Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юн сăмах пирĕн базăра пур.
юн (тĕпĕ: юн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна хӑйӗн куҫӗсенчен юн сӑрхӑнса тӑнӑ пек, пӗтӗм тӗнче — хӑйӗнчен темӗнле куҫа курӑнман чаршавпа картланнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗнче, чӗввӗн ҫӗкленсе, ура айӗнчен вӗҫерӗнсе тухма пикеннӗ пек туйӑнса пычӗ.

Ему казалось, что из глаз его сочится кровь, а весь мир, безбрежный, неустойчивый, отгороженный от него какой-то невидимой занавесью, дыбится, рвется из-под ног.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вырт!.. — уншӑн сехри хӑпнипе тӗксӗмленсе, юн килсе капланнипе хӗрелсе кайса, кӑшкӑрчӗ Бунчук.

— Ложись!.. — чернея от страха за нее, наливаясь кровью, крикнул Бунчук.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулмасть тек сан упӑшка, ма тесен ӗҫ, нуша, ачасем сана, типӗтсе, нӗрсӗрлетсе янӑ; пулмасть сан манкаллӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ачусен ашшӗ; хӑвах эсӗ, вӑй ҫитменнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр хӑшкӑлса, суха тӑвӑн, сӳрелӗн, косилка ҫинчи валемсене иле-иле пӑрахӑн, лав ҫине тийӗн, виҫӗ вӗҫлӗ йывӑҫ сенӗкпе тулӑ улӑмӗн йывӑр ҫӗклемӗсене йӑтӑн; туйса илӗн вара эсӗ пилӗк айӗпе темӗн касса кайнине, туйса илӗн те — ҫӗтӗк ҫитӗпе витӗнсе хутланса выртӑн, юн кайнипе антӑхса асапланӑн.

Не будет у тебя мужа, потому что высушили и издурнили тебя работа, нужда, дети; не будет у твоих полуголых, сопливых детей отца; сама будешь пахать, боронить, задыхаясь от непосильного напряжения, скидывать с косилки, метать на воз, поднимать на тройчатках тяжелые вороха пшеницы и чувствовать, как рвется что-то внизу живота, а потом будешь корчиться, накрывшись лохунами, и исходить кровью.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Акӑ эсӗ — Герой, вӑрҫӑра юн тӑкрӑн, вӑрҫа ху тӳссе тухрӑн — эпӗ ӑна ӑнланатӑп.

Ну, вот ты — Герой, кровь на фронте проливал, войну на своих плечах вынес — это я понимаю.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унӑн пит-куҫне юн капланса тулчӗ те, куҫӗнчен куҫҫуль тумламӗсем пӑчӑртанса тухрӗҫ:

Кровь с силой кинулась ему в лицо, выжала из глаз слезы:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗре шӑм-шаклӑ ланд-штурмист ҫур ҫухрӑма яхӑн ӑна ҫурӑмӗ ҫинче ҫӗклесе кайрӗ; Мишка тӑна кӗрсе ҫитрӗ те, ӑша юн капланса тулнипе антӑхса кайнӑскер, меллӗреххӗн сывлӑш ҫавӑрма пикенчӗ, унтан, мӗн пур вӑйне пухса, ытлашши мекеҫленмесӗрех нимӗҫ ҫурӑмӗ ҫинчен вӗҫерӗнсе тарчӗ.

С полверсты его тащил на себе плотный ландштурмист; Мишка очнулся, почувствовал, что захлебывается кровью, передохнул и, собравшись с силами, без особого труда сорвался со спины немца.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑнран вӑл ҫӗр пек хуралса кайнӑ; мӑйӗпе тӑнлавӗ тӗлӗнче туртӑнса тӑракан юн тымарӗсем хӑвӑрт та хыттӑн сиксе тапаҫҫӗ.

Земляным румянцем чернело его лицо, на шее и висках во вздувшихся венах стремительно колотился пульс.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл пӳлӗне-пӳлӗне, сӑнӗпе вилес пек кӑвакарса кайса, кӑвак Донӑн чысӗпе мухтавӗ ҫинчен, казаксен историллӗ миссийӗ ҫинчен, офицерсемпе казаксем ҫапӑҫу хирӗсенче пайтах пӗрле юн юхтарни ҫинчен калаҫрӗ.

О славе и чести седого Дона, об исторической миссии казачества, о совместно пролитой офицерами и казаками крови говорил он, задыхаясь, мертвенно бледнея.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпир юн тӑкса ҫӳретпӗр, вӑл пур тылра тирне упраса пурӑннӑ!..

Мы кровь проливали, а он спасался по тылам!..

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аслӑ Россия ҫӗршывӗ сирӗн хастарлӑ хӑватӑра, улӑпла хӑюлӑхӑра, эсир кӗрешӳсенче хӑвӑра хӑвӑр шеллемесӗр юн юхтарнине тата чӑн-чӑн паттӑрлӑх кӑтартнине пула вӑйлӑ пулман-и?

Не вашей ли могучей доблестью, не вашими ли подвигами, жертвами и геройством была сильна великая Россия?

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпир килӗшмесӗр тӑрӑпӑр та, Корнилов пире хирӗҫ черкессене ярӗ — каллех юн тӑкмалла пулать.

Откажись, а Корнилов черкесов направит — и вот опять кроворазлитие выйдет.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӗп-чӗр юн пуличчен шӑтарса пӗтернӗ пуҫӗ хыҫалалла усӑннӑ, шӳрлеке хулпуҫҫийӗсем хушшинчен чӑнках каҫӑрӑлса тӑракан шуранка янахӗпе пӗрле енчен-енне ҫапкаланса пырать.

Между высоко вздернутыми острыми плечами его болталась, свешиваясь назад, белея торчмя поднятым подбородком, окровяненная, разбитая в мякоть голова.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӗрере юн лӑкӑртатса вӗреме тытӑнать!..

Сердце кровью закипает!..

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн сӑн-пичӗ юн капланса тулнипе шӗл-кӑвар пек хӗрелсе кӗренленчӗ — ҫав хӑмач тӗс вара унӑн крахмалланӑ кӗпе ҫухи ҫине те куҫнӑ пек туйӑнчӗ…

Кровь так густо кинулась ему в лицо, что даже крахмальный воротничок сорочки словно порозовел на нем…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Арӑмӗ ун ҫумӗнче сӗркеленнине курса, юлашки юн та сирпӗнсе тухӗ!

Кровью изойдешь, глядючи, как она к нему липнет!

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр пӑвать, пӗр шӑйӑрать — Ӳт-тиртен юн сӑрхӑнать.

Казаченькам выи труть — Ни вздохнуть, ни воздохнуть.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗҫӗпе кассан юн тухми пулчӗ.

Режь ножом — кровь не потекет.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Татах юн тӑкмалла пулать-и-ха?

Опять, значится, кровь проливать?

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унта хӑйне асаплантарнӑ хыҫҫӑн патша ывӑлӗ Алексей калать ашшӗне: «Манӑн юн санӑн килес ӑрӑву-йӑху ҫине ҫитсе тӑкӑнӗ…» — тет.

Там после пытки царевич Алексей говорит отцу: «Кровь моя падет на потомков твоих…»

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каллех юн кайма пуҫлать…

Кровь ведь опять будет идти…

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней