсен, каҫпа вӑл кулнӑ.

Помоги переводом

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ученӑй юлташ каҫпа кунта килет.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫ черетне вӗсем тахҫанах тӗрӗс йӗркелесе хунӑ: каҫпа ӗҫлени канма кӗрсе вырнаҫать, каҫхине канса вӑй пухни савӑнӑҫлӑн ӗҫе тухать.

Помоги переводом

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫпа ӑна вӗрилентерсе пӑрахрӗ, вӑл вутра ҫуннӑ пек ӑшаланма тапратрӗ.

Помоги переводом

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫпа 11 сехетре Хӗрлӗ Площаде кайрӑмӑр, унта эпир Парад волонтерӗсемпе пӗрле трибунӑсем ҫине парнесем хурса тухрӑмӑр.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӳ Парачӗ // Нина РОМАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Ир-ирех тухса каять те сӗм каҫпа ҫеҫ таврӑнать.

Помоги переводом

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Каҫпа юхан шыв хӗрринчи хӳшӗре вӗсем, пӗр-пӗрне тахҫантанпах курман савнисем пек, ҫӗрӗпе сӑмахласа выртрӗҫ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫпа ҫӗр каҫма тӗттӗм пӳрте хупса тул енчен питӗрсе илеҫҫӗ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунтан Юмансар хӗрӗсемпе каччисем яланлӑхах тухса кайсассӑн ирпе те каҫпа кам хитре юрӑсем юрласа мухтӗ сана?

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫпа Нухрат чӑтаймарӗ, каччӑ чӑнах та хӑйне кӗтес пек, пахча хыҫне тухрӗ.

Помоги переводом

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑлхар паттӑрӗ тутарсем вӗлернӗ хыҫҫӑн чӗрӗлнӗ, халӗ вӗсене кӑнтӑрла та, каҫпа та канӑҫ памасть, пӑлхарсене хӳтӗлет тетчӗҫ.

Помоги переводом

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ку пӑнчӑсене тӗрӗс пӗлсе пусмасан тата хӑш уйӑхра, кӑнтӑрла е каҫпа кун пек тумаллине пӗлмесен санӑн ним те тухмӗ.

Помоги переводом

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Каҫпа выртсан та час ҫывӑрса каяймарӗ икӗ юлташ: аса илмеллисем нумай пулчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней