Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Вара Исаакӑн тӳпем вырӑнӗсем пушанса юлӗҫ, Израилӗн таса теекен ҫурчӗсем те арканӗҫ, Иеровоам килне хирӗҫ Эпӗ хӗҫпе ҫӗкленӗп, терӗ.
Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Галаад ӗнтӗ Авен пулса кайрӗ пулсан, вӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ; Галгалра парне пама пӑрусем пусатчӗҫ, вӗсенӗн парне вырӑнӗсем ана йӑранӗсем ҫинчи чул куписем евӗрлехчӗ.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль ҫылӑхӗ — Авенри тӳпем вырӑнсем — тӗп пулӗҫ; вӗсен чӳк вырӑнӗсем пулнӑ ҫӗрте йӗплӗ курӑкпа ҫумкурӑкӗ ӳссе ларӗ, вара вӗсем тусене: «хупласа илӗр пире» тейӗҫ, сӑртсене: «йӑтӑнса анӑр пирӗн ҫине!» тейӗҫ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем ытти халӑхсене парнесем яра-яра пачӗҫ пулсан та, Эпӗ вӗсене часах пуҫтарса илӗп, вӗсем вара улпутсен патши хӗсӗрленипе асапланма пуҫлӗҫ: 11. ҫылӑха кӗмешкӗн Ефрем парне вырӑнӗ нумай туса тултарчӗ, ҫав парне вырӑнӗсем ӑна ҫылӑха анчах кӗртрӗҫ.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вилнисем хӑйсен чӳк вырӑнӗсем тавра йӗрӗхӗсем хушшинче, кашни ҫӳллӗ сӑрт ҫинче, пӗтӗм ту тӑрринче, кашни ешерекен йывӑҫ айӗнче, кашни туратлӑ юман айӗнче, хӑйсен йӗрӗхӗсене ӑҫта ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ, ҫавӑнта выртнине курсан, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сирӗн чӳк вырӑнӗсем пушӑ юлччӑр, арканччӑр тесе, сирӗн йӗрӗхӗрсем саланччӑр, пӗтчӗр тесе, хӗвел юписем ишӗлччӗр, эсир мӗн туни тӗппипех ҫухалтӑр тесе, эсир пурӑнакан пур вырӑнта та хуласене тустарса тухӗҫ, тӳпем вырӑнсене ишсе антарӗҫ.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, айлӑмсемпе васансене ҫапла калать: акӑ хӗҫӗме сире тӗллесе ярӑп та сирӗн тӳпем вырӑнӑрсене ишсе пӑрахӑп; 4. сирӗн чӳк вырӑнӗсем пушӑ юлӗҫ, хӗвел ячӗпе лартнӑ юпӑрсене ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ, вӗлернисене хӑвӑрӑн йӗрӗхӗрсем умне пӑрахӑп; 5. Израиль ывӑлӗсен виллисене хӑйсен йӗрӗхӗсем умне хурӑп, сирӗн шӑммӑрсене хӑвӑрӑн чӳк вырӑнӗсем тавра сапаласа пӑрахӑп.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Манӑн умӑмра Иуда ывӑлӗсем усал ӗҫсем тӑваҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Ман ятӑмпа хисепленекен Ҫуртра, ӑна варалас тесе, хӑйсен йӗрӗнчӗкӗсене лартса тухрӗҫ; 31. Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнче хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вут-ҫулӑмра ҫунтармашкӑн Тофетра чӳк вырӑнӗсем туса пӗтерчӗҫ, Эпӗ ун пек тума хушман, ку Манӑн чӗремре те пулман.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑ кун этем хӑйне Пултараканӗ енне ҫаврӑнӗ, унӑн куҫӗсем тимлесех Израиль Святойӗ енне пӑхма пуҫлӗҫ; 8. чӳк парнийӗн вырӑнӗсем ҫине, хӑй алли тунӑ ӗҫ ҫине, пӑхмӗҫ; хӑй пӳрнисем ӑсталанӑ Астартӑпа Ваал кӗлеткисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхмӗҫ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл Иудея сӑрт-тӑвӗ ҫинче чӳк вырӑнӗсем тума тытӑннӑ, Иерусалимра пурӑнакансене аскӑнлӑха ертнӗ, Иудейӑна илӗртсе ҫылӑха кӗртнӗ.