Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

икӗ сăмах пирĕн базăра пур.
икӗ (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Аод хӑй валли икӗ енӗ те вичкӗн, чике тӑршшӗ хӗҫ тунӑ та ӑна пилӗкӗнчен, хӑй юпӑнчи айӗнчен, сылтӑм енне ҫакса янӑ, 17. [ҫапла пырса кӗнӗ те] Еглона, Моав патшине, парнесем панӑ; Еглонӗ шутсӑр самӑр ҫын пулнӑ.

16. Аод сделал себе меч с двумя остриями, длиною в локоть, и припоясал его под плащом своим к правому бедру, 17. [и пришел,] и поднес дары Еглону, царю Моавитскому; Еглон же был человек очень тучный.

Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.

2. И сказал Иисус всему народу: так говорит Господь Бог Израилев: «за рекою жили отцы ваши издревле, Фарра, отец Авраама и отец Нахора, и служили иным богам. 3. Но Я взял отца вашего Авраама из-за реки и водил его по всей земле Ханаанской, и размножил семя его и дал ему Исаака. 4. Исааку дал Иакова и Исава. Исаву дал Я гору Сеир в наследие; Иаков же и сыны его перешли в Египет [и сделались там народом великим, сильным и многочисленным, и стали притеснять их Египтяне]. 5. И послал Я Моисея и Аарона и поразил Египет язвами, которые делал Я среди его, и потом вывел вас. 6. Я вывел отцов ваших из Египта, и вы пришли к [Чермному] морю. Тогда Египтяне гнались за отцами вашими с колесницами и всадниками до Чермного моря; 7. но они возопили к Господу, и Он положил [облако и] тьму между вами и Египтянами и навел на них море, которое их и покрыло. Глаза ваши видели, что Я сделал в Египте. Потом много времени пробыли вы в пустыне. 8. И привел Я вас к земле Аморреев, живших за Иорданом; они сразились с вами, но Я предал их в руки ваши, и вы получили в наследие землю их, и Я истребил их пред вами. 9. Восстал Валак, сын Сепфоров, царь Моавитский, и пошел войною на Израиля, и послал и призвал Валаама, сына Веорова, чтоб он проклял вас; 10. но Я не хотел послушать Валаама, - и он благословил вас, и Я избавил вас из рук его. 11. Вы перешли Иордан и пришли к Иерихону. И стали воевать с вами жители Иерихона, Аморреи, и Ферезеи, и Хананеи, и Хеттеи, и Гергесеи, и Евеи, и Иевусеи, но Я предал их в руки ваши. 12. Я послал пред вами шершней, которые прогнали их от вас, двух царей Аморрейских; не мечом твоим и не луком твоим сделано это. 13. И дал Я вам землю, над которою ты не трудился, и города, которых вы не строили, и вы живете в них; из виноградных и масличных садов, которых вы не насаждали, вы едите плоды».

Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Гирсон ывӑлӗсене вара, левитсене, ҫак хуласене панӑ: Манассиян ҫур йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Васанри Голанпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Беештерапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: икӗ хула; 28. Иссахар йӑхӗнчен: Кишионпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Даврафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 29. Иармуфпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Ен-Ганнимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 30. Асир йӑхӗнчен: Мишалпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Авдонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 31. Хелкафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Реховпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 32. Неффалим йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Галилейӑри Кедеспа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Хамоф-Дорпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Карфанпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: виҫӗ хула.

27. А сынам Гирсоновым, из племен левитских дали: от половины колена Манассиина город убежища для убийцы - Голан в Васане и предместья его, и Беештеру и предместья ее: два города; 28. от колена Иссахарова: Кишион и предместья его, Давраф и предместья его, 29. Иармуф и предместья его, Ен-Ганним и предместья его: четыре города; 30. от колена Асирова: Мишал и предместья его, Авдон и предместья его, 31. Хелкаф и предместья его, Рехов и предместья его: четыре города; 32. от колена Неффалимова город убежища для убийцы - Кедес в Галилее и предместья его, Хамоф-Дор и предместья его, Карфан и предместья его: три города.

Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Кааф йӑхӗнчен тухнӑ ытти левитсене вара, шӑпа тӑрӑх, Ефрем йӑхӗн хулисем тивнӗ; 21. вӗсене — ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмашкӑн — хӳтлӗх хула вырӑнне Ефрем тӑвӗ ҫинче ларакан Сихемпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ тата Гезерпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 22. Кивцаимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Беф-Оронпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула; 23. Дан йӑхӗнчен: Елфекепе ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гиввефонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 24. Аиалонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 25. Манассиян ҫур йӑхӗнчен: Фаанахпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: икӗ хула.

20. И племенам сынов Каафовых, левитов, прочим из сынов Каафовых, по жребию их, достались города от колена Ефремова; 21. дали им город убежища для убийцы - Сихем и предместья его, на горе Ефремовой, Гезер и предместья его, 22. Кивцаим и предместья его, Беф-Орон и предместья его: четыре города; 23. от колена Данова: Елфеке и предместья его, Гиввефон и предместья его, 24. Аиалон и предместья его, Гаф-Риммон и предместья его: четыре города; 25. от половины колена Манассиина: Фаанах и предместья его, Гаф-Риммон и предместья его: два города.

Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Аарон священник ывӑлӗсене — ҫын вӗлерекен тарса хӑтӑлмашкӑн — хӳтлӗх хула вырӑнне Хевронпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ тата Ливнӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 14. Иаттирпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Ештемопа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 15. Холонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Давирпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 16. Аинпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Юттапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Беф-Шемешпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: ҫав икӗ йӑхран тӑхӑр хула панӑ; 17. Вениамин йӑхӗнчен вара Гаваонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гевӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 18. Анафофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Алмонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула.

13. Итак сынам Аарона священника дали город убежища для убийцы - Хеврон и предместья его, Ливну и предместья ее, 14. Иаттир и предместья его, Ештемо и предместья его, 15. Холон и предместья его, Давир и предместья его, 16. Аин и предместья его, Ютту и предместья ее, Беф-Шемеш и предместья его: девять городов от двух колен сих; 17. а от колена Вениаминова: Гаваон и предместья его, Геву и предместья ее, 18. Анафоф и предместья его, Алмон и предместья его: четыре города.

Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсен ҫӗрне Махалев, Ахзив, 30. Акко, Афек, Рехов хулисем кӗреҫҫӗ: пурӗ — ҫирӗм икӗ хула тата вӗсенӗн ялӗсем.

В местечке Ахзиве; 30. далее: Умма, Афек и Рехов: двадцать два города с селами их.

Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

60. Кириаф-Ваал — тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Кириаф-Иарим — тата Аравва: икӗ хулапа вӗсен ялӗсем, [хула таврашӗнчи ҫӗрсем].

60. Кириаф-Ваал, иначе Кириаф-Иарим, и Аравва: два города с их селами [и предместьями].

Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вӗсем ӑна каланӑ: санӑн чурусем Ҫӳлхуҫа Турру ячӗпе питӗ инҫетрен килчӗҫ: эпир Унӑн мухтавӗ ҫинчен, Египет ҫӗрӗнче Вӑл мӗн-мӗн туни ҫинчен илтнӗ, 10. Иордан леш енче [пурӑннӑ] аморрейсен икӗ патшине — Есевон патшине Сигона тата Астарофпа [Едреи] хулисенче [пурӑннӑ] Васан патшине Ога — мӗн туни ҫинчен те пӗтӗмпех илтнӗ.

9. Они сказали ему: из весьма дальней земли пришли рабы твои во имя Господа Бога твоего; ибо мы слышали славу Его и все, что сделал Он в Египте, 10. и все, что Он сделал двум царям Аморрейским, которые [были] по ту сторону Иордана, Сигону, царю Есевонскому, и Огу, царю Васанскому, который [жил] в Астарофе [и Едреи].

Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Пӗтӗм Израиль — [унӑн] аслӑ ҫыннисем, халӑха пӑхса тӑраканӗсем тата тӳрисем — Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе ҫӳрекен священниксем[пе] левитсене тӗлме-тӗл саккун арчин икӗ енне тӑрса тухнӑ; ют ҫӗртен килнисем те, Израиль ҫыннисем те пурте пӗрле, ҫурри — Гаризим тӑвӗ енче, тепӗр ҫурри Гевал тӑвӗ енче йӗркеленсе тӑнӑ: Ҫӳлхуҫа чури Моисей ӗлӗк Израиль халӑхне ҫапла пиллеме хушса хӑварнӑ.

33. Весь Израиль, старейшины его и надзиратели [его] и судьи его, стали с той и другой стороны ковчега против священников [и] левитов, носящих ковчег завета Господня, как пришельцы, так и природные жители, одна половина их у горы Гаризим, а другая половина у горы Гевал, как прежде повелел Моисей, раб Господень, благословлять народ Израилев.

Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иисус патне таврӑнсассӑн, ӑна каланӑ: пӗтӗм халӑх ан кайтӑр унта, икӗ пине е виҫӗ пине яхӑн анчах кайччӑр, Гай хулине вӗсем те ҫӗнтерӗҫ; пӗтӗм халӑха асаплантарса ан ҫӳрет, вӗсем [унта] сахаллӑн, тенӗ.

3. И возвратившись к Иисусу, сказали ему: не весь народ пусть идет, а пусть пойдет около двух тысяч или около трех тысяч человек, и поразят Гай; всего народа не утруждай туда, ибо их мало [там].

Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Малтан ҫӗр пӑхса килнӗ икӗ яш ачана Иисус каланӑ: леш аскӑн арӑм килне кайӑр та, хӑвӑр тупа тунӑ пек, ӑна хӑйне те, килӗнче кам пуррине пурне те кӑларӑр, тенӗ.

21. А двум юношам, высматривавшим землю, Иисус сказал: пойдите в дом оной блудницы и выведите оттуда ее и всех, которые у нее, так как вы поклялись ей.

Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Иисус акӑ мӗн сӑлтавпа ӳт каснӑ [Израиль ывӑлӗсене — ҫул ҫинче ҫуралнисене, Египетран тухнисем хушшинче ӳт кастармасӑр юлнисене — Иисус пурне те ӳт касса тухнӑ]: Египетран тухнӑ пӗтӗм ар халӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ пур арҫын та Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте вилсе пӗтнӗ; 5. ҫула тухнӑ халӑх пурте ӳт кастарнӑскерсем пулнӑ, Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте ҫуралнисене вара ӳт касман пулнӑ, 6. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх [икӗ] ҫул хушши пушхирте ҫӳренӗ [ҫавӑнпа нумайӑшне ӳт касман пулнӑ], ҫапла вӗсем Египетран тухсассӑн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм халӑх вилсе пӗтиччен пушхирте ҫӳренӗ; ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемен пулнӑ, ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫак ҫӗре — Хӑй вӗсен ашшӗсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кураймӗҫ тесе тупа тунӑ, 7. вӗсем вырӑнне ҫав ҫӗре вӗсенӗн ывӑлӗсене курмалла тунӑ.

4. Вот причина, почему обрезал Иисус [сынов Израилевых, которые тогда родились на пути, и которые из вышедших из Египта не были тогда обрезаны, всех их обрезал Иисус]: весь народ, вышедший из Египта, мужеского пола, все способные к войне умерли в пустыне на пути, по исшествии из Египта; 5. весь же вышедший народ был обрезан, но весь народ, родившийся в пустыне на пути, после того как вышел из Египта, не был обрезан; 6. ибо сыны Израилевы сорок [два] года ходили в пустыне [потому многие и не были обрезаны], доколе не перемер весь народ, способный к войне, вышедший из Египта, которые не слушали гласа Господня, и которым Господь клялся, что они не увидят земли, которую Господь с клятвою обещал отцам их, дать нам землю, где течет молоко и мед, 7. а вместо их воздвиг сынов их.

Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Халӑха пӑхса тӑракансем виҫӗ кунран тапӑр тӑрӑх кайнӑ та 3. акӑ ҫапла каласа тухнӑ: хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчине, ӑна ҫӗклесе пыракан [хамӑр] священниксене [тата] левитсене курсассӑн, эсир те вырӑнтан тапранӑр та вӗсем хыҫҫӑн кайӑр; 4. саккун арчипе сирӗн хушшӑр икӗ пин чике пулмалла, унтан кая ан пултӑр; каяс ҫулӑра пӗлес тесе ун патне ҫывӑха ан пырӑр: вӑл ҫулпа эсир ӗнер те, виҫӗмкун та ҫӳремен, тенӗ.

