Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Ытти халӑхсем тӗлӗшпе Ҫӳлхуҫа урӑхла тӑвать: вӑрахчен, вӗсен ҫылӑхӗсем виҫерен иртичченех тӳсет, ҫавӑн чухне вара вӗсене хаса парать.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл патшасене те мӑшкӑллать, ҫулпуҫсене те ҫын кулли тӑвать; кирек хӑш керемрен те кулать вӑл: йӗри-тавра тӑпра хӳме хӑпартать те ӑна туртса илет.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсенӗн алли усал ӗҫ тума вӗренесшӗн, пуҫлӑх хистесе парне ыйтать, тӳре сӗрев панине кура сут тӑвать, улпутсем, хура чунӗ мӗн ыйтнине каласа, ӗҫе пӑсса яраҫҫӗ.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Турӑ Хӑй ячӗпе тупа тӑвать, Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Иаков мӑнкӑмӑллӑхӗнчен йӗрӗнетӗп, унӑн керменӗсене кураймастӑп, унӑн хулине те, унта мӗн пуррине те пӗтӗмпех тӑшман аллине паратӑп.
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль — ҫӑра туратлӑ иҫӗм йывӑҫӗ, хӑй валли йышлӑ ҫырла ӳстерет: ҫырли мӗн чухлӗ нумайрах, ҫавӑн чухлӗ нумайрах чӳк вырӑнӗ тӑвать; ҫӗрӗ мӗн чухлӗ пахарах, вӗсем хӑйсен йӗрӗхӗсене ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах илемлетеҫҫӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑрӑ-хурах ҫынна сыхласа тӑнӑ пек, священниксен эшкерӗ Сихем ҫулӗ ҫинче ҫын вӗлерет, ирсӗр ӗҫ тӑвать.
Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Израиль ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сут тӑвать, мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинче чӑнлӑх та, хӗрхенни те, Турра пӗлни те ҫук.
Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ ҫавӑ така анӑҫалла, ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла сӗкнине куртӑм, ӑна нимӗнле чӗрчун та хирӗҫ тӑраймасть, унран хӑтӑлма та ҫук; мӗн тӑвас килет, ҫавна тӑвать вӑл, вӑйланнӑҫемӗн вӑйлансах пырать.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эпӗ ҫапла хушатӑп: патшалӑхӑмӑн кирек хӑш вырӑнӗнче те Даниил Туррийӗнчен чӗтресе те хӑраса тӑччӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл — чӗрӗ Турӑ, ӗмӗр-ӗмӗрех пур Турӑ, Унӑн патшалӑхӗ арканмасть, Ун патшалӑхӗн вӗҫӗ пулмасть. 27. Вӑл хӑтарать те ҫӑлать, тӳпере те, ҫӗр ҫинче те хӑватсемпе кӗтретсем тӑвать; Вӑл Даниила арӑслансенчен ҫӑлчӗ».
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем — нимӗн те мар; тӳпери вӑйсем хушшинче те, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хушшинче те Вӑл мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвать.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Йӗркесӗр ҫынна: «вилӗмӳ ҫитӗ» терӗм пулсассӑн, вӑл вара хӑй ҫылӑхӗнчен пӑрӑнса тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх тӑвать пулсассӑн, 15. ҫав йӗркесӗр ҫын саклата каялла тавӑрса парать пулсан, вӑрланӑ япалашӑн тӳлет пулсан, пурӑнӑҫ саккунӗсене тытса нимӗнле начар ӗҫ тумасӑр пурӑнать пулсан — вӑл чӗрӗ юлӗ, вилмӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пӗри тӑванӗн арӑмӗпе йӗрӗнчӗк ӗҫ тӑвать, тепӗри хӑйӗн кинне ирсӗрлет, тата тепӗри аппӑш-йӑмӑкне, хӑй ашшӗн хӗрне, пусмӑрлать.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Йӗркесӗр ҫын хӑй тунӑ йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнса тӳрӗлӗхпе тӗрӗссине тӑвать пулсан — хӑйӗн чунне пурӑнӑҫ патне тавӑрӗ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса йӗркесӗр ӗҫсем тӑвать пулсан, ҫакӑншӑн вилет пулсан, вӑл хӑй тунӑ йӗркесӗр ӗҫсемшӗн вилет.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесессӗн ывӑлӗ йӗркеллӗ те тӗрӗс тӑвать, Манӑн пӗтӗм йӗркеме тытса-туса тӑрать; вӑл чӗрӗ юлӗ.Потому что сын поступает законно и праведно, все уставы Мои соблюдает и исполняет их; он будет жив.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах унӑн вӑрӑ-хурах ывӑл, юн тӑкаканскер, ҫуралнӑ пулсан, ҫавӑ мӗн те пулин, 11. ашшӗ пачах та туманнине, тӑвать пулсан: тусем ҫинче чӳк парни ҫиет пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлет пулсан, 12. мӗскӗне, ыйткаласа ҫӳрекене хӗсӗрлет пулсан, вӑйпа туртса илет пулсан, салука каялла памасть пулсан, йӗрӗхсене пуҫҫапать пулсан, йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑвать пулсан, 13. усламла укҫа парать пулсан, ытлашши илет пулсан, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? Ҫук, вӑл чӗрӗ пулмасть.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫын тӳрӗ пурӑнать пулсан, тӳрӗлӗхпе тӗрӗссине тӑвать пулсан, 6. тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлетмест пулсан, арӑмӗ таса марринчен тасалнӑ вӑхӑтра ун патне пымасть пулсан, 7. никама та хӗсӗрлемест пулсан, парӑмлӑ ҫынна салукне тавӑрса парать пулсан, вӑрламасть, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан, 8. укҫине усламла памасть, ытлашши илмест пулсан, аллине тӗрӗсмарлӑх енне ямасть пулсан, ҫынпа ҫын сутлашнине тӗрӗс татса парать пулсан, 9. вӑл Манӑн пехилӗм тӑрӑх пурӑнать, Эпӗ панӑ йӗркесене пӗтӗм чунтан тытса тӑрать пулсан, вӑл — тӳрӗ ҫын, вӑл чӗрӗ пулатех, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Вӑрмансемпе тусене пӗтерме ҫӳлтен яракан вут-ҫулӑм та мӗн тумаллине тӑвать; кусем вара тӗсӗпе те, вӑй-хӑвачӗпе те вӗсем евӗрлӗ мар.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Иеремия пророка Вавилон патши Навуходоносор Египет ҫӗрне пӗтерме тапӑнса кӗресси ҫинчен каланӑ сӑмах: 14. Египета хыпарлӑр, Магдола пӗлтерӗр, Нофпа Тафниса та пӗлтерӗр; калӑр: «тӑр та хатӗрлен, хӗҫ санӑн тавралӑхна тӗп тӑвать» тейӗр.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иеремия пӗтӗм халӑха, пӗтӗм хӗрарӑма ҫапла каланӑ: эй Египет ҫӗрӗнчи иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр; 25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн хӑвӑрӑн тата арӑмӑрсен чӗлхи-ҫӑварӗ мӗн калать, сирӗн аллӑр ҫавна тӑвать; эсир: «мӗн асӑннине, мӗн тупа тунине пурӑнӑҫа килтерӗпӗр — ҫӳлти ама турра тӗтӗрӗпӗр, ӑна эрех кӳрӗпӗр» тетӗр — эппин, хӑвӑр тупа тунине ҫирӗп тытса пырӑр, мӗн асӑннине тӗп-тӗрӗс тӑвӑр.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.