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иосия ӗнтӗ Израиль патшисем, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсе, Самари хулисенчи тӳпем вырӑнсенче туса лартнӑ суя турӑ ҫурчӗсене пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, Вефильре мӗнле тунӑ, ҫавӑн пек тунӑ та; 20. тӳпем вырӑнсен апӑсӗсене пурне те вӗлерсе тухнӑ, вӗсен шӑммисене чӳк парни вырӑнӗсем ҫинчех ҫунтарса янӑ та Иерусалима таврӑннӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче — хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен, Египет патшийӗн, фараонӑн, аллинчен хӑтарса илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ҫылӑха кӗме пуҫласа, урӑх турӑсене пуҫҫапма тытӑннӑ, 8. вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа кӑларса янӑ халӑхсен тата Израиль патшисенӗн йӑли-йӗркипе пурӑнма пуҫланӑ, 9. Израиль ывӑлӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тума тытӑннӑ, хӑйсен мӗнпур хулинче чӳк тумашкӑн тӳпем вырӑнсем туса лартнӑ, хурал пашнисенчен пуҫласа тӗреклӗлетнӗ хуласем таран чӳк вырӑнӗсем туса тултарнӑ, 10. кашни ҫӳллӗ сӑрт тӑрринчех, кашни лаштра йывӑҫ айӗнчех чул палӑксемпе Астарта юпине лартнӑ, 11. хӑйсем патӗнчен Ҫӳлхуҫа хӑваласа янӑ халӑхсем пек, тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме, Ҫӳлхуҫана ҫиллентермелли киревсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ, 12. Ҫӳлхуҫа «апла ан тӑвӑр» тесе асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, 13. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ, витӗркурансем урлӑ Израиле тата Иудӑна ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: хӑвӑр суйласа илнӗ киревсӗр ҫултан пӑрӑнӑр, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса, Эпӗ каланисене пӑхӑнса пурӑнӑр, Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тата сире хӑвӑра Хамӑн пророк чурамсем урлӑ вӗрентсе кӑтартнӑ ҫул ҫине каялла таврӑнӑр, тенӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Венадад ӑна каланӑ: эпӗ ман аттем сан аҫунтан туртса илнӗ хуласене каялла тавӑрса парӑп, Дамаскра эсӗ, ман аттем Самарире тытнӑ пек, суту-илӳ вырӑнӗсем тытма пултаратӑн, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кааф ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енне лартмалла; 30. Кааф ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ вара Елцафан, Узиил ывӑлӗ; 31. вӗсем пӑхмалли япаласем: саккун арчи, сӗтел, ҫутаткӑҫ, парне вырӑнӗсем, кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан сӑваплӑ савӑт-сапа, чаршавпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2015 ҫулта вак тата вӑтам предпринимательлӗхе патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли условисем инноваци технологийӗсене ӗҫе кӗртни, производствӑна модернизацилени тата техника тӗлӗшӗнчен пуянлатни, инноваци продукцийӗн тӳпине пысӑклатни, производство калӑпӑшӗн тата ӗҫ тухӑҫлӑхӗн ӳсӗмӗ, пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелени пулса тӑрӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Асӑннӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани бюджета кӗрекен укҫа-тенке ӳстерме тата 500 ытла пысӑк тӳлевлӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Промышленноҫ производствин калӑпӑшӗсене ӳстерес ӗҫе малалла хавхалантарасси, малта пыракан технологисемпе оборудование ӗҫе кӗртесси, пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесси пирӗн экономика политикин чи ҫывӑх ҫулсенчи тӗп тӗллевӗсем пулса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945