2. Чрез три дня пошли надзиратели по стану 3. и дали народу повеление, говоря: когда увидите ковчег завета Господа Бога вашего и священников [наших и] левитов, несущих его, то и вы двиньтесь с места своего и идите за ним; 4. впрочем расстояние между вами и им должно быть до двух тысяч локтей мерою; не подходите к нему близко, чтобы знать вам путь, по которому идти; ибо вы не ходили сим путем ни вчера, ни третьего дня.

Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫапла вара ҫав икӗ ҫын каялла кайнӑ, ту ҫинчен анса [Иордан] урлӑ каҫнӑ та Нав ывӑлӗ Иисус патне ҫитнӗ, хӑйсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.

23. Таким образом два сии человека пошли назад, сошли с горы, перешли [Иордан] и пришли к Иисусу, сыну Навину, и пересказали ему все, что с ними случилось.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.

8. Прежде нежели они легли спать, она взошла к ним на кровлю 9. и сказала им: я знаю, что Господь отдал землю сию вам, ибо вы навели на нас ужас, и все жители земли сей пришли от вас в робость; 10. ибо мы слышали, как Господь [Бог] иссушил пред вами воду Чермного моря, когда вы шли из Египта, и как поступили вы с двумя царями Аморрейскими за Иорданом, с Сигоном и Огом, которых вы истребили; 11. когда мы услышали об этом, ослабело сердце наше, и ни в ком [из нас] не стало духа против вас; ибо Господь Бог ваш есть Бог на небе вверху и на земле внизу; 12. итак поклянитесь мне Господом [Богом нашим], что, как я сделала вам милость, так и вы сделаете милость дому отца моего, и дайте мне верный знак, 13. что вы сохраните в живых отца моего и матерь мою, и братьев моих и сестер моих, и всех, кто есть у них, и избавите души наши от смерти.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Хӑй вара ҫав икӗ яш ачана ҫурт тӑррине ертсе улӑхнӑ та унта сарса хунӑ йӗтӗн ҫурӑмӗсем хушшине пытарнӑ.

6. А сама отвела их на кровлю и скрыла их в снопах льна, разложенных у нее на кровле.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Хӗрарӑмӗ вара ҫав икӗ ҫынна тӗплӗ пытарнӑ та каланӑ: ман патӑма чӑнах та ҫынсем килнӗччӗ, анчах эпӗ вӗсем ӑҫтан иккенне пӗлмерӗм; 5. вӗсем тӗттӗмленеспе, хапха хупас умӗн, тухса кайрӗҫ; ӑҫта кайнине пӗлместӗп; хӑвӑртрах хӑвалӑр хыҫӗнчен — хуса ҫитетӗр, тенӗ.

4. Но женщина взяла двух человек тех и скрыла их и сказала: точно приходили ко мне люди, но я не знала, откуда они; 5. когда же в сумерки надлежало затворять ворота, тогда они ушли; не знаю, куда они пошли; гонитесь скорее за ними, вы догоните их.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Икӗ яш ача] тухса кайнӑ, вӗсем [Иерихон хулине] ҫитнӗ те Раав ятлӑ пӗр аскӑн арӑм килне [кӗнӗ], унтах ҫӗр выртма юлнӑ.

[Два юноши] пошли и пришли [в Иерихон и вошли] в дом блудницы, которой имя Раав, и остались ночевать там.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, Нав ывӑлӗ, Ситтим хулинчен вӑрттӑн икӗ йӗрлевҫӗ янӑ, вӗсене ҫапла каланӑ: кайӑр та ҫав ҫӗре тата Иерихон хулине пӑхса килӗр, тенӗ.

1. И послал Иисус, сын Навин, из Ситтима двух соглядатаев тайно и сказал: пойдите, осмотрите землю и Иерихон.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Хӳтӗлевҫӗ хӑйсене тӑшман аллине ӳкермесессӗн, Ҫӳлхуҫа хӑйсене тӑшман аллине памасассӑн, мӗнле-ха пӗр ҫын — пин ҫынна, икӗ ҫын пин-пин ҫынна пӑхӑнтарма-ҫӗнтерме пултартӑр?!

30. Как бы мог один преследовать тысячу и двое прогонять тьму, если бы Заступник их не предал их, и Господь не отдал их!

Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней