Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Бодовсков аванмарланнӑ пек пулчӗ, ҫара урисенчи шӑнӑрлӑ пӳрнисене хутлатса ура ҫине тӑчӗ те сырӑш еннелле таплаттарса кайрӗ.— Бодовсков смутился, поворочал узловатыми пальцами босых ног и встал, пошлепал к кормушке.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Крыльца умӗнчен Сергей Платоновича хирӗҫ ҫӳллӗ, пӑт-пӑт сарӑ пӑнчӑллӑ кӑвак вӗшле аҫи йӑраланса тухрӗ те ют ҫын умӗнче лӳперрӗн анасласа, вӑрӑм та тӗреклӗ урисемпе карӑнкаласа, ун-кун пӑхкаласа тӑчӗ; крыльца патӗнче йӗпкӗн хура муклашкасем евӗр курӑнса выртакан ытти вӗшлесем те ун хыҫҫӑн ҫавнашкалах юлхавлӑн карӑнса ура ҫине тӑчӗҫ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Йывӑр ҫӳренӗ чухне кансӗртерех килчӗ-ха Наталйӑна: пӗҫ кӑкӗсем туртса ыратнӑ пирки, тепӗр чух вӑл кунӗ-кунӗпе те пӳртрен тухса кураймастчӗ, утнӑ чухне питне-куҫне пӗркелентерсе хуратчӗ те аран-аран ҫеҫ ураран ура ирттерсе пусатчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Урампа теплерен ҫеҫ ирткелесе ҫӳрекен ҫынсен ура сассисем аякран кӑчӑртатса илтӗнеҫҫӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Урисем шыҫса кайнӑ, ура хырӑмӗсене йод сӗрнӗ, шурӑ нӳрлӗ мамӑкпа ҫыхнӑ.Ноги опухшие, смазанные йодом икры, лежавшие на белой и влажной вате.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Урасем кӑна, — терӗ Ҫемен, — ют ура пек…
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тем шуйттанне пула, ура пӳрнисене йӑшӑлтаттарас йӑла пирки акӑ мӗн пулса тӑчӗ: вӑл утияла сирсе пӑрахрӗ те, нумайччен ман урасем ҫине сӑнаса пӑхрӗ.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Митька Коршунов хӑйӗн ураран ура пускаласа тӑракан утне тарӑхса атӑ кӗлипе тапрӗ.Митька Коршунов досадливо толкнул каблуком своего коня, переступавшего с ноги на ногу.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий пысӑк пӳлӗм алӑкӗ умӗнче, ураран ура пускаласа, пӗр хутчен ӳсӗрсе илчӗ, унтан тата тепре ӳсӗрчӗ, — пан вара пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ.Григорий раз кашлянул, переминаясь с ноги на ногу у дверей зала, в другой — пан поднял голову.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗр, ури ҫине тӑрса, хулӑ пукана суллантарса хӑварчӗ, — ҫара ура ҫийӗн тӑхӑннӑ тӗрӗллӗ пушмакӗсемпе шаплаттарса утса кайрӗ.Девушка качнула кресло, вставая, — зашлепала вышитыми, надетыми на босые ноги туфлями.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Юлашки ҫулсем хушшинче ҫак ҫыннӑн ури айне ҫӗнӗ тупансем хурӑнса пыма мар, хальччен пулнисем те катӑлса-ванса пӗтнӗ, ура айӗнчен туха-туха ӳкнӗ — унӑн телейсӗрлӗхӗ ҫакӑнта ӗнтӗ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Николай Николаевич каллех ура ҫине тӑчӗ, трибуна ҫине ораторсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухма пуҫларӗҫ; ҫак кун конференци ҫул ҫинче йӗркеленсе, стройпа утма вӗренсе ҫитнӗ, урасемпе вӑрӑмраххӑн та пӗр тикӗссӗн тата ҫирӗппӗн ярса пусма хӑнӑхнӑ ҫынсен походри колонни пек пулчӗ.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл, мӗскӗн, ларса мар, асапланса пынӑ: е чӗлпӗре хай патнелле турта-турта илнӗ, е йӗнертен ярса тытса, пӗкӗрӗлнӗ, е ура пускӑчисем унӑн урисенчен туха-туха ӳкнӗ; кӗсре, ҫӑварлӑхне ҫыртса, ҫилленсе кайнӑ, ҫакӑн пек япӑх юланутҫӑран хӑвӑртрах хӑтӑлма тӑрӑшнӑ пек, час-часах сиккипе чупма пуҫланӑ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пахчасенче сип-симӗс те ҫӑп-ҫӑра ешерсе выртакан ӳсентӑран урлӑ урисене ҫӗкле-ҫӗкле каҫса, вӗсем, ура айӗнче кӑчӑртатнине итленӗ пек, ҫаплах чӗнмесӗр пычӗҫ, вара ҫак вӑраххӑн шарламасӑр пыни вӗсемшӗн йывӑр пулчӗ.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Урапа ҫине, хӑйӗн сарлака юбка аркине пуҫтарса, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ура хырӑмӗсене йӑлтӑртаттарса, мӑнтӑр та пысӑк, вӑйлӑ хӗрарӑм хӑпарчӗ, — ку.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Федор Лукич шӑпах ҫак йӑмра айне, курӑк ҫине йывӑррӑн ларчӗ, кӗпине, аттисене хыврӗ те урисене шыва чикрӗ, — шывра ура пӳрнисем вӑрӑм та кукӑррӑн курӑнаҫҫӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Урапа ҫинче ларса пыракан Дегтярев чут ҫеҫ ура ҫине сиксе тӑратчӗ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Малтан вӗсем хыҫӗнче, ҫавӑнтах — ура айӗнчех йытӑ ҫухӑрни, нӑйкӑшни илтӗнсе кайрӗ те, Никифор Семеновичпа Володя хушшинче Бобик тӑватӑ урипех сывлӑша ҫӗкленсе, сикме пуҫларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ваня кӑшт пӗшкӗнсе ури айне пӑхрӗ те, шурӑ тусан ларса тулнӑ, ҫӗнӗ ботинкӑллӑ икӗ ура курма ӗлкӗрчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫапах та, пӗри шыранӑ вӑхӑтра, кашнийӗннех пӗр-пӗр шӑтӑкне упаленсе кӗрсе лӑпчӑнса выртасси килнӗ; ҫӳлте шыраканнине ураран ӳкиччен чуптарсан, сасартӑк ҫурӑм хыҫӗнчен, ура айӗнченех сиксе тухатӑн та, пӗтӗм вӑйпа ӑмӑртса пысӑк чул патне «патак-шакӑлтак» выртнӑ ҫӗре чупатӑн.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.