Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пултӑрччӗ-ха манӑн ҫавнашкал совесть пек канӑҫ паман йытӑ, эпӗ ӑна ҫавӑнтах наркӑмӑш парса вӗлернӗ пулӑттӑм.Будь у меня собака, такая назойливая, как совесть, я бы ее отравил.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Йытӑ хӑйне усал тунине час манать, кӳренме пӗлмест.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Чӗрӗк минут та иртмерӗ пулӗ, мана пур енчен те йытӑ эшкерӗ хупӑрласа илчӗ.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Йытӑ илсе кайман та, таки ывӑнса чупайми пуличченех ун хыҫҫӑн ҫыран тӑрӑх хӑвалама лекрӗ.Собаки мы с собой не взяли, вот и пришлось гоняться за бараном по берегу, пока он не выбился из сил.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗр-ик минутран тупӑкҫӑ таврӑнчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем каллех стена ҫумӗпе йӑпшӑнса куҫрӗҫ; вӑл пӳлӗмӗн виҫӗ енне иртсен тӳрленсе тӑчӗ те ҫӑварне аллипе хупларӗ, унтан, мӑйне тӑсса, хӑйӑлти сассипе халӑх пуҫӗ урлӑ ҫапла пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ: «Йытӑ йӗкехӳре тытнӑ!»
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗр-ик ҫеккунтран эпир хытӑ тӳплеттерсе ҫапнӑ сасӑ илтрӗмӗр, йытӑ татах пӗр-ик хут хӑлхана ҫурасла ҫухӑрса илчӗ те шӑпӑрт пулчӗ — пӳлӗм те шӑпланчӗ, пастор хӑйӗн сӑмахне хӑш тӗлте чарӑннӑ, ҫавӑнтан малалла тӑсрӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ санпа татӑлма килтӗм, йытӑ, сана тавӑрмасӑр каймастӑп, пӗл ҫакна!
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тепӗр чухне ҫак ҫынсем, киленӗҫ ытларах пултӑр тесе, пӗр-пӗр ҫапкаланчӑк йытта скипидар сӗрсе вут тивертсе яраҫҫӗ, хӳри ҫине шӑвӑҫ татӑкӗ ҫакаҫҫӗ, мӗскӗн йытӑ вара, ниҫта кайса кӗреймесӗр, чунӗ тухичченех.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Йытӑ вӑрҫи вӗсене нимӗнрен те ытларах хаваслантарать.Ничем нельзя их так расшевелить и порадовать, как собачьей дракой.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗр попугайӗ ҫумӗнче тӑм кушак, теприн ҫумӗнче — тӑм йытӑ ларать, вӗсем ҫине пуссан — ҫухӑраҫҫӗ; анчах ҫӑварӗсем уҫӑлмаҫҫӗ, сӑнӗсем те улшӑнмаҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Санӑн йытӑ пур-и?
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Санран путсӗртерех сутӑнчӑк тӗнчипе те ҫук, йытӑ!
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
«Кун пирки вӑл арҫынсем юханшыв леш енне каҫса кайсан тин тавҫӑрса илнӗ, — терӗ Джим, — лешсем хулана йытӑ илме тесех кайнӑ пулмалла та вӑхӑт нумай ирттернӗ, ахаллӗн эпир ҫак сӑмсахра, хуларан вунултӑ-вунҫичӗ мильӑра, ларайман пулӑттӑмӑр, ҫук, ларайман пулӑттӑмӑр, каллех ҫав хулана ҫаклатса каятчӗҫ пире».
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ Джима хулара хӗрарӑмпа мӗн калаҫнине пӗлтертӗм; вӑл чее тӑхлачӑ, енчен пире йӗрлеме хӑй тухсан, кӑвайт умӗнче ҫӗрӗпе киленсе лармӗ, — ҫук, сэр, вӑл хӑйпе пӗрле йытӑ та илсе пырӗ», — терӗ Джим.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пире акӑ мӗн лекрӗ: кивӗ шӑвӑҫ хунар, авӑрсӑр пысӑк ҫӗҫӗ, Барлоу фирми кӑларнӑ кӗсьене чиксе ҫӳремелли ҫӗҫӗ (кун пек селӗм ҫӗҫҫе нихӑш лавккара та ҫур доллартан йӳнӗрех туянас ҫук), шӑн ҫуран тунӑ темӗн чухлӗ ҫурта, ҫурта лартмалли шӑвӑҫ тыткӑч, пӗчӗк фляга, шӑвӑҫ курка, ҫӗтӗк мамӑк ҫивитти, йӗпсемпе булавкӑсем, ҫип, ӑвӑс катӑкӗ, тӳмесем тата ытти ӑпӑр-тапӑр тултарнӑ хӗрарӑм сумки, пӗчӗк пуртӑпа пӑтасем, манӑн кача пӳрнерен хулӑнрах параматпа пысӑк вӑлта йӗпписем, ҫавӑрса чӗркенӗ пӑши тирӗ, йытӑ мӑй ҫыххи, такан, ярлӑксӑр эмел кӗленчисем.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кантӑкӗ йытӑ кӗмелӗх те ҫук.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Манӑн ҫӗнӗ кӗпе ҫурта ҫӑвӗпе тата тӑмпа йӑлтах вараланса пӗтнӗ, хам йытӑ пек ывӑннӑ.Мое новое платье было все закапано свечкой и вымазано в глине, и сам я устал как собака.
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫӑлтӑрсем йӑлкӑшаҫҫӗ, вӑрманта ҫулҫӑ ҫӑтӑлтатать, таҫта аякра тӑмана ӳхӗрет — такам вилнӗ пулмалла: тур качаки кӑшкӑрни, йытӑ вӗрни илтӗнет — апла кӗҫех такам вилет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Курнатовский пӗрремӗш хут килсе кайнӑ хыҫҫӑн пӗр-виҫӗ эрнерен Анна Васильевна хӑйӗн Мускаври Пречистенка ҫывӑхӗнчи пысӑк йывӑҫ ҫуртне, — колоннӑсемлӗ, кашни чӳрече тӑрринех тӗрленӗ шурӑ лирӑсемлӗ, мезонинлӑ, умри сад пахчиллӗ, пысӑк ешӗл картишлӗ, пусӑллӑ, унӑн ҫумӗнчи йытӑ йӑвиллӗ ҫуртне, — куҫса кайрӗ; ҫакӑншӑн Елена ҫав тери савӑнчӗ.
XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эсир акӑ йытӑ ҫурисене те пулӑшатӑр, эпӗ сире ҫакӑншӑн мухтатӑп.Вы вот, я вижу, даже щенкам не отказываете в помощи, и я вас хвалю за это.
XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.