Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пысӑк сăмах пирĕн базăра пур.
пысӑк (тĕпĕ: пысӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нормӑсене йӗркелесе ҫирӗплетес ӗҫ-хӗлре те, регион аталанӑвӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланакан ыйтусене татса парас енӗпе те тачӑ ҫыхӑну йӗркеленнӗ.

Ведется активное сотрудничество в нормотворческой деятельности, в решении вопросов, имеющих большое значение для развития региона.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2925759

Сирӗн ӗҫри пысӑк ӑсталӑхӑр тата служба тивӗҫне чунтан парӑнса тӑни Чӑваш Енре пурӑнакансене яланах ырлӑх кӳрсе тӑччӑр, власть органӗсем, общество институчӗсем прокуратурӑпа тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫлени вара тӗрӗслӗхпе саккунлӑх тата право йӗркин принципӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлеc ӗҫӗн никӗсӗ пулса тӑтӑр.

Пусть ваш высокий профессионализм и верность служебному долгу всегда служат на благо жителей Чувашии, а эффективное взаимодействие органов власти, общественных институтов с прокуратурой будет залогом надежной защиты принципов справедливости, законности и правопорядка.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=3173826

Республикӑри студентсемпе аспирантсем пысӑк вӑй шутланаҫҫӗ.

Студенты и аспиранты республики имеют большой потенциал.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505

Ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗн кашни ӗҫченнех ҫирӗп сывлӑх тата пултарулӑхра ӑнӑҫу, ҫутӑ шухӑшсемпе пысӑк ҫитӗнӳсем, ырлӑхпа телей сунатӑп!

Желаю всем представителям научного сообщества крепкого здоровья и успехов в творчестве, ярких идей и высоких достижений, счастья и благополучия!

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1577767

Чӑваш Ен наукӑпа техникӑн тата инновацин самаях пысӑк вӑй-хӑвачӗпе усӑ курать.

Чувашия обладает значительным научно-техническим и инновационным потенциалом.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1577767

Пирӗн ӑсчахсен новаторла идейисем тата пысӑк открытийӗсем Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономикине малалла кал-кал аталантармалли, республикӑри халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатмалли никӗс пуласса шанса тӑратӑп.

Уверен, новаторские идеи и фундаментальные открытия наших ученых станут основой дальнейшего динамичного социально-экономического развития Чувашии, повышения качества жизни населения республики.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196

Чӑваш Енӗн ӑс-хакӑлпа инноваци вӑй-хӑвачӗ самаях пысӑк, унпа усӑ курма хальхи вӑхӑтра лайӑх майсем йӗркеленеҫҫӗ.

Чувашия располагает значительным интеллектуальным и инновационным потенциалом, для реализации которого создаются благоприятные условия.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196

Сире ҫӗнӗ открытисем, пысӑк ҫитӗнӳсем тата ӑнӑҫусем сунатӑп!

Желаю вам новых открытий, весомых достижений и успехов!

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749

«Рынокра ҫурт-йӗр туянасси чакнине йышӑнатпӑр, комплекслӑ строительство объекчӗсем тӗлӗшпе те ҫивӗч ыйтусем пур. Республика строительство ӗҫӗсен 2015 ҫулхи хӑвӑртлӑхне упраса хӑварни пысӑк пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ вӑл ҫивӗч ыйтусене Михаил Мень тӗрӗслесе тӑрассине палӑртнӑ май.

Помоги переводом

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Михаил Игнатьев граждансене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ӗҫре эконом-класс йышши ҫуртсен строительствине аталантарни пысӑк пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.

Помоги переводом

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Республика тата район хаҫачӗсен редакцийӗсем альтернативлӑ ҫырӑнтару мелӗпе усӑ курни (кӑларӑма вулакан патне редакци хӑех ҫитерни, хаҫат е журналӑн электрон версине сарма хӑнӑхни тата ытти те) пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Помоги переводом

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ку кӗнеке Раҫҫей журналистикин «Ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫине вырнаҫма тата пысӑк премие тивӗҫрӗ.

Помоги переводом

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫав вӑхӑтрах пысӑк йыш, коллектив ҫине таянса ӗҫленине нимӗн те ҫитмест.

Помоги переводом

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫавна май эсир нумайранпа пысӑк вырӑнсенче пулнипе савӑнатпӑр та, мухтанатпӑр та.

Помоги переводом

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Маларах Елчӗк район, унтан республика хаҫачӗсенче практикӑра пулнӑ вӑхӑтрах эпӗ ҫырнисемпе тӗплӗн паллашса пынӑ чӑн-чӑн хаҫатҫӑсем мана ҫийӗнчех обществӑпа политика пурнӑҫӗнчи пысӑк пулӑмсене ҫутатма явӑҫтарчӗҫ.

Помоги переводом

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫав тавлашу ҫинчен каярахпа Валерий Петровича хӑйне систертӗм те кӗскен ҫеҫ ҫапла хуравларӗ: «Шалта, амӑш варӗнче чӑмӑртаннӑ чӑн талант пулмасан никам та ӑста ҫыравҫӑ, чӑн-чӑн специалист е вӑйлӑ шухӑшлавҫӑ пулаймасть, - пусӑмлӑн палӑртрӗ вӑл. - Ҫав вӑхӑтрах тарӑн, пахалӑхлӑ пӗлӳ витӗмлӗхӗ кирек камшӑн та капашсӑр пысӑк. Вӑл - ҫыннӑн шухӑшлавне тата аталану анлӑшне вӗҫӗмсӗр ӳсме хускатакан тата тӗртсе пыракан чи хӑватлӑ вӑй».

Помоги переводом

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑ май пушар тухас хӑрушлӑх та пысӑк.

Помоги переводом

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Уйрӑмах ҫуркунне ултӑ пӗвере шыв юххи пысӑк пуласси хӑратать.

Помоги переводом

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

- Сирӗн кӗрхи культурӑсем те самай пысӑк лаптӑк йышӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Киввисемпе тӑкак та пысӑк.

Со старыми и расходов много.

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней