Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Икӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Икӗ (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пӗрлешсен икӗ ҫултанах уйрӑлнӑ.

Их брак развалился через два года.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Мана килӗштерекен пӗр каччӑ икӗ уйӑхри йытӑ ҫури парнелерӗ.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Атте арҫын тивӗҫне туллин пурнӑҫланӑ, хӑй проект туса икӗ ҫурт лартнӑ: пӗрне — хулара, теприне — ялта.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫапӑҫура вӑл пӗр куҫне, сулахай алӑри пӗтӗм пӳрнине ҫухатнӑ, икӗ аяк пӗрчине хуҫнӑ.

Помоги переводом

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Йӗкӗрешсене халалланӑ уява районта пурӑнакан йӗкӗреш ачаллӑ ҫемьесем килсе ҫитрӗҫ, вӗсене район ертӳҫисем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем саламларӗҫ, ҫемьере йӗкӗрешсем ҫурални икӗ хут телей пулни пирки каларӗҫ.

Помоги переводом

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Вӗсен икӗ хӗрӗ те - медицина ӗҫченӗсем.

Помоги переводом

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫавӑн пекех унӑн икӗ тӑван пиччӗшӗ пур.

Помоги переводом

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Вӗсен икӗ хӗрӗ те амӑшӗ пекех медицина еннелле ҫул тытнӑ.

Помоги переводом

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Людмила Кузьминична мӑшӑрӗпе, Сергей Николаевичпа, икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ.

Помоги переводом

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн тата ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн наградисем пур, икӗ хутчен социализмла ӑмӑртура ҫӗнтернӗшӗн патшалӑх паллине панӑ.

Помоги переводом

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Бариновсем виҫӗ ывӑл, икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ, тӗрӗс воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Помоги переводом

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫав вӑхӑтрах Патшалӑх Канашӗ валли хатӗрленӗ бюллетеньре икӗ кандидатшӑн паллӑ лартмалла - пӗр мандатлӑ округпа тата парти списокӗпе.

Помоги переводом

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Урӑх йышши топливӑпа ӗҫлекен техника предприяти тӑкакне икӗ хут чакарма шанаҫҫӗ ҫул-йӗр организацийӗнче.

Помоги переводом

Ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12446.html

«Дорэкс» газпа ӗҫлекен 5 единица спецтехника: икӗ КамАЗпа урам шӑлса пуҫтаракан виҫӗ КО-318 урапа — туяннӑ.

Помоги переводом

Ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12446.html

Икӗ ушкӑна пайланса 5-мӗш тата 3-4-мӗш классенче вӗренекенсем кам чи ӑсли, чи тавҫӑрулли, математика предмечӗн вӗрентекенне чи тимлӗ итлесе лараканнине палӑртассипе тупӑшрӗҫ.

Разделяясь в две команды учащиеся 5-ого и 3-4-ых классов соревновались в номинациях кто самый умный, самый сообразительный, самый внимательный слушатель учителя математики.

КВН-ра вӑй виҫрӗмӗр // Анастасия Ильина. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Икӗ урама тӗл пулма пӗр сӑлтав кӑна кирлӗ пулнӑ – кино.

Помоги переводом

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кивҫурт Марка ялӗ икӗ урамлӑ: эпир тепӗр урама «леш айкки» теттӗмӗр, вӗсем те пире ҫаплах чӗнетчӗҫ.

Помоги переводом

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Икӗ шкула тума тата тӑваттӑшне реконструкцилеме тытӑнмалла.

Помоги переводом

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Мускавра вӗренекен ывӑлӑм пуян тусӗсемпе пӗринче хаклӑ лавккана лекнӗ те: «Анне, унти лавккара ман стипенди икӗ мӑшӑр нуски туянма ҫитет», — тенӗччӗ тӗлӗнсе.

Помоги переводом

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Уншӑн та теприсем: «Эсӗ икӗ ҫӗрлӗ ӗҫлетӗн», — тесе ҫисе яманни кӑна тет вӑл тарӑхса.

Помоги переводом

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней